Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав кунтан пуҫласа Яков Лукичӑн пурнӑҫӗ хӑрушӑ шырлан хӗрринчен халь-халь кӗмсӗртетсе шуҫса анас пекех пуҫланса кайрӗ.
3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тул ҫутӑлса килет; ҫӗрсе ишӗлсе анас пек ларакан ҫуртсем ҫийӗн Шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ сӳни-сӳнми мӑчлатса ҫунать.Светало; над сырой кучей полуразвалившихся построек трепетала, угасая, Венера.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Ун айӗнчи ҫинҫе туратсем халь-халь хуҫӑлса анас пек авӑнса тӑчӗҫ.
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах Штольц та пӗрмай култармасть: тепӗр ҫур сехетрен Ольга вӑл каланине интересленсех итлет, тата ытларах интересленсе Обломов ҫине пӑхать, Обломов вара ҫапла пӑхнипе ҫӗр тӗпне путса анас патнех ҫитет.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кушак маларах персе анас пулсан ан амантӑр тесе Маргарита ҫапла тума хушнӑччӗ вӗсене.Им велела сделать это Маргарита, на случай, если Муся вдруг свалится раньше времени.
Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Кисловодскран пӗр виҫӗ ҫухрӑмра, ту хушшинче, Подкумок юхса иртнӗ ҫӗрте Ҫӗрӗ текен чӑнкӑ сӑрт пур; вӑл — ҫутҫанталӑк тунӑ хапха; ку хапха ҫӳллӗ сӑртра ҫӗкленсе тӑрать, хӗвел вара анас умӗн ҫавӑн витӗр тӗнче ҫине юлашки хут ҫулӑмлӑн пӑхса илет.
Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ ӑна хамӑн чемодана та пулин хӗрхенсе ларкӑч ҫинчен анма сӗнтӗм, мӗншӗн тесен (манӑн ҫав чемоданшӑн тӗпсӗр сакӑлтана анас кӑмӑлӑм ҫукчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Анман-ха, господин, анчах унта халь-халь шуса анас пек капланса тӑрать, — терӗ лавҫӑ-осетин.— Не было, господин, — отвечал осетин-извозчик, — а висит много, много.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Анчах халӗ, вӑл ҫав тери ҫине тӑрса, нумай тӑрӑшса хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫласси патнех ҫитсе тӑрсан, ӑна хӑй ҫар эшелонӗ ҫине ларса Сталинград еннелле кайнӑ пекех туйӑнма пуҫласан, ҫав ӗмӗт пӗтӗмпех, пӗтӗмпех, яланлӑхах, нихҫан тӳрленмелле мар ишӗлсе анас пек пулса тӑчӗ…
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хура ҫӗлӗксем пек курӑнакан курак йӑвисем вырӑнаҫнӑ ҫӳлӗ туратсем те паспа витӗннӗ, вӗсем кӗрентерех ҫемҫе сывлӑшра татӑлса анас пекех ҫакӑнса тӑнӑ.
27 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ишӗлсе анас патне ҫитнӗ ҫуртсенче пурӑнакансене хӑтлӑ хваттерпе тивӗҫтересси ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланать.Успешно осуществляется работа по переселению граждан из ветхих домов в благоустроенные квартиры.
Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
1-2. Эх, Эсӗ тӳпене ҫурса анас пулсассӑн!
Ис 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫиччӗмӗш кунӗнче хӗвел анас умӗн туй каччисем Самсона каланӑ: пылран мӗн пылакрах? арӑсланран мӗн вӑйлӑрах? тенӗ.
Тӳре 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӗвел анас умӗн уя бригадир пынӑччӗ те кам-кам ӗҫленине, миҫе хутланине паллӑ тума тытӑннӑччӗ.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Тем, ирех ҫиес килмест, апат анас та ҫук пулӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Чишма район пуҫлӑхӗ Решат Мансуров сӑмахӗсене тӗпе хурса, ПР ЦУРӗ каласа панӑ Анас Салямовпа Фидаиль Акбердин конструкторсен проекчӗ боецсен ҫывӑх ҫыннисене йӑлари нушасем валли ҫителӗклӗ таран вутӑ хатӗрлеме май парать.
Пушкӑртстанра СВОри боецсен ҫемйисем валли гидравлика вут-шанкӑ ҫураканни туса хатӗрленӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... en-3778419
Ваҫук, тек вӗҫме хевте юлманнипе, лаштра та ем-ешӗл юман ҫатрашкисенчен ҫакланать, кӗҫ-вӗҫ ҫӗрелле персе анас чух… вӑранса каять, куҫне уҫать.
1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Юлашкинчен ҫакӑн пек ӗҫ пулса иртнӗ: Шура хӗвел анас умӗн пирус туртса маччаналла пӑхса выртнӑ.
III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Хӗвел анас умӗн колхозниксем шкулта пулӗҫ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хӗвел анас умӗн, чӑнах та, пӗр татӑк ҫумӑр пӗлӗчӗ пӗрӗхсе иртрӗ те витерсех ҫумарӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.