Шырав
Шырав ĕçĕ:
60 пин ҫул хушшинче, ориньяк умӗнхи тата хыҫҫӑнхи тапхӑрсенче, кунта 15 000 ӗҫ хатӗрӗ тата 60 тӗрлӗ чӗрчунӑн 6 000 шӑммине хӑварнӑ.
Пер-нон-Пер ҫӗр хӑвӑлӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D0%B5%D ... 0%BB%D3%97
Врачсем чирлӗ ача урин хыҫалти ҫинҫе шӑммине пӗр каҫӑк татса кӑларса пӑрахнӑ.
6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче «Наполипе» иртнӗ матчра Астори Эсекьель Лавессипе ҫапӑнса пӗчӗк ура туни шӑммине хуҫнӑ, ҫавна пула 2,5 уйӑх хушши вӑййа тухайман.
Давиде Астори // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B0%D ... 1%80%D0%B8
Манӑн юлташӑнне пуля сулахай ури шӑммине шӑтарнӑ иккен…
Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Темиҫе минутран рубильнике ҫӗклетӗн те аппарат айӗнче йывӑҫ хӑмана е слон шӑммине кӑларса пӑхатӑн.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Шӑммине тивмен.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Аслӑ прапорщик, эпӗ куҫа уҫнине курчӗ те, пӗшкӗнсе янаха тытса пӑхрӗ, унталла-кунталла хускатрӗ, Ҫӗрпӳ район каччине Миша Трофимова: «Маттур, Трофим, кирзачпа янахӗнчен виҫеллӗ тапрӑн. Ҫӑварӗ уҫӑлнӑ. Сывлать ҫын. Хытӑрах тапнӑ пулсан янах шӑммине хуҫма та пултарнӑ», — тесе ырларӗ.
Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.
Унӑн тирне сӗвеҫҫӗ, ӑна тӑрӑхла касса ҫураҫҫӗ те ҫурӑм шӑммине кӑларса илеҫҫӗ.С нее снимают шкуру, рассекают ее вдоль на две части и вынимают из нее позвоночный столб.
Пулӑ промыслисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Кунсӑр пуҫне хӳре чиккине, вӗче шӑммине тыткаласа пӑхма та манмаҫҫӗ.
XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Кружкӑпа панӑ сахӑрсӑр чейне вӑл ҫав пылакӗ пӗтнӗ ҫырла шӑммине ӗмсех аран-аран ӗҫсе ячӗ, йӑлт тара ӳкрӗ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
– Эпир день роджени чухне, м-м-м, это, эпӗ Тимӑна Шарик шӑммине тапма каланӑччӗ.– На наш день рождения, это, м-м-м, это я сказала Тиме, чтобы он пнул кость Шарика.
Кӳме // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/564
– Эс унӑн шӑммине тапса пӑх-ха, вара мӗн пулать?
Шарик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/558
Вӑл никампа та харкашма шутламасӑр шӑммине ӳркевлӗн кӑшласа выртать.
Шарик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/558
Хул шӑммине ҫапса хуҫнӑ пулас.
Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Йӗпе тӑпра ун шӑммине сыпӑнма памӗ.
Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Ҫурӑм шӑммине ҫапса хуҫнӑ, — ӑнлантарса каларӗ чапрас ураллӑ кӳсе старик, аманнӑскере халачӗпе витсе.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Сӑмси кӑшт лапчӑкрах, мӗншӗн тесен сӑмси шӑммине унӑнне пӗчӗклех ют кас ачисемпе ҫапӑҫнӑ чухне ҫапса ҫӗмӗрнӗ.
Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Суранӗ ҫителӗклех, анчах хул шӑммине амантман.
1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.
Унччен те пулмарӗ хура йытӑ шӑртне йӗплентерсе-шӑртлантарса ячӗ, «хӑр-р-р» хӑрлатса-харӑлтатса илчӗ, ҫӑварӗнчи шӑммине пӑрахса, пӗчӗк шӑмӑсен купи еннелле ҫӗкленчӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Пурис ашшӗ, Аслӑ Аттелӗх вӑрҫин ветеранӗ, вӑрҫӑра сылтӑм урин пакӑлчак шӑммине пуля кӗрсе ларнине пула тахҫантанпах аптӑракаласа пурӑннӑ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.