Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӗлхем the word is in our database.
Хӗлхем (тĕпĕ: хӗлхем) more information about the word form can be found here.
Ку ҫӑлтӑрсем пӑсӑлнӑ, ҫавӑнпа вӗсене йӑваран кӑларса пӑрахаҫҫӗ тет джим пӗр-ик хут эпир ҫӗрле пӑрахут мӑрйи хӗлхем кӗлтисем сирпӗтсе кӑларнине куртӑмӑр, ҫав хӗлхем пӗрчисем шыва вутлӑ ҫумӑр пек ӳкеҫҫӗ — шутсӑр илемлӗ; пӑрахут шыв кукрине пӑрӑнса курӑнми пуличченех ҫапла хӗлхем акӑнса тӑрать, майӗпен пӑрахут сасси те илтӗнми пулать; юханшыв каллех шӑпланать; чылай вӑхӑтран тин пӑрахут хумӗ ҫитсе пирӗн сулла чӳхентерсе илет, кун хыҫҫӑн каллех шапа кӑваклатнисӗр пуҫне нимӗнле сас-чӳ те илтӗнмест.

Джим думал, что это те звезды, которые испортились и выкинуты из гнезда, один или два раза в ночь мы видели, как мимо в темноте проходил пароход, время от времени рассыпая из трубы тучи искр; они дождем падали в реку, и это было очень красиво; потом пароход скрывался за поворотом, огни мигали еще раз и гасли, шум замирал, и на реке опять становилось тихо; потом до нас докатывались и волны — много времени спустя после того, как пройдет пароход, — и покачивали плот, а потом бог знает сколько времени ничего не было слышно, кроме кваканья лягушек.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫав хӗлхем хӑйне евӗрлӗ хӗлхем пулнӑ ҫав: нимӗнле врач та ӑна куҫран кӑларайман, нимӗнле пуп та хӑйӗн кӗллипе ҫӑмӑллатайман, нимӗнле юмӑҫ та сурса тӳрлетеймен: ҫунтарать те ҫунтарать.

И такая это оказалась особенная искра, что ни один лекарь не мог ее вытащить оттуда, ни один поп не мог отмолить, ни одна ворожея заговорить: жжет и жжет.

ХХХIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Вӑхӑт-вӑхӑт ҫеҫ пӑрахутсен хура трубисем, чӑшӑлтатса, купи-купипе хӗлхем сирпӗтеҫҫӗ; хӗлхемӗсем тӗттӗмре сӳнеҫҫӗ; чуллӑ ҫырана хум шӑпӑлтатса ҫапать.

Только время от времени черные трубы пароходов с шипением выбрасывали целые снопы искр, и они гасли в темноте, да волна с плеском ударяла в каменную набережную.

I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Кашнин чунӗнчех хӑйне герой туса хума пултаракан ырӑ хӗлхем пур; анчах та вӑл хӗлхем ывӑнать, пӗрмай йӑлкӑшса тӑраймасть — вилӗм саманчӗ килсе ҫитет, вара вӑл ҫап-ҫутӑ ҫулӑмпа хыпса каять те аслӑ ӗҫсене ҫутатса кӑтартать.

На дне души каждого лежит та благородная искра, которая сделает из него героя; но искра эта устает гореть ярко, — придет роковая минута, она вспыхнет пламенем и осветит великие дела.

17 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

«Ҫирӗп пул!» — терӗ вӑл темиҫе хут хӑйне хӑй, тархасларӗ, хӑйне хӑй хушса хистерӗ, ҫакӑнпа хӑйӗн чӗринчи шанчӑк хӗлхемне чӗртсе пычӗ, ӑна сӳнме памарӗ, вӑл вара, ҫав хӗлхем, ӑна кӗрешме пулӑшрӗ.

«Мужайся!» — повторяла она, и просила, и требовала, и разжигала в сердце своем искру надежды, и не давала ей угаснуть, и она, эта искра, помогала ей бороться.

Реферат // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Вӑл ывӑлӗ ҫинчен куҫне илмен, ун куҫӗнче Сергей пӗчӗкрен пӗлнӗ амӑш юратӑвӗн хӗлхемне курнӑ, вӑл хӗлхем халӗ те ҫутӑрах пек туйӑннӑ.

Она не сводила глаз с сына, и во взгляде ее Сергей видел знакомый ему еще с детских лет луч материнской ласки…

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Мичо бай, санӑн Герцеговинӑри хӗлхемӳ хӗлхем вӗҫҫӗн кӑна тӑрса юлать пуль ҫав, унран нимӗн те хыпӑнаймасть.

— Как видно, дядюшка Мичо, твоя герцеговинская искра останется только искрой, и ничего из нее не получится…

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

14. Хӗлхеме вӗрсессӗн — ҫулӑм хыпса илет, хӗлхем ҫине сурсассӑн — вӑл сӳнсе ларать: вӗрес сывлӑшу та, сурас сурчӑку та ҫӑварунтанах тухать.

14. Если подуешь на искру, она разгорится, а если плюнешь на нее, угаснет: то и другое выходит из уст твоих.

Сир 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Кунсӑр пуҫне «Хӗлхем» спорт шкулӗнче шахмат зони валли оборудовани туянма тӗллев лартнӑ.

Help to translate

Пӗрремӗш пулмалла! Пӗрле пулмалла! // М.МИХАЙЛОВА. http://alikovopress.ru/perremesh-pulmall ... alla!.html

Хупах-вӗлтӗренпе кӗрешнӗ ачалӑхпа капан-ҫӗмелпе тӗркӗшнӗ ҫамрӑклӑх, ҫапнӑ чулран чӗлтӗртетсе тухнӑ икӗ хӗлхем пек, куҫ умӗнчех иртсе каять.

Help to translate

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Аслӑ уявра Патреккел халӑх хорӗ, Лаш Таяпари «Сударушки», Тӳскелӗнчи «Шуҫӑм», «Тускил», Кивӗ Эйпеҫри «Хӗлхем», Кӗҫӗн Таяпари «Илем», Аслӑ Пӑла Тимешри «Пӑла» ансамбльсем, Максим Изратов (Кавал), Диана Егорова (Тӑрӑм), Светлана Сорокина (Ҫӗнӗ Пӑва), Тамара Смирнова (Курнавӑш), Сергей Барановпа Кирилл Петров (Елчӗк) юрӑ-сӑвӑ ӑстисем сивӗ ҫанталӑкра куракана ӑшӑ кӑмӑл-туйӑм парнелерӗҫ.

Help to translate

Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/

Палӑртнӑ графикпа килӗшӳллӗн ятарлӑ комисси иртнӗ кунсенче Чӑваш Сурӑм шкулӗнче, Элӗкри «Хӗлхем» спорт шкулӗнче тата Ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗнче пулса курнӑ.

Help to translate

Ачасене кӗтсе илме хатӗр-и? // А.КИРИЛЛИНА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/ac ... lme-hatr-i

Элӗкри «Хӗлхем» спорт шкулӗ ҫумӗнчи футбол секцине ҫӳрекенсем занятисене ытларах футзалра ирттереҫҫӗ, ҫуллахи вӑхӑтра, паллах, стадионта.

Help to translate

Хӑравҫӑсем футболла вылямаҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/hr ... la-vilyama

Элӗкри «Хӗлхем» спорт шкулӗ ҫумӗнче ӗҫлекен «Футбол» секцине ҫӳрекен 12-14 ҫулхи арҫын ачасем те ҫак шухӑшпа килӗшеҫҫӗ.

Help to translate

Хӑравҫӑсем футболла вылямаҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/hr ... la-vilyama

Чалтӑртатса сирпӗнсе тухнӑ хӗлхем пек йӑлтӑртатса, ҫу кунӗ хӑвӑрт сӳнет, сисмелле мар час иртсе каять, вӑрмана, тӗрлӗ тӗслӗ кӑвар сапса, пушар тухасран пӗртте хӑрамасӑр, кӗр хуҫаланса пырса кӗрет.

Help to translate

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шофер куҫ умӗнче хӑлаҫланма пуҫлать ҫеҫ, Маруҫ, пӗчӗкскер, епресе, селехине юхтарса тӑракан шофера чанлаттарса ярать лешӗн куҫӗнчен хӗлхем кӗлте евӗр тухса сирпӗнмелле, хӑй магазинтан тухса вирхӗнет.

Help to translate

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӗлхем пек, йӑлтӑрт тӑвать те — сӳнет.

Help to translate

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ку вӑл йӑпӑлтатни те мар-ха, — чӑлтӑр-чалтӑр сирпӗтет хӗлхем таврашне; чылайран тин йӳҫӗ тӗтӗм шӑрши тапса тухать; тӗтӗмӗ хӑй курӑнмасть-ха тӳрех; мӑнукӗ, пуҫа ҫавӑрса яракан йӳҫӗ хӑвата тӳсеймесӗр, аслашшӗн тепӗр енне куҫса ларать.

Help to translate

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Электромагнит хумӗсем кӑларакан кашни хӗлхем хыҫҫӑнах прибор ҫумӗнчи шӑнкӑрав умлӑн-хыҫлӑн шӑнкӑртатнӑ.

Help to translate

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Вӗсен шутӗнче — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче паттӑррӑн ҫапӑҫса пуҫне хунӑ Владимир Бараевӑн «Сӳнми хӗлхем» ятлӑ кӗнеки.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed