Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав таҫти ҫӑва патӗнчен килнӗ шуйттан йӑхӗ хӑйне яланах чӑн-чӑн ҫын евӗр тыткалани ҫинчен тӗлӗнмесӗр итлеме хӑнӑхрӑм пулин те, хальхинче хама лӑпкӑн тытма пултараймарӑм.
Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.
Вӑрлама пӑрахрӑм, ӗҫлеме хӑнӑхрӑм, кӗҫех нормӑна та тултарма пуҫларӑм.
IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
— Хӑнӑхрӑм ӗнтӗ.
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Вӗренме хӑнӑхрӑм, манӑн савӑнӑҫ виҫесӗр пысӑкчӗ, унта мана пурте килӗшетчӗ, эпӗ ун чухне ултӑ ҫулта пулнӑ пулин те, мана шкула ҫӳреме ирӗк пачӗҫ, 1940 ҫулта ҫуралнӑ, тесе ҫырчӗҫ, пӗр ҫул хушса хучӗҫ.
Бухгалтер профессийӗ еткерлӗхпе куҫнӑ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3453052
Хӑнӑхрӑм эп кунти юлташсене.
XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
— Хуткупӑс калама шкулта вӗреннӗ чухне хам тӗллӗнех хӑнӑхрӑм.
Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b2%d0%b ... %83%d0%ba/
— Ҫинук качча кайнӑ хыҫҫӑн туртма хӑнӑхрӑм ҫав, — айӑплӑн кулкаларӗ Виктор.
Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.
Малтан чӑваш тӗррисене тӗрлеме хӑнӑхрӑм.
Ӑстасем пирӗн хушӑра пурӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/04/14/a%d1%81%d1 ... %d0%b0cce/
— Хӑнӑхрӑм, — хуравларӗ лешӗ.
Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӑнӑхрӑм ӗнтӗ ҫемьерен уйрӑм пурӑнма.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Тӑвана хӑнӑхнӑ пек хӑнӑхрӑм сана ҫак хушӑра.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Хуллен хӑнӑхрӑм.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
— Эпӗ кунта иккӗмӗш хут кӑна килетӗп-ха, пурӗ пӗр хӑнӑхрӑм ӗнтӗ.
9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ӗҫ хучӗсем ҫырма хӑнӑхрӑм.
Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Унтан ҫанталӑк улшӑнӑвӗсене асӑрхама хӑнӑхрӑм, ҫырас калаври ҫынсене кура пуҫларӑм.
«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html
Ҫавна пула, сана итлесе, эсӗ, аппаҫӑм, чунсӑр та тискер этем иккенне кӑштах та пулин хӑнӑхрӑм!Благодаря ей, слушая тебя, я хоть немного привыкла к мысли, что ты, моя сестра — чудовище!
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Анчах эпӗ нумай шухӑшларӑм — вара… хӑнӑхрӑм; халӗ, Джесси, эпӗ сан патна хыҫалтан йӑпшӑнса пыратӑп.Но я много думала — и привыкла; теперь, Джесси, я подкрадываюсь сзади к тебе.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Малтанхи слона вӗлериччен Самуил Беккер меслечӗпе хӑнӑхрӑм: рельссем ҫине тӑратӑп та — вирхӗнсе килекен пӑравусран пилӗк утӑм юлсан ҫеҫ айккинелле сиксе куҫатӑп.
IV. Слон сунарҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ку чӑн сӑмах: эпӗ темӗнле, Чубук вилнипе часах килӗшсе хӑнӑхрӑм, анчах эпӗ Федькӑшӑн кулянать тени тӗрес мар вара.Это была правда: я как-то скоро освоился с гибелью Чубука, но неправда, что я скучал о Федоре, —
XIV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Малтанрах эпӗ унта Чавкапа пӗрле мӗн калаҫнине курма-илтме ҫеҫ ҫӳрекелеттӗм, унтан хӑнӑхрӑм та кӑмӑл турта пуҫларӗ, мана та ӗҫе ҫавӑрса кӗртсе пӗтӗм ӑстӑна уҫса ячӗ.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.