Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Пӗлетпӗр! — ҫак хыпар хӑйӗншӗн нимӗнле ҫӗнӗлӗх те пулманнине систересшӗн пулчӗ Степа.
Класри калаҫу // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
Ку хӑйӗншӗн те питӗ ӑнсӑртран пулчӗ пулас.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Анчах вӑл вара хӑйӗншӗн мӗнле тусан усӑллӑрах — ҫавӑн пек тума пултарать, ку енпе вӑл ирӗклӗ.
21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ӑна пӗрмай ҫакӑн пек шухӑш канӑҫ паман пекчӗ: вӑл таҫта ҫитме кая юлнӑ пек, хӑйӗншӗн яланлӑх мар, вӑхӑтлӑх пулмалли ӗҫе тума вӑхӑта кирлинчен ытларах пӗтернӗ пек.
21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Вӑл система — доноссем ҫырасси, элеклесси — ҫынсем революци интересӗсем ҫинчен манса кайнӑ ҫӗрте, чӑн малтан революци хӑрушсӑрлӑхра пуласси ҫинчен мар, хӑйсен хӑрушсӑрлӑхӗ ҫинчен шухӑшланӑ ҫӗрте, ҫын ЧКна ҫӗршывшӑн, пурин ӗҫӗшӗн хӑрушлӑх пурри ҫинчен пӗлнипе мар, пуринчен малтан хӑйӗншӗн хӑранипе чупнӑ ҫӗрте ҫуралса ӳсет: вӑл кама та пулин пытарса хӑварнӑ, шарламасӑр ирттерсе янӑ, кайса пӗлтермен тесе ан шухӑшлаччӑрах…
7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Сапла ирсӗрленсе, Тихӑн, хӑй шучӗпе, амӑшӗшӗн те, хӑйӗншӗн те тавӑрать.
XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Яланлӑхах хуҫӑлчӗ те Улюк, ӗнтӗ вӑл хӑйӗншӗн тӑма вӑй та ҫитереймӗ, пурнӑҫ юххи ӑна ӑҫта илсе каяс тейӗ, ҫавӑнта илсе кайӗ — ҫапла шутлас килчӗ халь Улюк ҫинчен.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Хӑйӗншӗн ҫеҫ тӑрӑшакан, пурлӑхшӑн ҫеҫ хыпакан ҫынна ҫак наградӑсен тасаран таса ҫути те курӑнмасть пуль ҫав, май килнӗ пулсан, ҫак чаплӑран чаплӑ, хаклӑран хаклӑ наградӑсене те — сутса е улӑштарса — хӑйӗн пурлӑхӗ туса хуратчӗ пуль вӑл, ҫав пурлӑх ҫинчи тусана ҫӗтӗк татӑкӗпе киленсе шӑлатчӗ пуль.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Блок ҫавӑн пек ҫырнӑ-ха, анчах эрех кӗленчинче Сулагаев чӑнлӑх мар, инкек кӑна тупрӗ: хӑйӗншӗн шкул алӑкӗ хупӑннӑ пирки вӑл вӑрман хуралҫине ӗҫе вырнаҫрӗ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫакӑ та паллӑ: иртнӗ перепиҫре республикӑра пурӑнакан чӑвашсенчен 97,7% хӑйӗншӗн тӑван чӗлхе чӑваш чӗлхи пулнине кӑтартнӑ.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Ҫынни ҫавӑн йышшискер пулас — хӑйӗншӗн кӑна хыпӑнаканскер.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
— Кӳлешӳ туйӑмӗ ытларах хӑйӗншӗн, хӑйӗн телейӗшӗн ҫунакан ҫыннӑн вӑйлӑрах, ҫакӑ вӑл эгоизмла шухӑш патне илсе пырать, — терӗ лектор.
Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.
ХӐЙӖНШӖН ТЕ, ПИЧЧӖШӖШӖН ТЕ
«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/
Ҫавӑнпа та вӑл мӑшӑр тума юратнӑ, ӗмӗтри хӗр тупӑнсан хӑйӗншӗн ҫеҫ мар, амӑшӗшӗн те улми йӑтӑнсах пулнипе халь-халь хуҫӑлса-чӗрӗлсе ӳкесрен тӗкӗ панӑ улмуҫҫи туратти пекех савӑнчӗ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Анчах ҫӗршыв-анне ҫав тапхӑрта ҫамрӑк ӑрӑва хӑйӗншӗн ҫеҫ мар, этемлӗхӗн, ҫӗршывӑн, халӑхӑн ҫутӑ пуласлӑхӗшӗн те пурӑнма, кӗрешме, ӗҫлеме, мӑртӑхнӑ киввине пӑрахӑҫласа ҫӗннине шырама, ӑслӑлама, пурлӑхпа хитрелӗхе пуянлатма вӗрентсе ӳстернӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вӑл, хӑйӗншӗн питех те хаклӑ Ҫтаппан пиччене ыталаса илме хатӗрленнӗ пек, аллисене сарса ячӗ, анчах аллисем ҫавӑнтах сывлӑш вӑйсӑррӑн аялалла усӑнчӗҫ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Хӑйӗншӗн кӑна мар, чи малтанах пассажирсемшӗн, ытти мӗнпур ҫул-йӗр участникӗсемшӗн хӑрушлӑх кӑларать вӗт ӳсӗр ҫын.
Эрех ӗҫрӗн – руль умне ан лар! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10979-er ... mne-an-lar
— Апла, апла… — хӑйӗншӗн ку пурпӗрех пулнӑ пек, нимӗн калама та аптӑрарӗ Сахар.
Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Малтанах тутарсем Тевлеш пӗр хӑйӗншӗн ҫеҫ ыйтать пулӗ тесе шутланӑччӗ.
Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Служба тивӗҫӗпе те мар, урӑхла тума пултарайманнипе вӑл, хӑйӗншӗн те хӑрушлӑх пуррине пӑхмасӑрах, инкеке лекнӗ ҫынна пулӑшма васканӑ.
Ҫунакан хваттертен кӑларнӑ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11393-cu ... ten-k-larn