Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫу варринче чӗлхи уҫӑлмасӑрах вилчӗ ашшӗ, вӑрттӑнлӑха хӑйпе илсе кайрӗ.
Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77
Илюка шӑп та лӑп юрӑхлӑ вӗсем, хӑйпе виҫсех ҫӗленӗ темелле.
Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77
— Юрату, — терӗ Толя, хӑйпе хӑй калаҫнӑ пек хуллен, — инкек кӑтартма, куҫҫулӗ юхтарма ҫуралнӑ юрату мӗн тума кирлӗ-ши вӑл?
XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Лешӗ шартах сикрӗ, тарӑн шухӑша путнӑскер, хӑйпе мӗн каланине ӑнланмасӑр, юлташӗ ҫине пӑхса илчӗ.
VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Халлӗхе каҫса ҫӳреҫҫӗ те, — хӑйпе хӑй калаҫса илчӗ вӑл.
XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Хӑйпе тантӑш ачапа вӗсем иртен пуҫласа каҫчен уй-хир тӑрӑх пӑрусем ҫитерсе ҫӳрерӗҫ.
XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Питӗ савӑнатчӗ пӗчӗк йӑмӑкӑм ҫитӗннисем хӑйпе ҫапла вылясан, ахӑлтатса кулатчӗ…
VI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Хӑйпе тантӑш арҫын ачасемпе пӗрле вӗсем ҫав ҫу йӗтем ҫине кӗлте турттарчӗҫ.
IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Вырма тухас умӗн атте ӑна сӗтел хушшине хӑйпе хирӗҫ лартсах ҫапла каларӗ:
IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Хӑйпе калаҫакан ҫын каланӑ тӑрӑх, ҫак ҫулсенче ССР Союзӗпе Китай хушшинче кӑткӑс политика ҫыхӑнӑвӗсем пулнӑ.
Чикӗри служба пиҫӗхнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... hn-3794856
Кукамӑшӗ ӑна, хӑйпе мӗн пулса иртнине чухлайман ачана, Турӑ пуррине ас илтеркелеме пӑхать, хӗрес ҫакса ярать.
Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Урамран ӗшенсе килсен, хӑй пит ватта ҫитнине пӑхмасӑр, Амӑшӗ ӑна урисене лӗп шывпа ҫутарать, лайӑх кӑна шӑлса типӗтет, ӑшӑ нускисем тӑхӑнтартса ярать, вара хӑйпе юнашар вырттарать.
Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Хӑйпе хулара пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑма вӑл Мама тесе чӗнет.
Унӑн амӑшӗпе мами ҫинчен // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Вихтӗр тантӑшӗсене пӗр ҫӗре пухнӑ та хӑйсен вучахӗ малашне нихӑҫан та сӳнмесси, ашшӗ хӑйпе пӗрле шӑрпӑк питӗ нумай илсе килни ҫинчен каласа парать.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Каллех хӑйпе хӑй калаҫма пуҫларӗ, хӑть тахҫанах унашкал калаҫма пӑрахнӑччӗ пулин те.
VIII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Аяккалла ӳсекен тачка турат ҫине хӑйпе пӗрле хуларанах илсе килнӗ вӗрене персе ячӗ.
VIII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Тӗлӗнтермӗшле туйӑм ҫуралчӗ Тетей ӑшӗнче, ӑна Алюна кӗҫ-вӗҫ уринчен ярса илессӗн, пӗве тӗпне туртса антарассӑн, чи тарӑн вырӑнта хӑйпе юнашар хурассӑн туйӑнчӗ.
VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Вырӑнти фельдшерица илсе килчӗ, пӗр вӗҫӗм хӑйпе хӑй калаҫать, терӗ.
IV // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Хӑйӗн пурнӑҫӗнче Тетей пӗрремӗш хут хӑйпе хӑй сасӑпах калаҫать, амӑшӗ Тетейӗн тӗлӗнтерекен сӑнне асӑрхарӗ, малтанах ҫухалса кайрӗ.
III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Имшерленчӗ, куҫӗ путса кӗчӗ, тем ӑнланмалла маррине мӑкӑртатрӗ хӑйпе хӑй.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.