Шырав
Шырав ĕçĕ:
Меллӗ самантпа усӑ курса Артемий Васильев тапӑнса вылякан шайбӑна хапхана площадка варринченех вӑркӑнтарчӗ: 4:2!
«Яльчики» командӑн тренерӗ — Патреккелтен // Елена ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %82%d0%b5/
Килне ҫитсен хапхана уҫать кӑна асламӑшӗ, качакасем кӗпӗрленсе пырса тӑраҫҫӗ ун умне.
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Пӗлетӗн вӗт пирӗн ял ҫыннисем мӗнлине, сарӑмсӑр сирӗн хапхана тикӗтпе варалама пултарӗҫ, Силпи, вара намӑсран ниепле те ҫыхланаймӑн.
V // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Киле ҫитсе хапхана уҫаҫҫӗ кӑна, кӑвар пек тӗлкӗшекен автан хӳме ҫине сиксе хӑпарать, икӗ ҫунатне хире-хирӗҫ шарт-шарт тутарса, ҫапла пӗлтерет:
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.
Хапхана мечӗк кӗртес марри вӗсен ҫаврӑнӑҫулӑхӗнчен те чылай килет-ҫке.
Хӑравҫӑсем футболла вылямаҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/hr ... la-vilyama
Хапхана хуллен уҫса кӗнине хӑй те сисмерӗ Ҫимун.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хапхана пӗр сассӑр уҫса, Петӗрпе Варук бригада ҫурчӗн картишне кӗчӗҫ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хапхана шаккарӗҫ.
VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анчах унӑн вӗҫерӗнсе кайнӑ чӗлхи «хапхана» кӗресшӗн пулмарӗ.
Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.
Хурлӑхлӑн кулса Ирина ӗҫе килнӗ малтанхи куна аса илчӗ, ҫак хапхана вӑл хӑй мӗн пӗлнине-пултарнине стройка пуҫлӑхне, ыттисене кӑтартас, унпа тӗлӗнтерес шутпа килсе кӗчӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Ҫывӑрма хатӗрленнӗччӗ ҫеҫ, хапхана хыттӑн шаккарӗҫ.
Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Нюра, Василий Кузнецовӑн арӑмӗ, хапхана уҫса Ванюша хӗрсемпе курсанах йӑлт ӑнланса илчӗ, пӗр сӑмахсӑрах.
Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Часах алкум алӑкне чӑнкӑр-чӑнкӑр тутарса анни, хапхана шалтӑр! тутарса уҫса хупни илтӗнчӗ.
XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Акӑ, Курак матки хапхана яриех уҫрӗ те: — Качи! Качи! Кач-кач-кач! — тесе чӗнме пуҫларӗ.
XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Васса пысӑк хапхана яри уҫса пӑрахрӗ те ӗнине ҫавӑтса урама тухрӗ.
XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Васса чылайччен хапхана уҫмасӑр тӑчӗ.
XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Павӑл кӑштах шухӑшласа тӑчӗ те хапхана тӗксе пӑхрӗ.
VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Акӑ, вӑл килне ҫитрӗ, сӑрлӑ хапхана уҫрӗ.
V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Васса хапхана тем пекех ерипен уҫса кӗме тӑрӑшрӗ пулин те, ун шашулкки чӑнкӑрт! турӗ.
II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Укахви пуҫ тутрине каялла ҫавӑрса ҫыхрӗ те кӗпине туртса юсарӗ, пӗрене хушӑкне тирӗнтернӗ вӗтӗ шӑллӑ ҫурлине илсе хулпуҫҫи ҫине хучӗ, тепӗр самантран вӑл вӗрлӗк хапхана хуллен уҫса урама тухрӗ.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.