Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Урисене (тĕпĕ: ура) more information about the word form can be found here.
Тарзан каллех, унчченхи пек, Вова урисене урлӑ майланса выртрӗ.

Help to translate

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Вова ӑна пуҫӗнчен, ҫурӑмӗнчен шӑлчӗ, урисене тытса хыпаласа пӑхрӗ.

Help to translate

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Урамран ӗшенсе килсен, хӑй пит ватта ҫитнине пӑхмасӑр, Амӑшӗ ӑна урисене лӗп шывпа ҫутарать, лайӑх кӑна шӑлса типӗтет, ӑшӑ нускисем тӑхӑнтартса ярать, вара хӑйпе юнашар вырттарать.

Help to translate

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ирпе Тетей вырӑнӗ ҫинче урисене сарса тӑсӑлса выртрӗ, верандӑра сулхӑн, уҫӑ варкӑш вӗрет.

Help to translate

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Плащне хывса шкафа ҫакнӑ чухне Элиме Кирей урисене асӑрхарӗ, ҫакна кӗтменрен ҫӑварне карса пӑрахрӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Ача чухне курнӑччӗ, пирӗн пускил карчӑк Федула ачасен мӑкӑлтаннӑ урисене ҫавӑн пек тӳрлетсе вырӑна лартатчӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Урисене тӑсса ларас терӗ те ура айӗнче портфель пуррине туйрӗ, ӑна алла илчӗ, унта мӗн пуррине шкафа хурасшӑнччӗ, ку ҫурт пирки пӗтӗмпех пуҫран тухса ӳкнӗ имӗш.

Help to translate

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Боецӑн урисене осколоксем шӑтарса пӗтернӗ.

Help to translate

Анне ҫул ҫине пӑхать… // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3766576

Тахӑшӗн плащне сарса хунӑ та ял ҫыннисем ҫимелли-ӗҫмелли хатӗрлеҫҫӗ: пӗри симӗс сухан тасаткаласа хурать; тепри мойва пулӑ банкине ҫӗҫӗпе касса уҫма хӑтланать, ҫӗҫҫи мӑка, касмасть; эрех кӗленчин хӑлхине шӑлпа ҫыртса пӑраканни те кунтах; шофер, хӑйне ҫӗр патши пек мӑнкӑмӑллӑн тыткаласа, шӑлӗ хушшине курӑк вӗҫӗпе чакаласа выртать, урисене лӑс-лӑс силлесе, пушмакне хывса перет, пӗрре Маруҫ ҫине, тепре Левен ҫине темлерех пӑхса илет.

Help to translate

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кунӗпе ҫӳресе килне таврӑнсан, ҫывӑрас умӗн, мӗнпур «партизансене» урисене ҫутаратчӗ вӑл.

Help to translate

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Урисене ҫыхса тӑрантас ҫине хучӗҫ те…

Help to translate

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Унтан, пирусӗсене васкавар пӑрахса, урисене ҫыхнӑ сурӑха ҫуна ҫинчен ҫӗклесе, утар пӳрчӗн ҫенӗкне кӗрсе каяҫҫӗ.

Help to translate

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Хитре урисене курчӗ, тӑвӑртарах кӗпе тӑхӑннипе уйрӑмах илемлӗ курӑнакан пилӗкне, тулли кӑкӑрне асӑрхарӗ, кулса илчӗ, хӗрелсе кайрӗ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Салтаксен урисене ҫӑмӑллатнӑ.

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Халь ҫеҫ урӑ лараканскер, ухмаха тухнӑ ҫын пек, ури ҫине тилӗрсе тӑчӗ те ҫӗлӗкне шыраса тупса тӑхӑнчӗ, кӗрӗкне пӗркенчӗ, алӑк умӗнче, тем ҫухатнӑн, чарӑнса тӑчӗ — урисене такам тимӗр пӑтасемпе пӑталаса хучӗ тейӗн.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпир машинӑпа пыратпӑр, пире хирӗҫ тыткӑна лекнӗ фашистсем урисене аран сӗтӗрсе утаҫҫӗ, мӗнле калас, значӑтцӑ, пин ҫын ытла пулӗ!

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кашкӑр урисене ҫыхнӑ хыҫҫӑн капкӑнне вӗҫертрӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пирӗн килес, — терӗҫ вӗсем, урисене ҫенӗкри шӑпӑрпа шӑлкаласа.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Урисене хуҫлатнӑ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑй ярӑнса ҫулнӑ май Ҫимун хӗвелпе пиҫнӗ урисене енчен енне пускаласа ҫулакан Сантӑркка ҫинелле пӑха-пӑха илет.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed