Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Темрен (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ҫамрӑк мӑшӑра темрен те ырӑ пек туйӑнчӗ урам тӑрӑх купӑс каласа васкамасӑр утни.

Help to translate

Тикӗтленнӗ хурсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Кӗперсем тунӑ ҫӗрех никамран ыйтмасӑр сӗтӗреҫҫӗ, — ӑнлантарать темрен хӑранӑ Влас.

Help to translate

Энтип пичче пуҫне пӑркалать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Виҫ ҫулхи йывӑҫ тӗмӗсене улпут садӗнче Энтип хӑй аллипе пӑхса ӳстерчӗ, темрен ытла юратса упрарӗ.

Help to translate

Пӑвӑр Энтипӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Хыҫлӑ ҫуна ҫинче ларса пырать вӑл, темрен тӗлӗннӗ пек, тӑван тавралӑха сӑнать.

Help to translate

Тӑмпайри «Нарспи» туйӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Темле калаҫсан юрать-ха унпала, темрен пуҫламалла калаҫма.

Help to translate

Савнисем юнашар куҫ хупрӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Темрен пуҫламалла-ҫке-ха калаҫӑва.

Help to translate

Пӗлӗтсем купаланма пуҫларӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Амӑшӗшӗн темрен пысӑк парне пулчӗ ку.

Help to translate

Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Кулюкка темрен тӗлӗннӗ пек пӗрре Сӑпани ҫине, тепре Ҫимун ҫине пӑхса илчӗ:

Help to translate

Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Тӑхта! — темрен тӗлӗнсе, пӳлӗнчӗ лейтенант.

Help to translate

Роза туссемпе тӑшман хушшинче // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Темрен хӑраҫҫӗ.

Help to translate

«Ыр ут хыҫҫӑн…» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

Аялтанах шуса иртекен йывӑр йӗпе пӗлӗтсем, темрен хӑранӑ пек, тӑруках ҫӳлелле ҫӗкленчӗҫ, сайраланса ҫуталчӗҫ.

Help to translate

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Темрен хӑрать, хутран-ситрен карт сикет, алӑк ҫине шикленсе пӑха-пӑха илет…

Help to translate

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Вӑл Нина ҫине, темрен вӑтаннӑ пекрех, именсе пӑхса илчӗ.

Help to translate

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Ӑна туйса, сӗтел ҫинче имшеррӗн ялкӑшакан ҫутӑ чӗлхи, темрен хӑранӑ пек, чӗтреме тытӑнать.

Help to translate

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Темрен тӗлӗннӗ пек, куҫӗсем таҫта инҫете тинкернӗ.

Help to translate

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Анчах вӑл алӑк хӑлӑпӗнчен тытрӗ кӑна… сасартӑк, темрен хӑраса, каялла чакрӗ.

Help to translate

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Урам икӗ енӗпе тӑсӑлакан ҫара тополь турачӗсем, темрен шикленнӗ пек, хуллен кӑштӑртатса калаҫса илеҫҫӗ…

Help to translate

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Миргалим, темрен вӑтаннӑ евӗр, пысӑк алӑ тупанӗпе пит-куҫне хупланӑ, пуҫне уснӑ.

Help to translate

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

«Мӗншӗн темрен хӑранӑ пек тыткалать вӑл хӑйне? — шухӑшларӗ Толя та, ҫакна асӑрхаса.

Help to translate

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Хӑшӗ-пӗрисем, темрен вӑтаннӑ пек, пуҫӗсене усрӗҫ, анчах нихӑшӗ те вырӑнтан хускалмарӗ.

Help to translate

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed