Шырав
Шырав ĕçĕ:
«вӑрманпа паркӑн симӗс тӑрӑхӗн чиккисене палӑртасси е улӑштарасси; вӑрманпа паркӑн симӗс тӑрӑхӗн планпа палӑртса хуракан чиккисен схемине, вӑрманпа паркӑн симӗс тӑрӑхӗн чиккисене палӑртса тухни е вӗсене улӑштарни ҫинчен ҫырса тата ӳкерсе кӑтартнӑ информацие, ҫавӑн пекех вӑрманпа паркӑн симӗс тӑрӑхӗн тӑрӑмне тӗплӗн тишкерни ҫинчен тата унӑн тӑрӑмӗ улшӑнни ҫинчен калакан тишкерӳллӗ информацие Федерацин «Тавралӑх хутлӑхне сыхласси ҫинчен» саккунӗн 623 статйин 1–3-мӗш пункчӗсемпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Власть органӗсен «Интернет» информаципе телекоммуникаци сетӗнчи порталӗнчи хӑйӗн официаллӑ сайтне вырнаҫтарасси;»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин общество палати ҫинчен" саккунне тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин территорийӗнче правӑн тавралӑх хутлӑхне сыхлассипе тата экологи хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 31 от 07 мая 2019 г.
Ӑстаҫӑ, калӑпӑр, симӗсрех сӑнлӑ сарӑ ывӑтса пӗр йӑрӑм тунӑ, ун ҫумне тепӗр йӑрӑм ҫутӑ симӗссине ывӑтать, симӗс тӗттӗм симӗс, хура йӑрӑмсем — ку варри.
Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Федерацин «Тавралӑх хутлӑхне сыхласси ҫинчен» саккунӗпе килӗшӳллӗн Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин вӑрманпа паркӑн симӗс тӑрӑхне туса хурасси тата унӑн лаптӑкӗ ҫинчен калакан йышӑнӑвӗсем е тата ӑна туса хума килӗшменни, Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн ытти субъекчӗсен территорийӗсенче вӑрманпа паркӑн симӗс тӑрӑхне туса хунӑ чухне вӑрманпа паркӑн симӗс тӑрӑхне пӗтерсе хурасси ҫинчен калакан йышӑнӑвӗсем пирки килӗшсе татӑласси.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин общество палати ҫинчен" саккунне тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин территорийӗнче правӑн тавралӑх хутлӑхне сыхлассипе тата экологи хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 31 от 07 мая 2019 г.
Хӗрлӗ ҫинчи чӑпар эрешсене ҫӑм ҫиппе (тӗве ҫӑмӗнчен арланипе) тӗртсе тунӑ, вӗсенче хӗрлӗ, сарӑ, ҫутӑ сарӑ, ешӗл симӗс, йӗпкӗн симӗс тӗссем палӑрса тӑнӑ.
Анатри чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Хӗрсен тухйине ⎼ шурӑ, симӗс, сарӑ тӗссем хушкаласа ⎼ пӗтӗмпех хӗрлӗ шӑрҫапа витнӗ е ⎼ хушшисене шурӑпа сарӑ тӗрӗллӗ йӑрӑмсем кӗртсе лартса ⎼ симӗс шӑрҫапа сӑн кӗртнӗ.
Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Симӗс пилоткӑллӑ, симӗс тумлӑ салтаксен черечӗ ӳссех пычӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Куҫӗ умӗнче — тӗттӗм хӗрлӗ, хура симӗс, кӗмӗл тӑрӑллӑ ҫӗр-ҫӗр ҫурт, вӗсенчен ҫӳллӗрех — шурӑ-хура ула трубасем, ҫуртсем хушшинчи симӗс «утравсем», вӑрӑм та сарлака урамсем.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Завьялов машинӑсен юхӑмӗ ҫине, электричество сехечӗн стрелки кашни минутрах сиксе илни ҫине, светофорӑн пӗрре ҫутӑлакан, тепре сӳнекен ҫутисем ҫине пӑхать: хӗрлӗ, сарӑ, симӗс… сарӑ, хӗрлӗ, унтан каллех сарӑ, симӗс…
10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ҫийӗнче унӑн — симӗс куртка, симӗс брюки.
IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Вӑл утӑ ҫулма тухнӑ пекех янкӑс тумланнӑ: аркине сарлака чӗнтӗр тытнӑ шурӑ кӗпе, симӗс хурталлӑ кӗрен саппун, чӑпар тутӑр, симӗс жакетка.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Пӗррехинче, кӑнтӑр тӗлӗнче, тӗрӗлтетсе, шӗкӗлтетсе, пуш сӑмах «кӗрпи сапалакаласа», ҫитрӗмӗр эпир тӑваттӑн (кӗре сӑн питлӗ Давид ҫеҫ манпа, симӗс хурлӑхан куҫлӑскерпе, сарӑ вар пуҫҫи ҫӳҫлӗскерпе, пӗр ҫулхискер; хурамкка Сашӑпа вӑрҫӑ ҫулӗсем хӑйсен «симӗс апачӗсемпе», «Сталин икерчисемпе» «шупкалатса» хӑварнӑ Валерьян пирӗнтен икӗ ҫул аслӑрах), виҫӗмкунхи «чапаевецсем», ӗнерхи «партизансемпе нимӗҫсем», паян иртенпех тыррине алӑпа вырса илнӗ уйра ыраш пучахӗ пухса хӑшкӑлнӑскерсем, лӗнченӗскерсем, шыв армань пӗвин сакӑлталлӑ, чи чӑнкӑ, шуркут йӑвисемпе «шӑтса-тӗрленсе» пӗтнӗ ҫыранне.
«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.
Ялта ӗҫе юратса, пӗлсе, ҫыпӑҫуллӑ, шӑратса тӑвакан арҫын сахал мар-ха, анчах вӗсене пурне те пӗр тикӗтпе сӗрсе тухнӑ тейӗн: кашниех «симӗс шӗвекшӗн» вутта та, вакка та сикме хатӗр (халӑха «симӗс ҫӗлен наркӑмӑшӗнчен» пистерес тесе, «типӗ саккун» та йышӑнса пӑхрӗҫ чи ҫӳлтисем, анчах ӑна вӑйа кӗртеймерӗҫ: ама вута пӗр витре шыв лашт! сапсах сӳнтереймӗн ҫав).
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Компаньонсем, ӗнтӗ ӑссӑн «симӗс ҫӗлен ҫине утланнӑскерсем», ӗхлете-ӗхлете, васкасах унӑн сӗвек, ҫеремлӗ аяккипе хыҫа-хыҫӑн анса, чӑлт-чӑлт, чӗлтӗр-чӗлтӗр юхакан, чӑх та сиксе каҫмалла ансӑр, симӗс штыкланса ашкӑракан хӑях хупланӑ юханшыв хӗрринчи ем-ешӗл хӑваллӑ вырӑна ҫитсе тӑчӗҫ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Алӑк патӗнче — кровать, тӳшекне шурӑ чечеклӗ симӗс пӗркенчӗкпе витнӗ, унӑн пӗр вӗҫне шурӑ чӗнтӗрпе витнӗ симӗс минтер хунӑ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Вӑл вирьял хӗрӗсем пек тумланнӑ: аркӑ-ҫанӑ вӗҫӗсене тӗрленӗ, чӗнтӗр тыттарнӑ шурӑ кӗпепе, симӗс пурҫӑн саппунпа, симӗс йӑпӑрка тутӑрпа; пуҫне тӳрӗ тытнӑ, илемлӗ чакӑр куҫӗсем хаваслӑн ҫиҫсе тӑраҫҫӗ, тута хӗррисем кӑштах ҫӳлелле ҫӗкленнӗ, хӗр кӗҫ-вӗҫ кулса ярассӑн, сӑмах хушассӑн туйӑнать.
IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Ытти выльӑхӗсене пурне те ҫыран хӗрне чиперех илсе ҫитертӗм те Гринвичре вӗсене симӗс курӑк ҫине кутӑн-пуҫӑн сиккелесе выляса ҫӳреме кӑларса ятӑм; вӗтӗ симӗс курӑка вӗсем пит юратса ҫирӗҫ, ун пек ҫиессе эпӗ кӗтменччӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
«Симӗс маяк» ӑҫтине каласа панисӗр пуҫне, Ровнӑна тухса каякан кашни разведчика эпир «симӗс почта» валли уйрӑм вырӑн кӑтартса хураттӑмӑр.
Пулӑшакансем // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ӗнтӗ паҫӑртанпах йӗри-тавра симӗс ҫеҫенхир кӑна курӑнать, икӗ енӗпе те пуҫ таранах симӗс курӑк ӳсет, унӑн пучахӗсем ҫийӗпе козаксен хура ҫӗлӗкӗсем ҫеҫ вӗлтлете-вӗлтлете илеҫҫӗ.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ҫакӑн пек шӑрчӑксем чылаях кирлӗ: хура, хура кӗрен, хӗрлӗ, кӗрен, шурӑ, сарӑ, симӗс, тӗттӗм симӗс.
Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Каялла кайнӑ май симӗс тӗссем шупкаланаҫҫӗ, симӗс сӑнлӑ сарӑ хыҫҫӑн ӑстаҫӑ шурӑ ывӑтать те хӗрлӗ тӗссемпе ӗҫлеме пуҫлать.
Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.