Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Саррӑн (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Унӑн сӑрӑ, йӑрӑмлӑ тирӗ хӗвел ҫинче саррӑн курӑнакан ӳсен-тӑран тӗсӗпе хутӑшса каять.

Его желтая, полосатая шкура сливается с желтеющими на солнце стеблями растений.

Тропик вӑрманӗсенчи чӗрчунсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Сӑртӑн кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енӗ сӗвек, унта уйсем саррӑн курӑнаҫҫӗ.

Пригорок полого спускается к югу и довольно круто понижается в другие стороны.

Сӑртран мӗн куратпӑр эпир // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Урай хӑмисем тӗксӗм саррӑн курӑна пуҫларӗҫ.

Доски стали желтыми, как сливочное масло.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пиҫсе хуралса кайнӑ тӳперен хӗвелӗ хӗртет ҫеҫ; шӑпах пирӗн тӗлте, тепӗр енче, сӗлӗ пусси саррӑн курӑнса выртать, ун ҫийӗнче хӑшпӗр тӗлте армути ҫитӗнсе ларнӑ, ҫав пусӑри хӑть пӗр пучах та пулин хумханасчӗ.

Солнце так и било с синего, потемневшего неба; прямо перед нами, на другом берегу, желтело овсяное поле, кое-где проросшее полынью, и хоть бы один колос пошевельнулся.

Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.

Пӑрахут палуби тӑрӑх вӑл тарӑхса утса ҫӳрет; ӑна сентябрь хӗвелӗн ҫуттинче йӑлтӑртатса выртакан лӑпкӑ Атӑл та, тӗл-тӗл саррӑн, ылттӑн тӗслӗ курӑнма пуҫланӑ Жигули тӑвӗсем те интереслентермеҫҫӗ тейӗн.

Он нервно шагал по палубе парохода, и его, казалось, не трогали ни тихая, кроткая Волга, ласково сверкавшая в лучах сентябрьского солнца, ни Жигулёвские горы, уже кое-где тронутые багрянцем и золотом.

Аташ // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Август пуҫламӑшӗнче вӗҫӗ-хӗррисӗр сарӑлса выртакан ешӗл тырӑ уйӗ тӗллӗн-тӗллӗн саррӑн курӑнма пуҫларӗ.

В начале августа в бескрайнем зеленом море хлебов уже стали появляться желтые островки.

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Юр ирӗлнӗ пирки вӗҫӗ-хӗррисӗр кӗрхи тундра хӗрлӗн, хӑмӑррӑн, саррӑн курӑнса ялкӑшать.

Снег, растаяв, обнажил пламенеющую темно-красными, коричневыми, желтыми красками осени бесконечную тундру.

Хӗл хӑрарӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

«Цинандали» тӗксӗм саррӑн ҫуталать паккалсенче.

Цинандали слабо золотилось в бокалах.

19 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Сасартӑк хӗвел ҫинче саррӑн курӑнакан стратостата асӑрхарӑм.

Вдруг замечаю жёлтый от солнца шар стратостата.

Стратостат хыҫҫӑн хӑвалани // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Умра, тинӗсри ҫӑлӑнӑҫ маякӗ пекех, тӑваткал кантӑк ҫути саррӑн курӑнса тӑрать…

Впереди, как спасительный маяк, светился желтый квадрат окна…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Пӳрт хыҫӗнче хӑйӑрлӑ сукмак саррӑн курӑнса выртать.

За домом желтела изрезанная глубокими колеями песчаная дорога.

Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Кӗмӗл тӗсрен симӗсе куҫать, унтан кӑваккӑн, юлашкинчен саррӑн курӑнма пуҫлать те, шывпа хӗвел хутшӑнса кайнӑн туйӑнать.

Из серебристой становится зеленой, потом синей и наконец желтой, солнце и вода перемешались.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Хӗвел урисем хӗрлӗн те саррӑн юхаҫҫӗ.

Точно по волнистой шерсти, окрашенной в красно-оранжевый и желто-оранжевый цвета, струились прозрачные светло-синие лучи.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Кашни пӳрт умӗнче пӑрҫа курӑкӗсем явӑнса хӑпараҫҫӗ, темӗнле чечексем саррӑн курӑнаҫҫӗ.

Под окнами каждой избы вьется горошек, желтеют какие-то цветочки.

Картта ҫинче ҫук ял // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Хӑй ура ҫине тӑчӗ те, аттене кӑтартса: «Куратӑн-и, веҫ леш йӑранта саррӑн курӑнса выртать? Сылтӑм енче авӑ курӑк тӗмӗ, унтан пӗр пилӗк утӑмра сулахаялла мулкачӑ выртать, куратӑн-и?» — тет.

Поднялся и говорит: «Видишь, вон в той меже сереется? Справа бурьянчик, а влево, шагов на пять — видишь?»

Эпӗ чӑн малтан пӑшалпа мулкача персе тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Упасаррисем хушшинчен ӗрет кӑмписем саррӑн курӑнаҫҫӗ.

В папоротнике желтели лисички.

26 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Ҫӑра курӑк ӑшӗнче тин ҫеҫ касса янӑ хырсем саррӑн курӑнса выртаҫҫӗ.

В густой траве желтеют свежесрезанные сосны.

23 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Курӑк хушшинче ҫӗнӗ вӗллесем саррӑн курӑнса лараҫҫӗ.

В траве желтели новенькие ульи.

13 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Шатров умӗнче, тем тарӑнӑш тӗттӗмлӗх варринче питӗ те хитре, чи лайӑх ахах пӗрчисенчен те ҫутӑрах икӗ ҫӑлтӑр — пӗри кӑваккӑн, тепри саррӑн ҫунса йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ.

Перед Шатровым, окруженные глубокой чернотой, горели два маленьких ярких огонька красивого голубого и желтого цвета, несравненно ярче самых лучших драгоценных камней.

Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Ҫаран ҫинче тахҫанах лютиксем саррӑн курӑнса лараҫҫӗ, хӑва айӗнче илемлӗ фиалкӑсем именчӗклӗн пуҫӗсене уснӑ.

На лугу давно желтели лютики, под ивами красовались фиалки, застенчиво склоняя свои головки.

Чечеке ларнӑ вӑхӑт // Лина Агеносова. Ванаг, Юлий Петрович. Пӗчӗк Микинӗн пысӑк ӗҫӗсем: [калавсем] / Ю. П. Ванаг. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 32 с. — 9–10 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed