Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ку эрнере ӗҫе путма тивӗ, пухӑннӑ ӗҫсене туса пӗтерӗр.На этой неделе придется погрузиться в работу, разберитесь с накопившимися делами.
25-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Ҫынсем пӗр вырӑна пухӑннӑ май осуохай вӑйӑ картине йӗркелеҫҫӗ, вӑл пурнӑҫ ҫаврӑмне сӑнласа парать.Всеобщее единение людей символизирует хоровод осуохай, означающий жизненный круг.
Ысыах // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AB%D1%81%D ... 0%B0%D1%85
«Чи пысӑк вӑй вӑл — эсир хӑвӑр. Хӑвӑрӑн пултарулӑхӑра, хӑвӑра кӑтартӑр!», — терӗ Тимур Сулейманов иккӗмӗш сменӑна пухӑннӑ ачасене.
Тимур Сулейманов: «Чи пысӑк вӑй вӑл — эсир хӑвӑр» // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... a-xutsancc
Вӗсем пӗр сехет ҫурӑ пыракан программа вӑхӑтӗнче кану каҫне пухӑннӑ халӑха тӗрлӗ халӑх ташшипе тыткӑна илнӗ.
«Ташӑ – халӑхӑн чунӗ» уява «Шуратӑл ҫӑлкуҫӗсем» чӑваш халӑх ансамблӗ илем кӳнӗ // Юрий Михайлов. https://ursassi.ru/news/kultura/2024-06- ... -n-3827588
Кунта Пушкӑртстан Правительствин членӗсем, регион министерствисемпе ведомствисен ертӳҫисем, ҫавӑн пекех Общество палатин ҫичӗ составӗн хастарӗсем пухӑннӑ.
Радий Хабиров Пушкӑрт общество палатин ӗҫӗн тӗп ҫул-йӗрӗсене палӑртнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3815790
Эрнен пӗрремӗш ҫурринче пухӑннӑ ыйтусене татса парӑр.Посвятите первую половину недели решению наболевших проблем.
24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Йывӑҫ тӑррисем, хаваслӑн шавласа, унталла-кунталла сулкаланчӗҫ, ҫулҫӑсем ҫине пухӑннӑ ҫумӑр шывне шӑпӑр та шӑпӑр тӑкрӗҫ.
Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.
Комсомол комитечӗ сӗннипе, эпир, шкул ачисем, хамӑр спектакльсене, концертсене малашне билетпа кӗртес, пухӑннӑ укҫине фронта пулӑшма парас тесе йышӑнтӑмӑр.
VIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Параппанне ҫапнӑ май вӗҫӗмсӗр хуҫкаланать, кулӑшла такмаксем каласа, пухӑннӑ ҫынсене хаваслантарать, култарать.
II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Ӑсатма пухӑннӑ ҫынсем, ҫакна курса, пушшех хурланса йӗреҫҫӗ.
I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Ҫав вӑхӑтрах ҫывӑх ҫыннисене те, июнӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Сурӑмӗнчи вӑтам шкула пухӑннӑ вӗренекенсемпе вӗрентекенсене те ҫирӗпрех пулма, Тӑван ҫӗршывшӑн ҫапӑҫса пуҫ хунине, ҫавӑнпа та хӑйне тата паттӑрлӑхне асра тытмаллине асӑрхаттарать.
Педагогсен династине малалла тӑсма шутлатчӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pedagogsen-dinast ... atche.html
Ҫавӑн пекех уява пухӑннӑ ытти хастарсем те акцие хутшӑнма кӑмӑл турӗҫ.
Пӗрремӗш пулмалла! Пӗрле пулмалла! // М.МИХАЙЛОВА. http://alikovopress.ru/perremesh-pulmall ... alla!.html
Пӗр сӗтел хушшине пухӑннӑ виҫӗ ӑру, Ӗҫ Геройӗн йӑхне тӑхакансем унӑн кӑтартуллӑ пурнӑҫне малалла тӑсса, медицина, ҫутӗҫ, экономика енӗпе ӗҫлеҫҫӗ тата ытти те.
Ӑрусен вӑчӑри татӑлмасть // Гулия Фаизова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... -tatalmast
Праҫник савӑнӑҫлӑ та харсӑр иртнӗ, пухӑннӑ ҫынсем пурте темӗн чухлӗ кӑмӑллӑ туйӑмсем, уяври пек ырӑ кӑмӑлсем илнӗ.
Ҫирӗклӗ клубӗнче Ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ вӑйӑ программи иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3795643
Сивӗ ҫанталӑка пӑхмасӑрах унта Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Улатӑр хулисенчи, Шупашкар, Куславкка, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Красноармейски районӗсенчи тата Мари Элти 120 ҫын йӗлтӗр сырса пухӑннӑ.
Элтепер парнисемшӗн ветеран-йӗлтӗрҫӗсем тупӑшнӑ // Вера Эверкки. https://chuvash.org/news/4799.html
Ҫакӑ пӗтӗмпех ӳсен-тӑранпа тӑпрара пухӑннӑ парник газӗсене сывлӑша тухасран сыхлать.Все это предотвращает выделение парниковых газов, накопленных в растениях и земле.
Румынинчи зубрсем планетӑна климат улшӑнӑвӗнчен сыхлама пултараҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/38193.html
«Лаптак штопорсем», «иммельмансем» тата «чӑмкӑҫсем» халиччен курман ҫӑмӑллӑхпа пурнӑҫланнӑран пухӑннӑ халӑх ытараймасӑр хашлатса сывласа ярса ҫеҫ пӑхса тӑнӑ.
Чарльз Линдберг // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B0%D ... 1%80%D0%B3
Лавкка умӗнче пухӑннӑ халӑх ниепле те саланасшӑн мар, пӗр вырӑнта тапӑртатса тӑрать, шавлать.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Ӑшпа туятӑп, часах ярас ҫук сана унтан, эс пулман чухне вӗсен татса памалли ыйтусем чылай пухӑннӑ ӗнтӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Ҫӑлкуҫсенчен юхса тухса пухӑннӑ ҫырма юханшывӗн шӑнкӑртатӑвӗ чуна кӑмӑллать.
Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.