Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, куҫса кайма хатӗрлен, мӗн кирлине ил, кун ҫутинче, вӗсен куҫӗ умӗнче куҫса тух, вӗсен куҫӗ умӗнче хӑвӑн вырӑнунтан тепӗр вырӑна куҫ; вӗсем — пӑлханакан халӑх пулин те — тен, ӑнланса илӗҫ; 4. япалусене те, куҫса кайнӑ чухне кирлӗ япаласене, кӑнтӑрла, вӗсен куҫӗ умӗнче илсе тухса хур, ху вара — куҫса каймашкӑн тухнӑ пек — каҫпа, вӗсен куҫӗ умӗнче тух.
Иез 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫитмӗл те ҫичӗ тӗслӗ усал тӗтре сирӗлнӗ пек сирӗлсе кайтӑр: вырӑс куҫ, тутар куҫ, чӑваш куҫ, арҫын куҫ, хӗрарӑм куҫ — пурте тухса кайтӑр.
Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Куҫ-тух, куҫ-тух, куҫ-тух, сенкер куҫ, хӑмӑр куҫ, хура куҫ, кӑвак куҫ, сӑрӑ куҫ, куҫ-тух, тьфу, тьфу, тьфу, тьфу, — тесе сурать.
Куҫ-тух, куҫ-тух… // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Куҫ ӳкнӗ пулсан — куҫ тухтӑр, Хура куҫ тӗлне пулнӑ пулсан, Хура куҫне хӑйне пултӑр, Павӑл куҫӗ тӳрлентӗр!
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Кунта ҫакна шута илмелле: эсир куҫсӑр тӑрса юлни сирӗн вӑй-хала пӗртте чакарас ҫук, эсир малашне те императоршӑн усӑллӑ пулма пултаратӑр-ха; куҫ курманни сирӗн паттӑрлӑха ӳстерме ҫеҫ пултарать, мӗншӗн тесен вӑл сиртен хӑрушлӑха пытарса тӑрать; эсир тӑшман флотне туртса илнӗ чухне сире нимрен ытла куҫсӑр тӑрса юласран хӑрани кансӗрленӗ; куҫсӑр тӑрса юлсан, эсир аслӑран аслӑ монархсем пек пурин ҫине те министрсен куҫӗпе пӑхма тытӑнатӑр, вӗсене ҫапла пӑхнипех ҫителӗклӗ вӗт.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Акӑ вӗсем пурте ман куҫ умӗнче: Толя Попов — яланхи пекех, йӗркеллӗн тумланнӑскер; Дема Фомин — халӗ те хӑйне, яланхи пекех, шӳт тӑвасран тата ашкӑнасран аран тытса чараканскер, Ангелина Самощина — ҫемҫе те сарӑ ҫӳҫлӗ илемлӗ хӗр, — унӑн сенкер куҫӗсем юлташӗсем ҫине шанчӑклӑн пӑхаҫҫӗ; Вася Левашов — тарӑн шухӑшлӑ та хӑюллӑ ҫын; Майя Пегливанова — яштака, ҫӳлӗ, тутисене мӑнкӑмӑллӑн ҫыртнӑскер, Нина Иванцова — хӑйне-хӑй ҫирӗппӗн те йӗркеллӗн тытакан шухӑшлӑ, кирек мӗнле хӑрушӑ ӗҫе кайма, юлташа ҫийӗнчех пулӑшу пама хатӗр тӑраканскер, — эпӗ унӑн тӗлӗнмелле тарӑн, шухӑшлӑ куҫӗсене куртӑм, унӑн куҫӗсенче ҫав маттур хӗрӗн пӗтӗм ҫутӑ чунӗ ҫуталса тӑрать; Валя Борц — чӗмсӗр, асӑрхануллӑ, чи хӑрушӑ ӗҫсем тума хушасса кӗтсе тӑракан хӗр; маттур Сергей Тюленин — типшӗм, ача пекех ҫамрӑкскер, пӗтӗм чун-чӗрипех салтак ӗнтӗ; ҫӳлӗ те яштака Жора Арутюнянц — хӑйӗн хура куҫӗсене ялтӑртаттарса тӑраканскер, яланхи пекех, хӑйне-хӑй ҫирӗппӗн те йӗркеллӗн тытать.
«Ҫамрӑк гварди» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Ку художник нихҫан та сире тӳрех куҫран пӑхмасть; пӑхсан та алчӑранӑ куҫпа ҫеҫ пӑхать, ун куҫӗ аякран сӑнаса тӑракан ҫынӑнни пек хурчӑка куҫ мар, кавалери офицерӗнни пек хӑлат куҫӗ те мар.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Ҫак инкекпе кӗрешме ҫынсене пулӑшас тесе, С. М. Вишневский темиҫе кӗнеке ҫырса кӑларнӑ: «Куҫ чирӗ — трахома, вӑл ялти халӑх хушшинче сарӑлнин сӑлтавӗсем тата унран сыхланмалли меслетсем», «Чӑвашсем хушшинче куҫ чирӗнчен сыхланасси», «Куҫ чирӗсем ҫинчен», «Куҫ чирӗсенчен чӑвашсен мӗнле ҫӑлӑнмалла».
Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.
Тавралӑха куҫ шуррипе ҫутӑлтарса Ула Тимӗр куҫне малтан Турӑ ҫинче ҫивӗчлетрӗ, унтан ӑна сылтӑмалла ывӑтрӗ те курах кайрӗ: вупкӑнпа юнашар, Ула Тимӗре тӑп-тӑрӑ ӑшӑ куҫӗпе ачашлакаласа, ҫемҫен кулкаласа, пуҫне ҫурмаран ҫеҫ хуплакан, хулпуҫҫийӗсене витсе ҫурӑмӗ хыҫнелле анакан, аркисенче шурӑ роза ҫеҫки пекскер хытса тӑракан венчет ҫи-пуҫӗ — витӗрех курӑнакан шурӑ пурҫӑн фата-пӗркенчӗк — тӑхӑннӑ, ҫунӑ пыл ҫинчи куҫа йӑмӑхтарса ӗмекен ҫиҫкӗн пек чечен, тӑпӑл-тӑпӑл пӳллӗ хӗр тӑрать — Полина!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ассунтӑн куҫ хупанкисем вӗттӗн чӗтренеҫҫӗ, уҫӑласшӑн; вӗсен айӗнче пурнӑҫ куҫсен тӗтреленнӗ тарӑнӑшӗнче ӑшӑнса ҫӗкленет, — тӗсне кӗрет, ҫакна курсан Тинг Ассунта куҫӗсем ҫийӗн аллипе сулкалашрӗ, куҫ хупанкисене хупланӑ сывлӑша ачашлать-сӑтӑрать тейӗн.
VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Дарль умӗнче, кивӗ сӑран кресло ҫинче, мӑнтӑр старик ларать: минтерсенчен тӗршӗннӗ, аллинче — ҫӳхе туя, пӗр куҫне хӗснӗ, сарлака хул пуҫҫиллӗ, хаяррӑн тӑртаннӑ куҫ харшисен айӗнчен сарӑ-хӑмӑр куҫӗсем чӑрлаттарса пӑхаҫҫӗ: сулахаййи — ҫурма уҫӑ хушӑкӗнчен сивлеккӗн, наркӑмӑшлӑ йӑлтӑрккапа тулнӑскер; сылтӑмми вара — тӑшман ҫине пӑхма уҫнӑскер — шӑтарасла, куҫ харши айӗпе, кӑштах йӗкӗлтевлӗн тата ырӑ маррӑн ҫӗкленсе.
Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.
Сулахай алли Фоман ҫӳлелле ҫӗкленсе тӑнӑ, сылтӑммипе лӑсканӑ май, вӑл кӗвӗллӗн: — Куҫ хыҫӗнче — ан вӑрҫ, куҫран кала, куҫран кала, куҫран кала… — тесе такмакланӑ.
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ куҫа тата ытларах хӗсетӗп, вӑл куҫ шӑрҫи ҫинче курӑнакан ачаран та пысӑк мар пулса тӑрать; анчах эпӗ хусканса илтӗм кӑна — кӑмӑла килнӗ курӑну куҫран ҫухалчӗ; эпӗ куҫа хӗсетӗп, ҫаврӑнкалатӑп, ҫав сӑна каллех кӑларса тӑратасшӑн тем те тӑватӑп, анчах кӑлӑхах.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн малтан пӑхсан тӗссӗр пек туйӑнакан куҫӗсем, куҫ хӗснӗ пек, тӗлӗнмелле мӑчлатнӑ, анчах куҫ хӑрпӑкӗсем хускалман, куҫ шӑрҫисем кӑна сиккеленӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Шерккей, нимӗн тума аптӑраса, пушӑ витрене хӑй умне лартрӗ, унтан вут ҫинелле куҫ чарчӗ те: — Вут куҫне шыв! Вут куҫне шыв! Вут куҫне шыв!.. — тесе виҫӗ хут кӑшкӑрса ячӗ.
ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Хӗрӗн сӑмси кӑшт пысӑкрах, анчах илемлӗ, ӑмӑрткайӑкӑнни пек авӑнчӑкрах, ҫӳлти тути ҫинче пӑртак тӗксӗм курӑнаҫҫӗ, пит-куҫӗ вара, пӗр-пек кӗрен, слон шӑмми пек, е сӗт тӗслӗ янтарь темелле; ҫӳҫӗсем ҫемҫен кӑпӑшкаланса, хумлӑн-хумлӑн выртаҫҫӗ, Палаццо-Питтири Алорийӑвӑ Юдифӑнни пекех ҫав; уйрӑмах куҫӗсем, тӗттӗм-хӑмӑр куҫӗсем, пит илемлӗ, куҫ шӑрҫи тавра хура йӑрӑм выртать; ҫав тери хитре, хаваслӑ куҫсем, — халӗ те-ха, хуйхӑпа хӑрани вӗсен йӑлтӑрккине тӗксӗмлетнӗ чухне те, вӗсен ытарма ҫук илемлӗ…
III // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Вара малаец малалла пӗр утӑм турӗ те, куҫ харшисене ҫӳле ҫӗклесе, куҫӗсене чарса пӑрахса, пуҫне Муций еннелле сӗлтрӗ… вилнӗ ҫыннӑн куҫ хупанкисем чӗтренсе илчӗҫ, тан маррӑн уҫӑлчӗҫ те, вӗсем айӗнчен тӑхлан пек тӗксӗм тӗслӗ куҫ шӑрҫисем курӑнчӗҫ.
XII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Григорий куҫне хӗстерсе пӑхать ун ҫине, пӑхать те — ҫӑлтӑрӑн янкӑрах мар, анчах куҫа йӗп пек чикекен пӑрлӑ ҫути чӗпӗтнипе хӑйӗн куҫӗсенчен те куҫ тӗкӗсем хушшипе ҫавӑн евӗр сивӗ тумламсем пӑчӑртанса тухнине туять.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Малтан ун кӗлетки пулса тӑрать, унтан вара, ҫавӑн хыҫҫӑнах, ӑна чун кӗрет, унӑн сарлака та тӗксӗм сӑн-пичӗ пулса тӑрать, вара ҫӗршер пушӑ куҫ пӗр куҫ пулса, пӗр куҫпа пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ; темскере кӗтнӗн, шанмасӑртарах пӑхать ҫав куҫ, хӑй мӗн шыранине хӑй те ӑнланмасть, вӑл темскере, инстинкт шикленсе систернине шырать пулас.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
— Куҫӗ унӑн бархат евӗрлӗ, — шӑпах бархат пек ҫав: ун куҫӗ ҫинчен калаҫнӑ чух ҫак сӑмаха яланах асӑнта тытма сӗнетӗп эпӗ, куҫ хӑрпӑкӗсем ҫав тери вӑрӑм унӑн, унӑн куҫне хӗвел ҫути те ӳкмест.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964