Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗрле ӗҫленӗ, вӑрҫӑ нуши-асапне тӳснӗ, пӗрле йӗнӗ, савӑннӑ, кулнӑ.
V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Эпир кунта канлӗ ҫывӑрнӑ вӑхӑтра фашист бомбисем пирӗн хуласене, ялсене ишӗлтернӗ, нимӗҫ танкӗсем пирӗн хирсене, вӑрмансене, тырра-пулла таптанӑ, эпир пӗр шухӑшсӑр савӑнса кулнӑ чух пирӗн пограничниксем, пирӗн салтаксем, хаяр тӑшманпа ҫапӑҫса, пуҫӗсене хунӑ, нимӗҫ фашисчӗсем совет ҫӗрӗ ҫинче хуҫаланнӑ, ҫунтарнӑ, асаплантарнӑ, вӗлернӗ.
III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Кулнӑ чух икӗ пичӗ пӑч путать.
Асанне пур-и? // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 251–253 с.
Кулнӑ чух хӗсӗк куҫ хутламӗсенчен ытла та ӑшӑ йӑлтӑртату-пайӑрка тапса тухма тытӑнать те чуна ҫемҫетсе ярать.
Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Масар тулашӗнче тӗнче шавланӑ, юрланӑ, кулнӑ, ыранхи хӗвеллӗ куна кӗтнӗ.
5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Юрӑ ҫаплах шӑраннӑ, ассӑн сывланӑ, макӑрнӑ, кулнӑ…
5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Сӗрме купӑс, хӑйӗн юратнӑ хуҫипе каллех тӗл пулнӑшӑн савӑннӑ евӗр, макӑрнӑ та кулнӑ; Петр Петровичӑн пӗртен-пӗр куҫӗнчен шултра куҫҫуль тумламӗсем шӑпӑртатнӑ.
5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Ун пек чухне Зоя унӑн хӗлӗхӗсене пӳрнепе тӗртӗнкелесе пӑхнӑ, хӗлӗхӗсем вара макӑрнӑ та, кулнӑ та…
1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Хура Тимӗре ҫирӗм тенкӗ штрафланӑ, анчах унта пулнӑ ҫынсем каласа панӑ тӑрӑх, суд председателӗ Иван Петрович мӗн сӗннине каласа парсан, пӗтӗм халӑх ахӑлтатса кулнӑ.
Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.
Вӑл пӗчӗк ача пек савӑнса кулнӑ, мӑкӑрланакан чӗлӗмӗпе пӗлӗтелле тӗллесе кӑтартнӑ…
Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Ҫӗнтерӳ кунне клуб патне пухӑннӑ халӑх умӗнче вӑл сӑмах калама хӑтланнӑ, анчах нимӗн те калайман: ҫынсем пӗрне-пӗри ыталанӑ, макӑрнӑ, савӑннӑ, кулнӑ…
Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Вӑл пирӗнпе, — чирлисемпе, — пӗчӗк ача пекех ахӑлтатса кулнӑ ҫӗртех, сасартӑк кулма чарӑнатчӗ те, тӗксӗмленсе каятчӗ, тем аса илсе, йывӑррӑн сывлатчӗ.
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Калаҫнӑ-ха ӗнтӗ, шӳтлесе темӗнле те кулнӑ пуль, анчах Шура куҫӗсенче паянхи пек хурлӑх нихӑҫан та пулманччӗ.
III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
— Ятне каламарӗ, — кулнӑ пек пӑхать Хрисан.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хрисан текеннин хӑмӑр куҫӗсем кулнӑ пек пӑхаҫҫӗ, янаххи варринче те, икӗ питҫӑмартийӗнче те хӗрарӑмӑнни пек путӑксем палӑраҫҫӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Кулюккаран хӑрамастӑн пулсан… — кулнӑ пек каларӗ вӑтанарах ларакан Хӗветӗр.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Кайса шыра, — кулнӑ пек тутине пӗр енне пӑрчӗ Ҫимун.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫӗпӗре ӑсатнӑ кулаксене манчӗҫ пулӗ тенӗччӗ, — пӗрре кулнӑ пек, тепре тарӑхнӑ пек тутине пӑркаларӗ Хура Ҫимун.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ан тив, унран урӑххисем мӑшкӑлласа кулнӑ пултӑр.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кулнӑ сасӑсем те илтӗнчӗҫ.
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.