Шырав
Шырав ĕçĕ:
Иккӗшӗ те Каминкери вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ.
Вӗсен союзӗ нумайӑшӗсемшӗн тӗслӗх // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-06- ... -h-3815610
Иккӗшӗ чӑвашла калаҫаҫҫӗ, пӗри чӑвашла пӗлмест тет.
Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77
— Иккӗшӗ те чипер.
XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Акӑ Наташа, ӗҫне пӗтерсе, упӑшки патне пычӗ, ӑна тем каларӗ, вара иккӗшӗ те хаваслӑн кулса ячӗҫ.
VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Иккӗшӗ пӗрлешсе пурӑнма калаҫса татӑлнӑ.
IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
— Ӗҫлеччӗр иккӗшӗ, — терӗ вӑл вӑрахран, пуҫне ҫӗклемесӗр.
IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Туссем иккӗшӗ те питӗ типтерлӗ, ҫӑт-ҫӑт тумланнине курса, вӑл сасартӑках аванмарланчӗ, ҫӳҫне шӑлкаласа илчӗ, кӗпе ҫухине тӳмелерӗ.
III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Чӑматанӗсене ҫул хӗррине лартса, ҫамрӑксем иккӗшӗ те пӗр харӑсах йӗри-тавралла пӑхса илчӗҫ.
I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Иккӗшӗ те ҫар тумӗпе.
I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Иккӗшӗ те пӗр ҫултах пуҫӗсене хучӗҫ.
XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Кӑткӑс ҫулта аттене пӗччен йывӑр пулать тесе, Валери патне Верукпа иккӗшӗ кайма шут тытрӗҫ.
XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Акӑ вӗсем иккӗшӗ те юнашарах утса пыраҫҫӗ.
VIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Репетици тума тытӑнчӗҫ те — акӑ хайхи! — иккӗшӗ те фашист рольне илесшӗн мар.
VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Вӑрҫӑ пуҫланиччен иккӗшӗ те чикӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ.
IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
«Пиччепе иккӗшӗ пӗр шут тытнӑ тейӗн. Хӗр те хӗр теҫҫӗ», — шухӑшлатӑп эпӗ, каччӑ сӑмахӗсене тӑнласа.
II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Иккӗшӗ те таврӑнайман.
I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Иккӗшӗ те пӗтрӗҫ.
I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Вӗсем иккӗшӗ те ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра ӗҫлеҫҫӗ.
Ӑшӑ калаҫӑва мӗн ҫитӗ?! // Гулия Фаизова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... cava-mn-it
Паянтан пуҫласа вӗсем иккӗшӗ те Пушкӑрт Республикин халӑх артисчӗсен хисеплӗ ячӗсене тивӗҫ пулӗҫ.
Радий Хабиров Сергей Безруковпа Денис Мацуева наградӑлани ҫинчен калакан указ ҫине алӑ пуснӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... sn-3792589
Иккӗшӗ те васкавлӑ пулӑшу уйрӑмӗнче ӗҫлеҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах килти хуҫалӑха тытма та, пушӑ вӑхӑтра обществӑлла ӗҫе хутшӑнма та, усӑллӑ канма та ӗлкӗреҫҫӗ.
Ырӑ туни ырӑпа таврӑнтӑр // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/31/%d1%8b%d1%8 ... %91%d1%80/