Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шӑварнӑ ӑна, вӑй илсен Ваҫӗли Михалчсен Иванне, ялти ӑста сад-пахча ҫыннине, лайӑх хунавпа сыптарнӑччӗ.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Хурама Иванне ӗне илмешкӗн 15 пӑт тырӑ парас, — терӗ правлени.
Хурама Иванӗн ӗнепе гармонӗ // Яков Шакров. «Капкӑн», 1934. — 5№ — 5 с.
Хаҫатсем пирӗн ферма пуҫлӑхне, Сахрун Иванне, ырлаҫҫӗ.
Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.
Акӑ кӑшт уксахлакан Тулай Иванне ҫавӑтрӗҫ те ялалла танккарӗҫ.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Карттус тулли шыва чӑн малтан Тулай Иванне ӗҫтерчӗҫ.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
— Иванне шалкӑм ҫапнӑ, — шеллет хӑйӗн тӑванне Нинук.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Темме Салма Иванне Иван пичче тесе чӗнекен ҫук.
Салма Иванӗ шуйттан курни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Неушлӗ Алимпи хӑйӗн юратнӑ Иванне хӑвӑртах, ӗмӗрлӗхех манчӗ?…
Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.
Ан тив, сывӑ юлнисем чипер таврӑнччӑр, ҫынсем савӑннине курса, Алимпи хӑйӗн юратнӑ Иванне асра тытӗ те яланах чӗрине йӑпатса пурӑнӗ.
Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.
Анне мана пирӗн аттене, Шулли Иванне, Ҫтаппан пиччепе, тимӗрҫе тата вӗсемпе пӗрле ҫичӗ ҫынна тытса хупни ҫинчен каласа пачӗ.
Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Катрам Иванне уя тухса ҫӳреме выездной лаша парас мар-и тата? — йӗкӗлтерӗ Левентей.
XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кала Катрам Иванне, ыран воскресник туса ирттеретпӗр, хӑйсем ан та тухчӑр.
XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ӗнер Липа Ятман патне чупса килчӗ те ӳкӗтлесех Катрам Иванне пулӑшма ыйтрӗ.
XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Эпӗ вӑл колхоза юри куҫса кайрӑм, ну, ку Катрам Иванне пусуҫаврӑнӑшне пӑхӑнма вӗрентеп, терӗм.
XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ятман каҫхине урамра Сехре Иванне чарсах пӗр-икӗ ӑшӑ сӑмах калас тенӗччӗ, анчах Иван пӗччен пулманни кансӗрлерӗ.
XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ман Катрам Иванне сиртен ирттерес килет.
I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кӗлте турттаракансен ӗҫне шута илнӗ чухне Марине Сехре Иванне курчӗ те ытла чарӑнса тӑрас мар тенӗ ҫӗртенех калаҫӑва кӗрсе кайрӗ.
XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫул ҫинче Сехре Иванне малтанах ыйӑх пусса антарчӗ, вӑл чылайччен унран хӑтӑлаймасӑр суптӑркаса пычӗ.
ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Катрам Иванне вӑл пуху хыҫҫӑн ҫапла ӑс пачӗ:
XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Катрам Иванне колхозниксене шӑплантарса пуху пуҫлама йывӑр пулчӗ — ниепле те каласа пӗтереймеҫҫӗ вӗсем хӑйсен чӗрери савӑнӑҫӗ ҫинчен.
XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
- 1
- 2