Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ватта (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Урамран ӗшенсе килсен, хӑй пит ватта ҫитнине пӑхмасӑр, Амӑшӗ ӑна урисене лӗп шывпа ҫутарать, лайӑх кӑна шӑлса типӗтет, ӑшӑ нускисем тӑхӑнтартса ярать, вара хӑйпе юнашар вырттарать.

Help to translate

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

— Вӑт тавтапуҫ сана, хӗрӗм, савӑнтартӑн ватта.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ҫурхи вӑштӑр ҫил унӑн ҫӳҫне куҫа курӑнман алшӑллипе шӑлса типӗтнӗ те халӗ куҫа курӑнман турипе тураса якатать, хаваслӑ ватта правление уява кайма хатӗрленме халех пулӑшать.

Help to translate

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Кинӗ ывӑл ача ҫуратни, тинех хӑй вӑл мӑнуклӑ пулса тӑни савӑнтарать ватта чи малтан.

Help to translate

40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Халӑхра авалах «Ватта сума сӑвакан — хӑй те сумлӑ пулакан» тенӗ.

Help to translate

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/

– «Ватта сума сӑвакан хӑй те сумлӑ пулакан», – теҫҫӗ Шупашкарти социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центрӗн ӗҫченӗсем.

Help to translate

Ватӑсен кил-ҫурчӗсене тирпейлеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61065

Акӑ, сӑмахран, 2000 ҫулхи июль уйӑхӗнче, ҫыравҫӑ вилнӗ хыҫҫӑнах, «Хыпар» хаҫатра пичетленнӗ уйрӑлу сӑмахӗнче В. Станьялпа А. Тимофеев (Ыхра) Николай Мартынов сӑпайлӑхне, тирпейлӗхне, ӗҫченлӗхне аса илсе писателӗн «Хӗллехи ӑшӑ» повеҫӗнчи тӗп геройӑн, Малян ятлӑ ватта юлнӑ хӗрӗн, сӑнарӗнче чӑн чӑваш характерӗ сӑнланнине, Малян Нарсписен, Саламписен, Укахсен ретӗнчи сӑнар пулнине палӑртаҫҫӗ.

Help to translate

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Мана, ватта, ан шеллӗр.

Help to translate

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ялти ватта итлесен ялта сумра пулан.

Help to translate

Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Улӑхна мана сутман тесшӗн ӗнтӗ эсӗ, — ватта каласа пӗтерме те памарӗ пуян.

Help to translate

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ватта хисеплемелле, ватта хирӗҫлеме юрамасть.

Help to translate

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ара, лешӗ, ватта сулӑннӑ ҫӑпанӗ, вӑйӑ азарчӗпе хупланса асӑмран вӑнк! тухса сирпӗнсе, самант, туйма-сисме ӗлкӗреймесӗрех тӗп пулса тӑнӑ та-ха.

Help to translate

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Ватта пӑхакан хӑй те ватлӑхра хур курман, теҫҫӗ…

Help to translate

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Хисеплеҫҫӗ вӗсем ҫак шур сухаллӑ ватта, кино курма та, ташӑ площадкине те пӗрле чӗнеҫҫӗ.

Help to translate

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Вӑрмантан уйрӑлас килменренех пирӗн ялта нумай хӗр ватта юлчӗ.

Help to translate

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Мастер пакетран ватта илчӗ те, ӑна ҫурмалла уйӑрса, пӗринпе Горовицӑн пичӗ ҫинчи юна шӑлчӗ, тепринпе темле имҫампа эмеллесе унӑн хӑлхине чиксе хучӗ.

Немец вырвал из пакетика клочок ваты и, разделив его надвое, одним стер кровь с лица ученика, а другой свернул в шарик и, обмакнув в какой-то флакон, сунул ему в ухо.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Мана, ватта, ан пӑхса тӑрӑр, кайӑр урама, уҫӑлса ҫӳрӗр, — терӗ старик, чӗлӗм кӗлне ҫӳп шӑтӑкне шаккаса тӑкса.

Help to translate

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Эпӗ, ватта юлнӑ хӗр пек, ытлашши чӑркӑшса калаҫрӑм пулас.

Help to translate

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

«Ку кил-йышра ватта хисеплесе сӑмахне малтан ӑна параҫҫӗ иккен», — тавҫӑртӑм эпӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ӑҫта кайма пултарнӑ-ха кил сыхлама хӑварнӑ ватта юлнӑ аслӑ хӗрӗ?

Help to translate

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed