Шырав
Шырав ĕçĕ:
Фронтра чухнех ҫӳҫне хыртарчӗ вӑл, ҫавӑншӑн ӑна батареецсем ҫурӑм хыҫӗнче «Запорожье казакӗ» тесе тӗрткелетчӗҫ.
Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.
Халӗ дамба умӗнчи тип варта харсӑр батареецсем ҫапса аркатнӑ фашистсен темиҫе машини ларать.
XII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Батареецсем фельдшера шыраса чупкаласа ҫӳреҫҫӗ.
XVIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Пӗрремӗш хутра алӑксем умне тӗрлӗ ротӑсен боецӗсем, батареецсем, полк разведчикӗсем, радистсем, связнойсем нумайӑн пухӑннӑ.
XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Батареецсем пӗрин хыҫҫӑн тепри кӗре-кӗре тӑнӑ, вӗсем похода каймалла тумланнӑ, ҫурӑмӗ ҫинче кутамккасем ҫакнӑ батареецсем пӗрин хыҫҫӑн тепри кӗнӗ.Один за другим входили батарейцы, одетые по-походному, с вещевыми мешками и ранцами.
XII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Ҫапӑҫу ҫуккине пула батареецсем кашни хӑйӗн ӗҫӗпе аппаланса ларнӑ: хӑшӗ кӗпе-йӗм ҫунӑ, хӑшӗ чушкӑлла вылянӑ, хӑшӗ тата тупӑсем патӗнчех туса лартнӑ сӗтелсем ҫинче ҫырусем ҫырнӑ.
VIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
— Батареецсем темшӗн кая юлчӗҫ тата, — терӗ Арон шиклӗн командира.— Что-то замешкались батарейцы, — тревожно говорил Арон командиру.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Аван ӗҫлеҫҫӗ батареецсем! — хавасланнипе кӑшт ҫеҫ ташша ямасть ман кӳршӗ.Работают батарейцы! — мой сосед чуть не запрыгал от радости.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Батареецсем унтах, тупӑсем патӗнчех, ҫывӑраҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Батареецсем пристаньте черет тӑни ҫинчен пӗлсен, вӑл пӗр тӑхтамасӑр пуҫтарӑнма тытӑнчӗ: аялтан тӑхӑнмалли кӗпи-йӗмне, запас шӑлаварӗпе гимнастеркине кутамккана майласа чикрӗ, ҫӑкӑр хучӗ те васкасах сывпуллашрӗ.
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Батареецсем шӑпӑрт чӗнмесӗр иртрӗҫ, хӑвӑртрах каҫӑ патне ҫитме васкарӗҫ.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӗррехинче, Каргинскинче-ха, каҫ пулса ҫитсен, Григорий хӑйӗн хваттерне таврӑннӑ чухне площадьри пӗр ҫуртра вырнаҫнӑ батареецсем патне кӗчӗ: такампа тавлашса кайнӑ Такан Яккӑвӗ ҫенӗхре урине шӑпӑр ҫинче сӑтӑрнӑ хушӑра ҫапла калаҫрӗ:
LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Батареецсем тапӑнма памарӗҫ, орудисен замокӗсене кӑларса, баркассемпе тепӗр енне каҫса тарчӗҫ.Батарейцы отбили нападение, орудийные замки сняли и на баркасах переправились на ту сторону…
XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Батареецсем пехотӑна пулӑшма шутларӗҫ.
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кунашкал ӑнӑҫлӑ лектерессе батареецсем пачах кӗтменччӗ.
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫавна юсама кайнӑ та батареецсем.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Иван Томилин ертсе пыракан батареецсем Базкине кайнӑ.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Аникушка, Христоня, Томилин Иван, Мелеховсем тата тепӗр вунӑ-вуникӗ хӗрарӑм пулӗ, батареецсем пулӑшнипе, тупӑсемпе снаряд ещӗкӗсене ҫыран хӗррине туртса тухрӗҫ, утсене тӑвалла хӑпарма пулӑшрӗҫ.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Григорий ыйхӑран вӑранса кайрӗ; батареецсем, ҫилӗм пек ҫыпҫӑнакан шӑннӑ пылчӑка хыркаласа, эхлете-эхлете аттисене хывнине, йӗпе тӑлисене кӑмака айккине ҫака-ҫака хунине чылайччен пӑхса выртрӗ.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫара каяссинчен пуҫӗпех хӑтӑлса, ӗлӗкхи майлах кӳсе питлӗ Аникушка, батареецсем Томилин Иванпа Такан Яккӑвӗ таврӑнчӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн Шамиль Мартынӗ, Захар Королев, Иван Алексеевич, килпетсӗр тӑсланка Борщев ҫитрӗҫ; декабрь уйӑхӗнче кӗтмен-туман ҫӗртен Митька Коршунов килсе тухрӗ; тепӗр эрнерен 12-мӗш полкри казаксем — Мишка Кошевой, Прохор Зыков, Кашулин старик ывӑлӗ Андрей Кашулин, Епифан Максаев Синилин Егор — пысӑк ушкӑнпа таврӑнчӗҫ.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
- 1
- 2