Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Айӑплине (тĕпĕ: айӑпли) more information about the word form can be found here.
— Эпӗ кам айӑплине пӗлесшӗн, ҫавна халӑха уҫса кӑтартса парӑттӑм, Кулюкка аппа.

Help to translate

Ҫапла иртет ӗмӗр, Сӑпани… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Микулай умӗнче хӑй калама ҫук айӑплине лайӑх чухлать Кулюкка, лаҫра Марьепе тавлашни халӗ те куҫ умӗнче-ха.

Help to translate

Пӗлӗтсем купаланма пуҫларӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Кам янӑ эппин ман ӗнсене кӑвар пек вӗри ҫӗрулми? — айӑплине тупасшӑн Костя.

Help to translate

«Пӑшӑл пӑтти» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Кӑтартӗҫ кам айӑплине.

Help to translate

Килӗшӳ // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Айӑплине тупнӑ, тӳлеттернӗ.

Help to translate

«Радвадар — I» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

— Ӗненместӗп эпӗ Николай айӑплине.

Help to translate

X // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Кунта калаҫнипе кӑна ирттерсе ямалла мар, кунта ҫав инкекӗн сӑлтавне, уншӑн кам айӑплине шыраса тупса ҫирӗп ответ тыттарасси пирки те шухӑшламалла.

Help to translate

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Суда паратӑр-и унта, урӑхла-и — пӗтӗмпех йышӑнатӑп, хам мӗн тери айӑплине лайӑхах ӑнланатӑп.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Анчах вӑл, ҫакнашкал ӑсран кайса пычӗ пулсан та, хӑй айӑплине ниепле те манаймарӗ.

Help to translate

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Богданов хӑй айӑплине аван ӑнланать.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Айӑплине ҫийӗнчех асӑрхаттармалла.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

РСФСР Уголовнӑй кодексӗн 116-мӗш статйипе килӗшӳллӗн «…айӑплине 8 ҫул таран ирӗкрен хӑтараҫҫӗ».

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вара эпӗ вӑл ҫапла пӑлханнишӗн хам айӑплине тавҫӑрса илтӗм те калаҫӑва хутшӑнма васкарӑм.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Нит тени вӑранать-ха унӑн чунӗнче — хӑй айӑплине хӑех туйса илет ак», — ҫапларах шухӑшланӑ вӑл.

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Эп, мӗн, халь хам пӑрахут пек пысӑк кил-ҫуртра пӗччен тӑрса юлнишӗн Петр Васильевичран ытларах унӑн арӑмӗпе хӗрӗ айӑплине ӑнланмастӑп тетӗн-и?

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эпӗ, унпа хытӑ вӑрҫса кайса, ҫыхӑнӑва яланлӑхах татас тесе пынӑччӗ, анчах вӑрҫма пултараймарӑм, мӗншӗн тесен хам айӑплине хамах лайӑх туйни чарчӗ ҫакна тума.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Хам ҫитетӗп эс пурӑннӑ хулана, сирӗнтен хӑшӗ айӑплине тӗпӗ-йӗрӗпе тӗрӗслетӗп.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ача вилӗмӗшӗн те, валтиелсен инкекӗшӗн те хӑй айӑплине пӗлнипе пулӗ Савантер килне тав-рӑнсассӑн та хӑрама пӑрахаймарӗ, халь-халь такамсем килсе хӑйне урама сетӗрсе тухассӑнах, пӑвма тытӑнассӑнах туйӑнчӗ ӑна ялан.

Help to translate

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Папки тухманшӑн ҫуркунне мар, ҫӑка хӑй айӑплине, ҫӑкан хӑйӗн тымарӗсем ҫӗрсе пӗтнине, ҫавӑнпа вӑл Ҫӗр-аннерен сиплӗ сӗткен илейменнине, сӗткенсӗр, ытти йывӑҫ пекех, вӑл та, Киремет ҫӑки пулсан та, ешерме пултарайманнине каласа ӑнлантарма тӑрӑшаҫҫӗ.

Help to translate

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тупса пӗтер-ха тата халӗ кам айӑплине

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed