Corpus of the Chuvash language

New

Малтан ҫынран ютшӑнакан, пӗччен тӗллӗн пурӑнма капашакан Макар пур халӑхпа та пӗр йыша кӗрет.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Авӑ мӗншӗн вӑл ӳкерсе кӑтартнӑ ӗҫ-пуҫ ҫемье проблемин картинчен тухнине кӑмӑллать, событисен юхӑмӗ революциллӗ ҫӗкленӳпе ҫыхӑннине курать, пиншер ҫыннӑн пӗрлехи, вӑй питти хавалӗ колхозлӑ ял тунӑ чух чӑмӑртаннине ӗненет.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ҫавна яланлӑх ӗненсе ӗҫленӗ.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ун чухне эпопейӑсем мӗнле калӑпланнин ҫирӗп те хытӑ саккунӗсене пӑхӑнса пынӑ вӑл.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ял нуши-хуринче ун пӗрлехи еккинчен тухаканни, уйрӑм ҫыннӑн кун-ҫулӗпе ҫыхӑнаканни илӗртерех пынӑ.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Тӗрлӗ романсен сӑнарлӑ тытӑмӗ расна ӳт-пӳллӗ пулмаллине тӗшмӗртсе тӑнӑ Аслан, анчах ку йӗре тытса пынӑ чухне ҫиелтен курӑнакан пулӑмсене ум янӑ: революциллӗ юхӑм хӗрсе пыни, колхозлӑ тапхӑр ҫитсе тӑни т. ыт. те.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ҫавна кура класлӑ хирӗҫ тӑру, ялти халӑх социаллӑ сийсем ҫине пайланни (Паклак Павӑл, Лисор, Упрам; Макаҫ, Ҫтаппан, Лукари), вӗсен тӑхӑмӗсем хирӗҫ тӑни кунта иллюстрациллӗрех пулса тухнӑ; пуян-куштан чухӑн-чахӑна хирӗҫ тӑнин (ку вӑл чӑваш культуринче кирек хӑҫан та пулнӑ) тӗп туртӑмӗсене тупсах ҫитереймен ҫыравҫӑ.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

(Кун екки-ӗлки Н. Максимовӑн «Таппинче» те мал вырӑна тухнӑ.)

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Чӑн, кӑлтӑк-шӑйрӑксӑр мар-ха Асланӑн хайлавӗ — историн хӑйле аталанса пырас таппине мар, парти историйӗ тӗллесе кӑтартнӑ ҫул-йӗре шанарах панӑ писатель.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ан тив, пӗр юнран тымарлӑ ҫынсенех тӗсетӗр тетралоги (аслашшӗсем, ывӑлӗсем, мӑнукӗсем…), пӗрех кашни тапхӑр тепринчен расна ӑш-чиклӗ кунта.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Акӑ: кашни романӑн хӑйӗнле ӳчӗ-пӗвӗ, хӑйӗнле тытӑмӗ, илемлӗх енӗсем, шухӑш таппи.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ялӑн пӗтӗм ҫӗршывпа пӗрлехи ӗмӗчӗсем те ӗнтӗ кунта пач урӑх туртӑмлӑ, урӑх хевтеллӗ.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

«Хӑват» роман вара вӑрҫӑпа вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ял шӑпине тӗпе кӑларнӑ.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

«Алла-аллӑнри» эпизодсен йӗрки те расна техӗмлӗ — кунта колхозсем тӑвас тапхӑр ӳкерӗннӗ, сӑнарлас пурнӑҫ йӗрӗн, ҫӗршыв историйӗн ҫӗнӗ тапхӑрӗ хут ҫине ӳкнӗ.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

«Сехметри» лару-тӑру анлӑрах — ҫемье, кил-йыш, тӑванлӑх хутшӑнӑвӗсене тӗсенипех лӑпланасшӑн мар кунта Аслан, пурнӑҫӑн тӗрлӗ сывлӑшӗ илентерет ӑна, ӗҫ-пуҫ ял тулашне тухать, инҫет хуласенчи событисемпе ҫыхӑнать, халӑх шӑпи пӗтӗм ҫӗршыв терчӗ-хурӗпе шайлашать.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Патриархаллӑ пурнӑҫ тӗпӗ-йӗрӗ илентернӗ романҫӑна, ял ҫыннисен шухӑш-кӑмӑлӗ, ӗмӗчӗ-ҫуначӗ кӑсӑклантарнӑ.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ан тив, пур кӗнеки те пӗр йӗрех йӗрлесен те, «Ахратра» авалхи пурнӑҫӑн тӳнтерӗсене асӑрхани, вӗсем ҫын психологине епле пусахласа тӑнине кӑтартни паха.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

С. Асланӑн тетралогийӗнче кашни кӗнекен стиль, илемлӗх, шухӑш тӗлӗнчен пӗр-пӗринчен расна хевти пур.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Пурнӑҫ йӗрки-шывӗ ҫине вӑл парти историйӗн куҫӗпе мар, уйрӑм ҫыннӑн шӑпи витӗр пӑхать, ун чунӗпе ӑнланать обществӑпа политика таппине.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Историе хӑйне евӗрлӗ тӗпчет кунта тимлӗ ӑста.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed