Corpus of the Chuvash language

New

Ялпа райцентр хушшинчи ҫула юсаса асфальт сарсан, кунта ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑксем хуларан каялла, ҫуралнӑ ҫӗр ҫине тапа пуҫларӗҫ, вӗсенчен нумайӑшӗ ҫемье чӑмӑртаса ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкле-ҫӗкле лартрӗҫ.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Юлашки ҫулсенче Лапракасси, унччен упа йӗнни шутланнӑскер, ҫурхи йывӑҫ-курӑк пек вӑй та чӗрӗ тӗс илсе, сисӗнмеллех ӳссе, сарӑлса кайрӗ.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Бодров Аркадий Васильевича — «Шупашкар строителӗсем» уҫӑ акционер обществин …-мӗш строительство управленийӗн пуҫлӑхне».

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Строительствора тава тивӗҫлӗ ӗҫсем тунӑшӑн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн ҫаксене «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ» хисеплӗ ят парас:

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Строительство организацийӗсен ӗҫченӗсене Чӑваш Республикин патшалӑх наградине парасси ҫинчен.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

«Чӑваш Республикин Президенчӗн Указӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Нумаях пулмасть вара Чӑваш Енре тухса тӑракан пӗр хаҫатра ҫакна та вуларӑм:

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ачисем пурте сӑн-питрен, сӑпачӗ-евӗрӗпе, пӗр ҫупкӑмри ҫырласем пек, ашшӗнешкел.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Аркадипе Людмила халӗ виҫҫӗн йӗкӗреш ывӑл ӳстереҫҫӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Университет пӗтерсен, Аркадий тӗрлӗ стройкӑсенче прораб, начальник ҫумӗ пулса ӗҫлерӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫак кӗтемӗнех Милосердина Людмилӑпа (халӗ ӗнтӗ вӑл, тухтӑра вӗренсе тухнӑскер, Шупашкарти пӗр пульницӑра врач-педиатр пулса ӗҫлет) пӗрлешсе ҫемье ҫавӑрчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вӗреннӗ хушӑрах хӑй ҫамрӑк чух ӗҫленӗ вырӑнта -Шупашкарти промышленноҫра усӑ курмалли тракторсем тӑвакан заводра — вӑй хучӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫар хӗсметне татса таврӑнсан, вӗренӗвне техникумра мар, Чӑваш патшалӑх университечӗн строительство факультечӗнче тӑсрӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Унта ҫулталӑк вӗренсен, ӑна ҫара илчӗҫ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Аттестат илнӗ ҫулах Аркадий строительство техникумне вӗренме кӗчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вулаканӑн, тен, Бодров Аркадин вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑнхи кун-ҫулӗ ҫинчен те пӑртак пӗлес килӗ?

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫакӑн пек шухӑшсем сӳткелесе, Магаев чавса таран лартса, авӑрлӑ кулач ҫитерсе хӑварнӑ клиентсемпе пӗрле эпӗ те «Ҫутлӑх» вырнаҫнӑ ҫурта хыҫала хӑварса аяккалла кайрӑм…

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ячӗ ҫеҫ ку экзаменӑн урӑхларах…

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

…Ҫук, ҫав ҫул, ҫав кун, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, пӗрремӗш, чӑн-чӑн экзамен «пиллӗк» паллӑпа Магаев Альберт мар, Бодров Аркадий тытрӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Каярахпа патшалӑх та унӑн паттӑрла ӗҫне, ӑна пӗрремӗш степеньлӗ «Шывра путакансене ҫӑлнӑшӑн» медальпе наградӑласа, тивӗҫлипех хакларӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed