Corpus of the Chuvash language

New

Ҫӳлте, пӗрремӗш этажри вестибюльте, нихӑҫан, нимӗнле усал, хаяр вӑй та хавшатайми, путлантарайми ҫамрӑклӑх, яшлӑх «чуччӑвӗ ярӑнса», вут-хӗмленсе, студентсем, ытларах аслӑрах курссенче вӗренекенсем (паллах, вӗсем те ачаллах ӗҫ туртине тӑмасӑр, «Сталин икерчине» ҫимесӗр ӳсмен), шуххӑн «кулса-выляса, тунсӑхпа кичемлӗхе «арпалантарса» вашкӑрттара-вашкӑрттара, кӗвӗ ҫемипе йӑкӑш та йӑкӑш, вӑшш та вашш вальс ҫавӑрттараҫҫӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Уяв кунӗсенче ӑна ӗҫшӗн икӗ хут та тӳлерӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку ӗҫре ытларах институтри занятисем хыҫҫӑн е каҫсерен-ҫӗрлесерен кӗрмешрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗрремӗш семестрти экзаменсене тытнӑ хыҫҫӑнах вӑл хӑй пурӑнакан общежитирех кочегар ӗҫне вырнаҫрӗ: путвалта, чан пек пысӑк хуранти шыва пӳлӗмсене пӑрӑхсем тӑрӑх ӑшӑ парса тӑмалла вӗрилетсе, вӗретсе, кӑмака хутса тӑчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗскен каласан, кӑлтӑр-кӑлтӑр кусакан пурнӑҫ урапи ҫинче чух кӑна тытӑнса юлма та Ула Тимӗре стипенди укҫи ҫитеймерӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫынна хисеплесси, паллӑ ӗнтӗ, унӑн ҫи-пуҫӗнчен пуҫланать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах, Аслӑ Турӑ асӑрхаттарнӑ пек, этем хырӑм тӑрантарасшӑн кӑна пурӑнмасть — ӑна чун-чӗре ҫимӗҫӗ те кирлӗ…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӗнех, паянлӑха хырӑм тутӑ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсем хыҫҫӑн сӗтел ҫинче пуш турилккесем тыррине вырса илнӗ пуш уй пек ҫеҫ ялтӑраса юлаҫҫӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ай, авӑрттараҫҫӗ, ай, тӗшӗреҫҫӗ…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пуҫлаҫҫӗ вара хырӑмӗсем хыр тӑрринченех пуш чашӑкпа чанкӑртатакан ҫамрӑксем, чей сыпкаласа, «бесплат» ҫӑкӑр явалама…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сӗтелӗсем ҫинче — хура ҫӑкӑр касӑкӗсем тӳпемиех тӳпелесе тултарнӑ тӗкӗр турилккесем…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак вӗсем, Ула Тимӗр тата унӑн хӑйсем ҫинче ҫеҫ пурӑнакан ик-виҫӗ юлташӗ, хӑр е ҫурма тӑлӑхскерсем, пединститутран инҫех те мар вырнаҫнӑ столовӑйне кӗшӗл-кӗшӗл кӗшӗлтетсе, кӗпӗрленсе пырса кӗреҫҫӗ, виҫӗ пус тӳлесе стаканшар чей илеҫҫӗ те пушӑ сӗтел хушшине вӑшт-вашт кӗрсе лараҫҫӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Юрлӑхра, ҫити-ҫитми пурӑнакан студентсемшӗн, ҫав шутра Ула Тимӗршӗн те, чӑнах, ку ҫӑкӑр кӗтмен-туман ҫӗртен ҫӳлтен татӑлса ӳкнӗ телей тӗпренчӗкӗ пекех пулчӗ ӗнтӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Совет саманин пӗр кӗске тапхӑрӗнче, 1958-1960 ҫулсенче, ҫӗршыври столовӑйсенче, кафесенче, ресторансенче, ытти обществӑлла апатлану учрежденийӗсенче ҫӑкӑршӑн укҫа тӳлеттерместчӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫӑкӑр тенӗрен…

Юрӗ, ун укҫи хырӑма хура ҫӑкӑрпа та тӑварпа, кӑрӑнкӑ ӗҫме-ҫимеллипе те пулин тӑрантма май пачӗ-ха…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗре ҫур стипендии лекрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Стипендийӗсене экзаменсене «5» паллӑпа ҫеҫ тытнӑ икӗ студента каппипех, «4» тата «5» паллӑсемпе тытнӑ вун сакӑр студента — ҫурмаран е виҫҫе пайласа пачӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр вӗренекен ушкӑнра 25 студент, анчах вӗсене валли патшалӑхӗ пӗтӗмпе те 10 стипенди уйӑрнӑ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed