Corpus of the Chuvash language

New

Паттӑр-хулана Ленинграда сыхланӑ чух ҫапӑҫса вилнӗ Иван Смирнов пулеметчикӑн, Иван Поляков ефрейторӑн, Тинӗс-Ҫар Флотӗнче летчик пулнӑ Мирон Ефимовӑн тата хӑйӗн героя тухнӑ ытти ывӑлӗсен ячӗсене чӑваш халӑхӗ нихҫан та манмӗ.

Help to translate

Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3

Пӗтӗмпе Чӑваш республикинче ҫуралса ӳснӗ ҫынсенчен аллӑшне ытла Совет Правительстви тӑшмана хирӗҫ паттӑррӑн кӗрешнӗшӗн Совет Союзӗн Геройӗ ятне парса, 40 пин ҫынна ытла орденсемпе медальсем парса наградӑланӑ.

Help to translate

Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3

Чӑваш халӑхӗн ывӑл-хӗрӗсем те, тӑшмана хирӗҫ паттӑррӑн ҫапӑҫса, Тӑван ҫӗр-шывӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн пынӑ аслӑ ҫапӑҫусен историне мухтавла страницӑсем ҫырса хӑварчӗҫ.

Help to translate

Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3

Гитлерла захватчиксене хирӗҫ пынӑ Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫулӗсенче чӑваш халӑхӗ те, пирӗн ҫӗршыври ытти халӑхсем пекех, аслӑ вырӑс халӑхӗ ертсе пынипе, хӑйӗн Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫне тивӗҫлипе пурнӑҫларӗ.

Help to translate

Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3

Ахаль мар ӗнтӗ пӗтӗм тӗнчери ирӗке юратакан халӑхсем совет халӑхӗн ҫӗнтерӳне мухтаҫҫӗ, хӑйӗн ирӗке кӑларас миссине чыслӑн пурнӑҫланӑ Совет Ҫарне юратса кӑмӑллаҫҫӗ.

Help to translate

Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3

Ҫурҫӗр Корейӑна империализмла пусмӑртан хӑтарчӗ.

Help to translate

Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3

Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче совет ҫарӗсем Япони империалисчӗсен хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсене ҫӗмӗрсе тӑкни Китайри халӑх революцине ҫӗнтерӳпе вӗҫленмелли майсем туса пачӗ.

Help to translate

Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3

Совет Ҫарӗ ҫӗнтернин ырлӑхне пула Европӑри фашистла «ҫӗнӗ йӗрке» пӗтрӗ те, вӑтам тата кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ Европӑри хӑш-пӗр ҫӗршывсенче халӑх демократийӗн стройӗ пулса ҫирӗпленчӗ.

Help to translate

Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3

Совет Союзӗ Европа халӑхӗсене фашистла пусмӑртан хӑтарчӗ, тӗнчери цивилизацие пӗтесрен ҫӑлса хӑварчӗ.

Help to translate

Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3

Вӑл вӑрҫӑра совет халӑхӗ, аслӑ Сталин ертсе пынипе, Тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне ҫӑлса хӑварчӗ, пирӗн ҫӗршывра мирлӗн коммунизм обществи тума май пачӗ.

Help to translate

Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3

Совет Союзӗ 1941 — 45 ҫулсенче гитлерла Германипе унӑн союзникӗсене хирӗҫ пынӑ Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтерни историне ӗмӗр-ӗмӗр сӳнми ялтравлӑ паттӑр ӗҫ пулса кӗрсе юлчӗ.

Help to translate

Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3

Тӗнчери иккӗмӗш вӑрҫӑ Совет Союзӗпе ытти ирӗке юратакан халӑхсем ҫӗнтернипе вӗҫленчӗ.

Help to translate

Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3

Фашистла Германие ҫӗнтерсен виҫӗ уйӑхран Совет Ҫарӗ, Тинӗс-Ҫар Флочӗпе килӗштерсе вӑрҫса, Маньчжурире Японин чи лайӑх, суйласа илнӗ ҫарне — Квантун ҫарне ҫапса аркатрӗ те, Японие те пӗр сӑмахсӑр капитуляци йышӑнмалла турӗ.

Help to translate

Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3

Пирӗн хӗҫпӑшаллӑ вӑйсем, гениллӗ стратег тата аслӑ полководец Сталин ертсе пынипе, ун кӑтартӑвӗсене паттӑррӑн та чыслӑн пурнӑҫласа пырса, гитлерла Германие татӑклӑнах ҫӗнтерчӗҫ.

Help to translate

Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3

Фашистла Германи вара пӗр сӑмахсӑрах капитуляци турӗ.

Help to translate

Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3

Часах совет воинӗсем Берлин патне ҫитсе тухрӗҫ, Германи рейхстагӗ тӑрне Ҫӗнтерӳ Ялавӗ лартрӗҫ.

Help to translate

Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3

Тӑшманӑн вӑйлӑ оборонине 1.200 километр тӑршшӗ ҫӗмӗрсе тӑкса, Совет Ҫарӗ Польшӑна пӗтӗмпех тата Чехословакин пысӑк пайне ирӗке кӑларчӗ, Будапешт хулине йышӑнса Германирен унӑн Европӑри юлашки союзникне — унчухнехи хортилле Венгрие уйӑрчӗ, Хӗвелтухӑҫ Пруссипе нимӗҫ Силезийӗн ҫуррине ытла хӑй аллине илсе хӑйне валли Бранденбургалла, Померанинелле, Берлин патнелле ҫул уҫрӗ.

Help to translate

Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3

Ҫапла Совет Ҫарӗ Англипе Америка ҫарӗсене аркатса тӑкасран ҫӑлса хӑварчӗ.

Help to translate

Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3

Нимӗҫсем вара хӑйсен хӗвеланӑҫӗнчи ҫарӗсене, Англипе Америка ҫарӗсене хирӗҫ ҫапӑҫма хатӗрленнӗскерсене, ҫав кунах, январӗн 12-мӗшӗнчех, наступление чарса ик-виҫ кун хушшинче хӗвелтухӑҫне, анлӑ наступлени пуҫласа янӑ Совет Ҫарӗсене хирӗҫ ҫапӑҫма илсе килеҫҫӗ.

Help to translate

Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3

Ҫапла вара 1945 ҫулхи январӗн 12-мӗшӗнче Совет Ҫарӗ Балтикӑран пуҫласа Карпат тӑвӗсем патне ҫитиех тӑшмана нихҫанхинчен те вӑйлӑн пырса ҫапать.

Help to translate

Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed