Corpus of the Chuvash language

New

Вӑл тӗнче мӗн кӑна курнине, тинӗс хӗвел шевлине ҫӑтнӑ пек, пӗтӗмпех хӑй ӑшне илӗ, вӑл хӗвел пекех ҫуталӗ ҫӗр ҫинче.

Help to translate

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Вӑл ҫуралӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Халӗ ҫынсем ҫук, вӗсен ячӗ анчах «ҫын» — хӑйсем вӗсем ваксем кӑна, — пӗр пӗтӗм чӑн-чӑн ҫынна туман-ха.

Help to translate

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Хӑҫан та хӑҫан ҫынсем пурнӑҫа вӗрентекен учительсемпе законсем кӑларакансем каҫарма ҫук усал ӗҫсем тунине, вӗсем этеме ӳчӗпе шӑмми-шакки таранах каскаласа вакланине ӑнланса илӗҫ, ҫавӑн чухне ҫав кун, хӑруш суд кунӗ, ҫитӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Вӑл ҫӗр ҫинче пулать; суд кунӗ — ҫӗршӗн чи лайӑх кун!

Help to translate

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

— Пӗлетӗн-и, хӑрушӑ суд пулать!

Help to translate

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

— Халӗ эпир вилнисене пӗр пӗчӗк парада кӑларӑпӑр, хӑруш судӑн репетицине тӑвӑпӑр! — тет Шуйттан, вилтӑприсемпе чулсем хушшинче ҫӗлен пек явкаланакан сукмак тӑрӑх малта пырса.

Help to translate

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Ҫулҫӑсем пурнӑҫ тӑвакансен кил-ҫурчӗсем ҫине пӗр сасӑсӑр ӳкеҫҫӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Ҫӗрекен ӳт шӑршипе йывӑрланнӑ ҫил, вилнӗ ҫулҫӑсене татса, йывӑҫ турачӗсене хуллен силлентерет.

Help to translate

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Аслӑлӑхӑн лачакаланса юлнӑ ҫӑлкуҫӗ таврашӗнчи ҫумма-ҫуммӑн ларакан чулсем ҫав чиркӗве — этемӗн йӑлӑнса ыйтнӑ сассипе кӗллине вӗҫсӗр-хӗрсӗр ҫутҫанталӑка вӗҫтерсе сапалакан трубана — пӗтӗмпех сырса илнӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Шурӑ чиркӳ, шӑмӑ кӗлеткен пысӑк пӳрни пек, вилнисен тӗксӗм хирӗ ҫинчен тӗттӗм тӳпенелле — ҫӑлтӑрсен шӑпӑрт хирӗ еннелле чӗмсӗррӗн шӗвӗрӗлсе кармашать.

Help to translate

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Шуйттан йӗри-тавра пӑхса илчӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Ҫапла, хуласен пурнӑҫне мӗнле лайӑх йӗркелесе яма вӗрентекен шухӑшсем тӗлӗшӗнчен ҫак масарсем питӗ пуян.

Help to translate

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Аслисен сӑмса шӑнкартнинче те пӗлтерӗш пур.

Help to translate

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Этем чунне пӑсакан йӗрки-картисӗр пурнӑҫ кирлех иккенне кӑтартакан кирек хӑҫан та тупӑнатех пурнӑҫра.

Help to translate

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Малтанах пӗр ҫынна палӑртса хур та, ун ҫинчен: вӑл ҫуралассах ҫапла та капла ҫуралнӑ, вӑл этеме сиен кӳмесӗр пурӑнаймасть, тесе, мӗнпур усал ӗҫсен сӑлтавне ҫавӑн ҫине йӑвантар — ҫакӑ ухмахла хӑтланни пулать-и?

Help to translate

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Питӗ ӑслӑ каланӑ!

Help to translate

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Вӗсем ҫуралассах законпа йӗркелӗх тӑшманӗсем пулса ҫуралнӑ, ҫавӑнпа та вӗсемпе аппаланма та кирлӗ мар, вӗсене вилӗм ҫеҫ сыватма пултарать, тенӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Ку тата ҫынсене урӑхла шухӑшсемпе лӑплантарса вӗсен пурнӑҫне хӳтӗленӗ, — ку: пурнӑҫа хирӗҫ пыракансем — ҫынсем мар, вӗсем — чир-чӗр пек сиенлӗ, тесе вӗрентнӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Сӑвӑсем вула, музыка итле, музейсенче пул, пӗр кун хушшинче темиҫе ҫӗр ҫухрӑма ҫитсе ӳк — ҫав вӑхӑтрах ҫынсене: вӑрмансенче авалхилле пурӑнӑр, тӑват уран ҫӳрӗр, тесе вӗрент, — чӑн та начарах мар!..

Help to translate

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed