Corpus of the Chuvash language

New

Ку, халь кӗни, шатлатса хупӑннӑ алӑка темшӗн айӑплас пек пӑхса илчӗ те, ман енне ҫаврӑнса: — Ха, астӑвӑр-ха вӗсене! — терӗ ахӑлтатса.

Help to translate

I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 71–106 с.

Эпӗ ӑна тата лайӑхрах курасшӑнччӗ, анчах ҫак самантра пӳрте палламан офицер вӑр-вар пырса кӗчӗ те, хӗр, васканипе, ӑна сӗртӗнсех алӑкран тепӗр пӳлӗме тухса тарчӗ; минтерӗ урайне ӳксе юлчӗ.

Help to translate

I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 71–106 с.

Ман умра хӗрача мар иккен, вунҫичӗ-вунсакӑр ҫулхи яштак пӳллӗ, ҫинҫе пилӗклӗ, сарӑ ҫӳҫлӗ хӗр тӑрать.

Help to translate

I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 71–106 с.

Пӳртре тӗттӗмех мар-ха.

Help to translate

I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 71–106 с.

Урамалли чӳречесем хӗвеланӑҫнелле пӑхаҫҫӗ.

Help to translate

I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 71–106 с.

Хӑй алӑк уратинчен иртмест, алӑкне уҫӑ хӑварнӑ, тепӗр пӳлӗмре амӑшӗ курӑнать.

Help to translate

I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 71–106 с.

— Пане офицер, — тет вӑл, аллинчи минтерне ман еннелле тӑсса.

Help to translate

I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 71–106 с.

Эпӗ тепӗр пӳлӗме тухса шыв ӗҫрӗм, кил хуҫи хӗрарӑмне шывӗшӗн — ҫӑлтан ӑсса килнӗ уҫӑ сивӗ шывӗшӗн — ӑшӑ сӑмахпа тав турӑм, унтан, кӑшт ҫывӑрса илес тесе, сӗтел хушшинчи ҫара сак ҫине, хывӑнмасӑр-тумасӑр, пуҫ айне планшета хурса, тӑсӑлса выртрӑм кӑна, алӑк уҫӑлчӗ те, пӳлӗме — пуҫа ҫӗклесе пӑхатӑп — хӗрача кӗрсе тӑчӗ.

Help to translate

I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 71–106 с.

Ҫитменнине, ку ял витӗр фашистсем икӗ хутчен тухса кайнӑ.

Help to translate

I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 71–106 с.

Эс кӗнӗ кил хуҫи сан умӑнта йӑпӑлтатать, юрама тӑрӑшать, анчах вӑл сана юратнӑран мар, санран хӑранӑран ҫапла хӑтланать.

Help to translate

I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 71–106 с.

Хамӑр ҫӗршывра пулсан, хамӑр ҫар ҫыннисенчен, тӑвансенчен, никам та хӑрас ҫук, урӑх ҫӗршывран килнӗ салтак — кӑмӑлӗпе ырӑ пулсан та — сехрене хӑпартмасан та, шиклентеретех.

Help to translate

I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 71–106 с.

Хӑраҫҫӗ.

«Кӑмака хыҫне тарса пытанни никам та мар, ҫак хӗрарӑмӑн хӗрӗ пулас», — терӗм те ӑшӑмра, ҫине нимӗн витмен лутра сӗтел хушшине чавсаланса лартӑм.

Help to translate

I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 71–106 с.

Эпӗ ӑна сывлӑх сунтӑм, вӑл, «прошу, пане» текелесе, аллипе малти пӳлӗм еннелле кӑтартрӗ.

Help to translate

I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 71–106 с.

Анчах ман умра ҫапах та пӗр ҫын тӑрать-ха; вӑл — ни ватӑ, ни ҫамрӑк хӗрарӑм, темле ула-чӑла кофтӑпа, пуҫне те ҫавӑн пекех ула-чӑла тутӑр ҫыхнӑ, тутӑр айӗнчен сарӑ ҫӳҫ пайӑркисем тухса тӑраҫҫӗ.

Help to translate

I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 71–106 с.

«Хӑраҫҫӗ!» — шухӑш вӗҫсе кӗчӗ пуҫа.

Help to translate

I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 71–106 с.

Унтан, кӗнӗ-кӗменех, кӑмака хыҫне такам вӗлт кӑна тарса пытаннине асӑрхарӑм.

Help to translate

I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 71–106 с.

Вӑл самантрах ҫухалчӗ.

Help to translate

I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 71–106 с.

Картишӗпе пӑлтӑралла иртнӗ чухне, эпӗ пӗчӗк чӳречерен пӗчӗк пит-куҫ сӑнаса пӑхнине куртӑм.

Help to translate

I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 71–106 с.

Ҫӗр ӗҫӗпе тертленсе пурӑнакан, тӗнчене ҫӑкӑр-тӑварпа тӑрантаракан ҫынсен ялӗсемпе пӳрчӗсем кирек ӑҫта та пӗр евӗрлӗрех иккен.

Help to translate

I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 71–106 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed