New
Пӗр ялсемех эпир унпа, пӗрле выляса-ҫапӑҫса ӳснӗ.
Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.
Моторист та манӑн хам пекех ешӗлскер, ури ҫине ӗне пусманскер.
Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.
Район тӑрӑх ҫӳрекен ултӑ механикрен чи ҫамрӑкки — эпӗ.
Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.
Саратоври киномеханиксен курсӗнчен вӗренсе тухни те ҫулталӑк ҫеҫ-ха.
Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.
Вунсаккӑртаччӗ ун чухне.
Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.
Кунӗ-кунӗпе апат ҫименни те, сывлӑшпа кӑштах ӑшӑннӑ клубра витрене чиксе кӑларнӑ шӑши пек тӑр-тӑр чӗтресе ҫӗр каҫни те — тем те пулнӑ.
Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.
Йывӑрччӗ пурнӑҫ.

Ҫапла, тем те курнӑ: савӑнмаллине те, кӳренмеллине те.
Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.
— Механик мар ку, чӗчӗ ачи!
Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.
— Укҫана каялла тавай!
Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.
— Сапожник!

Ши те ши! шӑхӑраҫҫӗ, тапӑртатаҫҫӗ.
Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.
Кун пек чухне вара хӑлхуна хупла.
Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.
Ҫавӑнпа та сайра хутра ҫеҫ сеанс пӗр кӑлтӑксӑр вӗҫленетчӗ: е мотор сӳнсе ларать, е генератор, чипер-йӗркеллӗ ӗҫлекенскерех, ток пами пулать, е громкоговоритель, сасси тытӑннӑ мучи пек, хӑйӑлтата пуҫлать.
Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.
Юсасчӗ, йӗркене кӗртесчӗ — запаслӑ пайсем ҫук.
Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.
Движок ҫеҫ мар, пӗтӗм аппаратура кивӗччӗ, хӑлтӑр-халтӑрччӗ.
Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.
Кашнинех епле ӑнлантарӑн-ха мотор кивелсе юрӑхсӑра тухнине, ӑна утиле леҫме вӑхӑт ҫитнине?
Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.
Чӗнместпӗр.

Мӑкӑртатаҫҫӗ, вӑрҫаҫҫӗ, хӑратаҫҫӗ.
Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.
Ҫур ҫӗр те ҫитет тепӗр чух — мотор ҫаплах хускалмасть, халӑх та саланмасть — кӗтет.