New
Мӗнле халь ансӑр туйӑнать улӑх-ҫаран, ача чухнехи пек хӑратмасть вӑрман, ытла та ӑшӑх иккен ҫырма, пӳртсем пӗчӗк курӑнаҫҫӗ, шкул ҫурчӗ те пысӑк мар-мӗн — ҫаксем вӗсем пурте хамӑр ӳснӗҫем пӗчӗкленнӗ-шим?
II // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Ӑҫтан тата асӑнмасӑр хӑварӑн-ха хӑвна ҫуратнӑ, савӑнса та пӑшӑрханса ӳстернӗ аҫу-аннӳне, хӑвӑнпа выляса ӳснӗ тӑванусене, тантӑшусене!
II // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Е сарлака урамсем, тӑвӑр тӑкӑрлӑксем, е хӑвна сӑпкара вырӑн панӑ, ҫитӗнсен ҫил-тӑманран та йӗпе-сапаран хӳтлӗх панӑ тӑван килӳ-ҫурту, е калама ҫук пысӑк туйӑннӑ шкул ҫурчӗ?
II // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Ача чухне ҫарран чупса ҫӳренӗ ҫаран-и, пурак тытса ҫырлана кайнӑ вӑрман-и, ӑшӑ кунра шыва кӗнӗ ҫырма-и, пуҫласа ӗҫе тухнӑ уй-хир-и — тата мӗскер-ши?
II // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Мӗн туртать унта сана?
II // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Пайтах ҫулсем таҫта аякра пурӑнсан-пурӑнсан, ырӑ-ҫке ҫуралнӑ ялна таврӑнма!
II // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Вара вӑл амӑшӗ пӑлтӑра, шӑналӑк айне, сарса панӑ кӑпӑш вырӑн ҫине тухса выртрӗ те куҫне хупрӗ, анчах ҫывӑрса каяймарӗ, шухӑша путрӗ.
II // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Ирина тин хӑй ывӑннине туйрӗ.
II // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Кун иртсе кайрӗ.
II // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Унтан урам ерипен-ерипен тӗттӗмленчӗ.
II // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Упӑшки ун еннелле куҫ айӗн чӑр пӑхса илет те, сивӗнерех панӑ чейне пӗр канми ӗҫсе ярса, сӗтел хушшинчен тухать…
II // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Уншӑн пулсан, сехет сахалтараххи лайӑх: хӗрин нумай ӗҫлемелле пулмасть, канма ытларах вӑхӑчӗ юлать: «Сахал пулсан, тем пекехчӗ», — тет вӑл ҫавӑнпа.
II // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Ашшӗ мӗн пирки калаҫнине Ирина ӑнлансах каймасть, амӑшӗ пӗрттех чухлаймасть.
II // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Асту-ха эсӗ…

Сехетсем ҫитмеҫҫӗ.
II // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Пирӗн вӑхӑтри пек мар, учительсем питӗ нумайланчӗҫ.
II // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Халӗ сехетсем сахал, теҫҫӗ.
II // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Николай Спиридоновичпа (директорӗ вӑл халӗ) хамӑн калаҫмаллаччӗ те, ку хушӑра курсах каймарӑм.
II // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Пӗлместӗн-ха эппин?
II // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Эрнене миҫе сехет параҫҫӗ?..