New
Кашниех чи малтан хӑйне усал ан пултӑр тет, ҫавӑнпа тӗрӗслӗхшӗн те ыттисем кӗрешессе кӗтет, ыттисем вара кашнинчен тӑрать.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Преми илесшӗнни — премисӗр юласран, награда кӗтекенни — награда тӗсне те кӑтартманран, кам разряд хӑпартса ытларах ӗҫ укҫи илесшӗн, теприн тӑван килне кайса килмелле, виҫҫӗмӗшне путевка е лайӑх характеристика кирлӗ…
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Ҫылӑхлӑ пиркиех пуҫлӑхран хӑрамастпӑр-и?
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
«Мӗскер, эпир пурсӑмӑр та пӑртак ҫылӑхлӑ ҫынсем-и-мӗн? — тӗлӗнмелле шухӑш тӗлне ҫитрӗ Кулаков.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Лидяк «мана Сергей Акимович хӗсмен, кӳрентермен» тенине те ӗненес ҫукчӗ, ӑна участок пуслӑхӗ хӗсни е темскер каласа хӑратни пулнах ӗнтӗ, упӑшкине пӑлхатас мар тесе ҫеҫ шарламарӗ арӑмӗ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Хайхи сӑлтав ҫук-тӑк, тахҫанах участок пуҫлӑхӗ патне те ҫитмелле, райкомпа райӗҫтӑвкома каймалла.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Урӑх мӗнрен хӑрамалли пур унӑн?
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Паллах, ҫавӑншӑн!
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Чапшӑн хӑраса калас тенине Акимова уҫҫӑн, куҫа-куҫӑн калаймасть пулать-и?
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ҫак шухӑшран хӑех вӑтанса кайрӗ: пӑх-халӗ, вӑл та чапшӑн ҫуна пуҫларӗ-и?
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Акимов райкома пырса темтепӗр каласа тӑкӗ, шӑв-шав ҫӗклекенскерех Хисеп хӑми ҫинче тытма аван мар тейӗҫ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Пур сӑлтавӗ, анчах ҫынна пӗлтермеллискер мар: Тылымра районти Хисеп хӑми ҫине унӑн сӑнӳкерчӗкне кӗртнӗ, пуҫлӑхпа хирӗҫме тытӑнсан, ҫавна илсе хурасран шикленчӗ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Пурӗпӗр паянчченех ыттисене, тӗслӗхрен Курмышова, ҫеҫ шаннӑ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ку йӑлана пӑрахмаллине, хӑйӗнех тӗрӗслӗхшӗн ҫине тӑмаллине (текех ниме ӑнланман ҫамрӑк йӗкӗт мар ӗнтӗ) Кулаков чухламасть мар.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Кунта вӑл — бригадир, йышра вӑтӑр ҫынна яхӑн, ҫамрӑксем чылай; халӗ те унӑн мӗн канӑҫ паманнине, мӗн чуна ыраттарнине ҫын урлӑ ҫеҫ пӗлтерсе пурӑнмалла-им?
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ялта ҫуралса ӳснӗскер, 9-мӗш класс пӗтерсен профтехучилищӗне кайрӗ, унтан Антон Вурманов бригадине вырнаҫтарчӗҫ, вӑхӑчӗпе улттӑмӗш разрядла строитель пулса тӑчӗ, звено шанса пачӗҫ; ӗҫре, паллах, ним шавсӑр-хирӗҫмеллисӗр пулмасть, хушӑран субподрядчиксемпе, уйрӑмах сантехниксемпе, электриксемпе, хутшӑну ҫивӗчленсех каять, тавлашуллӑ ыйтусене Вурманов хӑех татса парать, ку ҫеҫ те мар — мӗн ыраттарнине, канӑҫ паманнине ялан тенӗ пекех Антон Антоновича ҫеҫ пӗлтернӗ, вӑл вара кирлӗ ҫӗрте ҫакӑн пирки сӑмах тапратнӑ, пуху-канашлусенче тухса калаҫнӑ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Кулаков халиччен те пуҫлӑхсемпе хирӗҫсе курман.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Пӗлетӗп вӗт- ха пурте унпа кӑмӑлсӑррине, ӑна никам та ырӑпа асӑнманнине».
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Сирӗн вырӑн кунта мар!»
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Уҫҫӑн, ҫирӗппӗн ак ҫапла каламастӑп: «Акимов юлташ!