New
— Ларӑр, Камиль Гаджиевич, — сӗнчӗ Курмышов.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Эпӗ сире хам патра яланах ларма сӗнетӗп-ҫке.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ку пукан ҫине ларам-и е манӑн та сирӗнешкел тӑмалла-и?
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Хирӗҫ мар пуль?
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Чӗнместӗр пӗрре те — хамах килсе курас терӗм.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Будка алкумӗнче ура сасси илтӗнчӗ, пӳлӗме Гаджиев кӗрсе тӑчӗ, строительсем хыпӑнчӑклӑ сӑн-питпе тӑнине асӑрхамӑш пулса, шӳтлӗн-мӗнлӗн калаҫрӗ:
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Нивушлӗ коллективӑн пухӑнма, пухӑнса хӑй шухӑшне пӗлтерме право ҫук?!
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Мӗнле йӗрке ку?
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Мӗнех иккӗленмелли пур-ши ӗнтӗ кунта?
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Коммунистсене ҫеҫ мар, пухмалла пӗтӗм коллектива, пухӑнса калаҫмалла та йышпа татса памалла: кирлӗ-и пире Сергей Акимч е кирлӗ мар?
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Пухмалла коммунистсене…
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Мӗн чухлӗ калатӑп ӗнтӗ Гаджиева! — тарӑхса калаҫрӗ Курмышов.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Риммӑпа Валя алӑк патӗнчех тӑчӗҫ-ха.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Кулаков шурса-кӑвакарса кайрӗ, унӑн та алли чӗтреме тытӑнчӗ, парторг ҫине «ну, мӗн тӑвӑпӑр?» тесе пӑхрӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Курмышов чей стаканне шаклаттарса лартрӗ, пӑртак шухӑшларӗ, унтан вӑштах сиксе тӑчӗ те: — Пӑсӑк ҫын вӑл! — тесе хучӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ҫур сехет те калаҫса лараймарӗҫ, — Вальӑпа Римма чупса килчӗҫ, ҫав тери тарӑхса-хыпӑнса пӗлтерчӗҫ: участок пуҫлӑхӗ вӗсемпе калаҫасшӑн та пулман, нимле делегацие те пӗлместӗп, эсир Курмышов хушнипе йӑрккаса ҫӳренине ҫеҫ пӗлетӗп тенӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Эппин, куншӑн Сергей Акимович айӑплӑ пулса тухать.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Сире ӗҫе кӑларас тесен, пуҫлӑхӑн хайхи ыйтӑва тивӗҫтермелле, тивӗҫтермесен — вӑл хӑех ӗҫ пӑрахма услови туса парать.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Пуҫлӑх умне ыйту лартатӑр, ҫав ыйтӑва татса памасан — ӗҫе тухмастӑр.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Эсир забастовка тумастӑр вӗт.