New
Анчах эпир, курӑка сирсе, ҫаран тӗпне сӑнаса пӑхар-ха, унта хушӑран ҫӳп-ҫап, турпас-ҫункав, хӑрнӑ турат е армак-чармак тункатине те курма пултарӑр.
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Ҫурхи шывсем улӑх-ҫарана ҫуса каяҫҫӗ, таса вырӑнта вара ҫӗнӗ курӑк шӑтса ӳсет, ҫилпеле хумханса таврана илем кӳрет.
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Эпир кунта хамӑрӑн хальхи пурнӑҫӑмӑр пирки ыррине кӑна асӑнтӑмӑр.
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
— Ыррине курсан яланах савӑнатӑн, усаллипе тӗл пулсан — тарӑхатӑн.
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
— Ҫитӗнӳсем пире пурсӑмӑра та савӑнтараҫҫӗ ӗнтӗ, — терӗ малалла Анастасия Михайловна.
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Сӑмах пӗтмен иккен.
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Ҫакӑ Настук аппӑшӗн юлашки сӑмахӗ пулчӗ пулӗ тесе шутланӑччӗ Ирина, анчах унӑн сӑмахӗнче тем ҫитмен пек туйӑнчӗ ӑна — ытла яка, пурнӑҫ такӑр ҫулпа хӑй тӗллӗнех хӑвӑртран хӑвӑрт пырать, тейӗн; ҫук-ҫке, пӳске те тӑвалла хӑй тӗллӗнех куҫмасть.
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
«Ҫук, эпир ӗнтӗ «хура» халӑх мар, — терӗ юлашкинчен, — эпир, тахҫанах ҫутта тухса, ҫӗнӗлле ӗҫлекен, ҫӗнӗлле пурӑнакан пысӑк культурӑллӑ халӑх пулса тӑтӑмӑр».
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Пурте пӗлсе тӑракан япаласем, ӗҫсем вара ҫынсен куҫне ҫӗнӗлле курӑнма тытӑнчӗҫ.
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Ялӑн культури, ҫыннӑн ӑсӗ-халӗ мӗнле улшӑнса пынине, мӗнле пусӑма ҫитнине ӑнлантарса пачӗ; вӑлах кунта нумай-нумай ӗҫ паттӑрӗсен ячӗсене асӑнчӗ, маттур ҫамрӑксене мухтарӗ.
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Малалла Анастасия Михайловна хӑйсен ялӗ, колхозӗ ҫинчен пайтахчен каларӗ.
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Халӑх ҫав тери кӑткӑс машинӑсене ӗҫе кӳлет.
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Акӑ мӗнле уйрӑмлӑх!
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Кусем ӗнтӗ — вӗреннӗ ҫынсем — йывӑр ӗҫне машинсемпе тӑваҫҫӗ, ҫӗрӗн ӗҫлес ӗҫе пӗри тӑвать.
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Халӗ асӑннӑ пирӗн мухтавлӑ ҫамрӑксене, ӗҫӗпе чапа тухнӑ ҫынсене, сухапуҫӗ хыҫҫӑн танкканӑ вӗсен аслашшӗсемпе ниепле танлаштараймастӑн.
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Ҫапах та хамӑра «хура» теместпӗр.
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Хир сухаланӑ чухне тусан тухнипе трактористӑн пичӗ хуралать, паллах; тырӑ вырнӑ кунсенче шӑрӑхра комбайнерӑн ҫамки тарлатех, тарӗ вара тырӑ тусанӗпе хутшӑнать; машинсемпе авӑн ҫапнӑ вӑхӑтра та хывӑх тусанӗ вӗҫсе ҫӳҫе-пуҫа варалать, хӑш чухне шӑлсем кӑна шап-шуррӑн курӑнаҫҫӗ; фермӑсенче ӗне сӑвакан хӗрсен те шурӑ халачӗсем часах хуралаҫҫӗ, сысна пӑхакансен — тата ытларах, гаражра машинсем юсакан шоферсен комбинезонӗсем хуралса-ҫуталса каяҫҫӗ (аллисем мӗн тӗслӗ пулни ҫинчен каламӑпӑр та), хире тислӗк кӑларакан колхозниксен пиншакӗ-шӑлаварӗсем, саппунӗсем тасах курӑнмаҫҫӗ, — сахал-им пирӗн хура ӗҫсем!
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Юрӑри пек каласан: халь те хура, тата хура, тата хура пулинччӗ!
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
— Анчах ҫӗр пирки эпир: тата хурарах пулсан, тата лайӑхрахчӗ, тетпӗр кӑна.
X // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
— Ҫӗр хура, тетӗр, — йӑл кула-кула калаҫма тытӑнчӗ каллех Анастасия Михайловна.