New
Иринӑн ҫӳҫ пайӑркисем ҫил ҫулӑхнӑ ҫемҫе курӑк пек вӗҫкеленӗ, хӑй вӑл пӗчӗк ача пек ахӑлтатнӑ, урисемпе тапкаланнӑ, аллисемпе Иванне галстукӗнчен ҫатӑрласа тытнӑ.
XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Унӑн юратнӑ ҫынни ӑна, лӗпӗш пек ҫӑмӑлскере, ҫав самантрах сатур аллисем ҫине хунӑ та урай варринче карусель пек ҫавӑрма тытӑннӑ.
XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Ирина, урисене хуҫлатса, арҫыннин мӑйӗнчен ҫакӑннӑ.
XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
— Тинех эсӗ пӗтӗмпех ӗнтӗ манӑн!
XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Сӗтел ҫине вара, тутлӑ апат-ҫимӗҫ вырӑнне, кулленхи ҫӑкӑр-тӑвар хуратпӑр, хӑмлаллӑ сӑра вырӑнне алӑк патӗнчи витререн куркапа ӑсса сивӗ шыв ӗҫетпӗр, юрӑ мар шӑрантаратпӑр, ӗҫ ҫинчен сӑмах ваклатпӑр, — сӑвӑҫсем пек каласан, ҫӑмӑлкка поэзи таҫта тарса пытанать, куҫ умне каллех кулленхи проза тухса тӑрать.
XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Туйран юлнӑ нӳхрепри сӑра сӗвӗрӗлет, чӑланти кукӑльсем кӑвакараҫҫӗ.
XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Уяв иртсе каять те, пурнӑҫ ӗлӗкхи ҫулӗ ҫине тухать.
XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Анчах пурнӑҫ — вӗҫсӗр уяв мар.
XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Хӑвӑн килӳнте хурӑнташу-тусусене, юлташусене ӗҫтерен-ҫитеретӗн, ташлаттаран-юрлаттаратӑн, унтан ху вӗсем патне хӑнаран хӑнана ҫӳретӗн — пирӗн енче йӑли ҫапла, — килне таврӑнатӑн та выртса канатӑн, куҫна уҫатӑн кӑна, сана тепри йыхӑрма пынӑ, тумланатӑн та тухса утатӑн — ҫапла эрне хушши ӗҫсӗр, ним шухӑшсӑр тенӗ пек пурӑнатӑн.
XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Пурте ҫителӗклӗ сан умӑнта: сан ҫумри, умри, йӗри-таврари — пурте кӑмӑллӑ, пӑхсан — йӑл кулаҫҫӗ, чӗнсен — чӗкеҫ чӗлхипе калаҫаҫҫӗ.
XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Туй вӑл — хаваслӑн иртет-и, кичемрех-и — пурпӗрех хӑйне евӗрлӗ савӑнӑҫлӑ уяв.
XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Курса кӑна тӑрӑр вара пире!
XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Пурнӑҫ лайӑхран лайӑхрах майлашӑнма пултарать.
XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Килӗм-ҫуртӑм тирпейсӗр мар манӑн, шухӑшларӗ вӑл малалла, ывӑлӑм тырӑ-халлӗн те, укҫан та сахал мар ӗҫлесе илет, хӗрӗм те унран юлсах каймасть — пурте ҫителӗклӗ, халӗ ак вӗсем ҫумне тата кинӗн укҫи хутшӑнать.
XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Хӑратмарӗ кӑна та мар, вӑл кӳршӗ-аршӑри хӗрарӑмсем умӗнче мухтанкаларӗ те: «Манӑн ывӑл мӗнле илемлӗ учительницӑна качча илчӗ, кӑмӑлӗ мӗнле ырӑ тата!» — тесе ҫын илтмеллех мухтанчӗ, хӑй ӑшӗнче: ывӑлӑм та сирӗн услапӑрсем мар ҫав, терӗ.
XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Терентей Укахвине — ҫавӑ, каларӑмӑр-ха, пӗркеленменпе пӗрех питлӗ, ҫӳхе туталлӑ, хӑмӑр куҫлӑ, тӑн-тӑн кӗлеткеллӗ, аллӑран иртнӗ сатур хӗрарӑма — кинӗ учительница пулни йӗп чухлӗ те хӑратмарӗ.
XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Тепри, кам пӗлет, тен, шикленнӗ те пулӗччӗ-и: «Учительница, пирӗн ӗҫе пӗлмест, мӗн усси унран, тейӗччӗ, вӑл килти ӗҫсем ҫине ҫаврӑнса та пӑхас ҫук, пирӗнтен, вӗренмен ҫынсенчен, йӗрӗнме те пултарӗ, ӑна тасалӑх, тирпейлӗх кирлӗ — юра-ха ҫавӑн пек кине!» — тесе те калӗччӗ.
XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Иринӑна хунямӑшӗ пуласси — Терентей Укахвийӗ (эпир ун ҫинчен маларах кӑштах каласа иртсе кайнӑччӗ) — ырӑ кӑмӑлпа йышӑнчӗ.
XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Ир тӑрса пуҫтарӑнсан, Ирина шкула тухса утать, Иван — колхоза, амӑшӗ киле юлать, пӳрт ӑш-чиккине тирпейлет, выльӑх-чӗрлӗхне пӑхать, чӑххисене ҫитерет, кӑнтӑрлахи апат хатӗрлет — хӗрарӑма килӗнчи ӗҫӗ мӑй таранах.
XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Ҫапла вара, малти пӳртӗнче Иринӑпа Иван иккӗшех пурӑнаҫҫӗ, темелле.