Corpus of the Chuvash language

New

Информушкӑн членӗсем малтанах район администрацийӗн пӗчӗк залне пухӑннисемпе тӗл пулчӗҫ.

Help to translate

Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Тӑвай ене иртнӗ юнкун культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Иван Архипов, РФ Пенси фончӗн ЧР управляющийӗн ҫумӗ Валерий Николаев, пурнӑҫри тивӗҫтерӳ ӗҫченӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри профсоюзсен Чӑваш республикинчи организацийӗн председателӗ Эдуард Иванов, республикӑри «Чӑваш наци музейӗ» бюджетлӑ учрежденин директорӗ Ирина Меньшикова килчӗҫ.

Help to translate

Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Шупашкартан районсене информушкӑнсем килеҫҫӗ, тӗрлӗ калаҫусем йӗркелеҫҫӗ, ыйтусем ҫине хуравлаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Чӑваш Енре кашни уйӑхрах Пӗрлехи информаци кунӗ йӗркелеҫҫӗ.

Help to translate

Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Ҫӗнӗ Пуянкасси, Элпуҫ ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакансен юрри-ташши хыҫҫӑн та тӑвӑллӑн алӑ ҫупрӗҫ вӗсем.

Help to translate

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Пухӑннисем Тушкил ял тӑрӑхӗнчи «Сурпан» фольклор ушкӑнӗн пултарулӑхӗпе кӑмӑлласа паллашрӗҫ.

Help to translate

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Иван Архипов та ӑшшӑн саламларӗ хӑйтытӑмлӑх йӗркеленӗвӗн кунӗпе уяврисене.

Help to translate

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ветеранӗсене - Галина Сергеевапа Нина Александрована, Тӑвайри ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Николай Васильева, Йӑнтӑрчӑри ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Алевтина Уськинана ЧР хӑйтытӑмлӑх йӗркеленӗвӗн Канашӗн Хисеп грамотипе наградӑларӗҫ.

Help to translate

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

«АККОНД» акционерлӑ обществӑн генеральнӑй директорӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Иванов вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса панӑ чухне ялсенче пурӑнакансем тӑрӑшни те пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ.

Help to translate

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Ӗҫре палӑрнисене район администрацийӗн Хисеп грамотисемпе чысларӗ Владимир Алексеевич.

Help to translate

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Профилактика ӗҫӗсене тӗллевлӗ пурнӑҫласа пынипе тата общественноҫ активлӑхӗ ӳссе пынипе 2015 ҫулта районта преступноҫа кӑштах №94-ран 89-а ҫити№ чакарма май килнӗ.

Help to translate

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче 248 ҫын, ҫав шутра 40 врач тата 124 вӑтам медработник тӑрӑшать.

Help to translate

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр участокӗсемпе тивӗҫтерес енӗпе аван ӗҫлеҫҫӗ.

Help to translate

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Вак тата вӑтам предпринимательлӗх аталансах пырать.

Help to translate

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Промышленноҫри хӑш-пӗр кӑтартусем савӑнтараҫҫӗ.

Help to translate

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Вӗсем ҫӗр ӗҫне, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессине тимлӗх уйӑраҫҫӗ.

Help to translate

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

2016 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне районта 11 ялхуҫалӑх предприятийӗ, тулли мар яваплӑхлӑ 4 общество, 1 хупӑ акционерлӑ общество, 35 хресчен фермер хуҫалӑхӗ тата 7078 харпӑр хӑй хушма хуҫалӑх ӗҫлеҫҫӗ.

Help to translate

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Культурӑра та, физкультурӑпа спортра та районти кӑтартусем лайӑхлансах пыраҫҫӗ.

Help to translate

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

2014-2015 вӗренӳ ҫулӗн итогӗсемпе Тӑвайри вӑтам шкул Раҫҫейри ялсенчи чи лайӑх 200 шкул шутне кӗме тивӗҫлӗ пулнӑ.

Help to translate

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенче 1600 ача вӗренет.

Help to translate

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed