Corpus of the Chuvash language

New

— Эп сан пата урӑх ӗҫпе килнӗччӗ.

Help to translate

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ну, апла кун ҫинчен ҫитӗ, — каллех ал сулчӗ Ятман.

Help to translate

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вунпилӗк ҫул уйрӑм ӗҫленӗ колхозсене арпаштарма памастпӑр.

Help to translate

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫапӑҫатпӑр! — ҫирӗппӗн каларӗ лешӗ.

Help to translate

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫапӑҫмалла пулать вара, Леонтий Петрович?

Help to translate

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫапах та ыйтӑва парти пухӑвӗнче лартма лекет, — хутлатса лартнӑ чӗркуҫҫийӗ ывӑннӑран ура ҫине тӑчӗ Ятман.

Help to translate

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Лайӑх ӗҫлесен, пӗчӗк колхозра та пысӑк ӗҫсем тума пулать.

Help to translate

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Уйрӑмӑн ӗҫлер, юлташсем, чипер кӑна ӑмӑртар.

Help to translate

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эпӗ — Атӑлкасси ҫынни, хамӑр ялта колхоз пур чух сирӗн колхозӑра пырса кӗрессӗм килмест-ха.

Help to translate

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эсир иксӗр те лайӑх агитаторсем, анчах мана агитацилеме кирлӗ мар, — терӗ вӑл.

Help to translate

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Левентей, пӳлӗмре пӑчӑланса ҫитнине туйса, чӳречене уҫрӗ те хӑй тенкелӗпе ун ҫывӑхне куҫса ларчӗ.

Help to translate

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ялсем ҫывӑхрах лараҫҫӗ, ҫуртсене куҫарасси ҫук, кӳлле пӗрле тунӑ, электростанцине пӗрле туса лартнӑ, уйсем юнашар.

Help to translate

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пӗрлешмелли сӑлтавсем ытларах, — пулӑшрӗ ӑна Липа.

Help to translate

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Машина, тепӗр тесен, патшалӑх панӑ япала.

Help to translate

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ну, машина пур ӗнтӗ сан, ферма вӑйлӑрах.

Help to translate

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Начарах мар.

Help to translate

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ак агроном кунта, калатӑр, пирӗн тырӑ саннинчен питех начар-и вара?

Help to translate

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ман шутпа эс, Петров, хӑвӑн колхозна ыттисенчен ытлашши уйӑратӑн, — терӗ Ятман.

Help to translate

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эс хӗр ентӗ, санӑн пӗлмеллех, качча каякан хӗрӗн тупра пулмалла-и, пулмалла мар-и?

Help to translate

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Малтан хӗр тупра тутӑр, вара куҫ курать…

Help to translate

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed