Corpus of the Chuvash language

New

Дежурнӑй ӑна-кӑна ҫинчех тавҫӑрса илеймен, хӑйсен начальникӗ хушнӑ пулӗ тесе, сержант тумӗ тӑхӑннӑ ҫынпа «тигра» пӑшӑрхансах ӑсатса янӑ.

Help to translate

Ҫӗрлехи пӑшал сасси // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Кӗскен каласан, унччен маларах Убанкин милиционер илсе килсе хупнӑ Липкина епле пулсан та ирӗке кӑларма сӗмленнӗ.

Help to translate

Ҫӗрлехи пӑшал сасси // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Тӗлӗнмелли япала чӑнах та пулнӑ иккен унта: вӑтӑр, вӑтӑр виҫҫӗри арҫын милиционер тумӗпе пырса кӗнӗ милици уйрӑмне, Эдика хупса лартнӑ пӳлӗм алӑкӗ патне ҫитсе тӑнӑ, чыс панӑ, Липкина допроса илсе пыма хушрӗҫ тесе, ҫав кунсенче анчах ӗҫлеме пуҫланӑ дежурнӑй милиционера алӑк уҫма хушнӑ, «тигра» илсе тухса кайнӑ.

Help to translate

Ҫӗрлехи пӑшал сасси // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

— Милици уйрӑмӗнче тӗлӗнмелле ӗҫ, чэпэ…

Help to translate

Ҫӗрлехи пӑшал сасси // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑхӑт нумай та иртмерӗ Лысов хыпаланса ҫитрӗ: вӑл аслӑ инженерпа партком секретарьне анчах систерсе, Трофимова шӑнкӑравлама, хулари милици уйрӑмӗнче хӑйӗн тусӗ пуррипе ҫуккине пӗлме кайнӑччӗ.

Help to translate

Ҫӗрлехи пӑшал сасси // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Чӑлт шурӑ халатпа калпак тӑхӑннӑ вӑтам ҫулсенчи арҫын кабинӑран вӑрт-варт тухрӗ те вилнӗ ҫын патне пӗшкӗнчӗ, пулӑшу парасшӑн пулчӗ.

Help to translate

Ҫӗрлехи пӑшал сасси // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Васкавлӑ пулӑшу машини самантра килсе те ҫитрӗ.

Help to translate

Ҫӗрлехи пӑшал сасси // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

— Авӑ, авӑ, килет! — Калинин урамӗнчен пӑрӑнса, хӑвӑрт килекен машина еннелле аллине тӑсса кӑтартрӗ ҫамрӑк рабочи.

Help to translate

Ҫӗрлехи пӑшал сасси // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Кунне-ҫӗрне пӑхмасӑр ӗҫлерӗ мӑнтарӑн этемми!..

Help to translate

Ҫӗрлехи пӑшал сасси // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

— Анчах салтакран таврӑннӑччӗ.

Help to translate

Ҫӗрлехи пӑшал сасси // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

— Камӑн алли ҫӗкленчӗ-ши мӑнтарӑн ырӑ ҫынна вӗлерме?! — сасӑпах йӗчӗ вӑл.

Help to translate

Ҫӗрлехи пӑшал сасси // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Кӑшкӑрса йӗрсе янӑ хӗрарӑм вилнӗ ҫыннӑн питне тутӑрпа витрӗ.

Help to translate

Ҫӗрлехи пӑшал сасси // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Лысов, хӑйӗн хунарне парса, телефон патне чупрӗ.

Help to translate

Ҫӗрлехи пӑшал сасси // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Комбинатра ӗҫлекенсем тӗрлӗрен шавларӗҫ, калаҫрӗҫ те пӗр кана шӑпланчӗҫ.

Help to translate

Ҫӗрлехи пӑшал сасси // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

— Юлташсем, ан кӑшкӑрашӑр: халлӗхе вӗсен те вертолет ҫук…

Help to translate

Ҫӗрлехи пӑшал сасси // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

— Мӗншӗн халиччен килмеҫҫӗ!?

Help to translate

Ҫӗрлехи пӑшал сасси // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

— Хулари пур милицине ура ҫине тӑратмалла!

Help to translate

Ҫӗрлехи пӑшал сасси // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ҫапла каланине илтсен, ҫынсем татах хытӑрах шавлама тытӑнчӗҫ.

Help to translate

Ҫӗрлехи пӑшал сасси // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

— Апла-тӑк, тепӗр ҫынна вӗлерме пултарать…

Help to translate

Ҫӗрлехи пӑшал сасси // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

— Тумне ҫеҫ мар, наганне те илсе тарнӑ, — вилнӗ ҫын ури патӗнче выртакан пушӑ кобурине тытса кӑтартрӗ Лысов.

Help to translate

Ҫӗрлехи пӑшал сасси // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed