Corpus of the Chuvash language

New

— Йысна, — терӗ вӑл, Телегина хӑйпе паллаштарса.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа паян Валетпа Телегина ҫамрӑк хура тутар, ҫӗҫӗпе тем каскаласа тӑраканскер, кӗтсе илчӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вара вӗсем Телегина Йыснапа паллаштарма, вӑл камне тӗпчесе пӗлме, енчен пурте йӗркеллех пулсан, Минӑпа пӗр-пӗр ҫӗре ярса, ӗҫре тӗрӗслесе пӑхмашкӑн шут тытрӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Валет Йӗпреҫрен тӳрех Сидор утарне, Калюков патне таврӑнчӗ, хӑй, тем тесен те, Анатриялти кооператив лавккине ҫаратнӑ маттура тӗл пулни ҫинчен хавхаланса каласа пачӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Мӗн пулать те мӗн килет», — шухӑшласа илчӗ Телегин, вара хӑйне йыхӑракан ҫын хыҫҫӑн пӗр иккӗленмесӗр утрӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унччен те пулмарӗ, ума ӗнерхи «хула ҫынни» Валет тухса тӑчӗ, аллипе сулса, хӑй хыҫҫӑн пыма чӗнчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин ҫаврӑнса каялла утмалла мар-ши тесе шухӑшлама тытӑннӑччӗ, ҫак самантра тинех айккинче, сылтӑмра, такам шӑхӑрнн илтӗнчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ырра-ши, усала-ши ку?

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, Телегин сехет ытла утрӗ ӗнтӗ, ӑна кӗтсе илекен никам та курӑнмарӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах лӑпкӑ мар, чун вӑркать.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чанккама йывӑҫсем хушшипе кӑ-ӑшт хӗсӗнсе иртекен вӑштӑр ҫил пите, шӑмшака ӑшшӑн ҫупӑрлать.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тата хушӑран хушӑ таҫта темскер ҫӑтӑр-ҫатӑр туса илет, ыррипе пӗрлех усалли те пур кунта, тесе аса илтернӗн туйӑнать.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Таврара кайӑк-кӗшӗк каҫса кайса чӗвӗлтетет, шӑхӑра-шӑхӑра юрлать.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чугун ҫулран ҫӗр кӑмрӑкӗпе мазут шӑрши ҫапса пыра пӳлет пулинех.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑрманта сывлӑш уҫӑ пулмалла пек, Телегина, темшӗн, пурпӗр сывлама кансӗр.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тунтикун Телегин, чӑнах та, Йӗпреҫ станцийӗ хыҫҫӑнхи пӗрремӗш разъезда пуйӑспа ҫитрӗ те, пусӑ шывне шӑл витӗр шӑниччен ӗҫсе кӑштах лӑплансан, чугун ҫул хӗррипе малалла хуллен утрӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр тесен, халь тин мӗн иккӗленмелли, пӗр кӳлӗннӗ лава вӑй пур чухне туртмаллах.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ахаль чӑваш хресченӗ кӑна-ҫке, кирлӗ чухне кӑштах суясси те уншӑн ҫав тери йывӑр, чуна хирекен япала.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пултарӗ-ши вӑл?

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах малашне унӑн ҫав тери сыхӑ пурӑнмалла, ҫав вӑхӑтрах сисчӗвленнине ҫынна кӑтартма та юрамасть.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed