Corpus of the Chuvash language

New

Сасартӑк вӑл ҫыру евӗрлӗ кӗске хута аллине илчӗ те, унта темиҫе сӑмах кӑна ҫырнӑ пулин те, татах та тата вула-вула, ӑна алӑра чылайччен тытса ларчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крапивин вӗсене пӗрин хыҫҫӑн теприне тимлӗн пӑхса тухрӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӳлӗме пӗтӗмӗшле пай сотрудникӗ кӗчӗ, паян килнӗ хыпарсене сӗтел ҫине хурса хӑварчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑшпӗр ялсенче телефон та пур ӗнтӗ, вӑл та пулӑшаймасть, — тарӑхса та пӑшӑрханса калаҫрӗ пай пуҫлӑхӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тата мӗнле майпа хӑвӑртрах ҫӳремелле?

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑнланаймастӑп, тата мӗнле йӗркелемелле пирӗн ӗҫе?

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пӗлетӗн-и, Филимон Петрович, юлашки вӑхӑтра, ху куран, эпир Калюков хурахӗсене хӳререн кӗҫ-вӗҫ ярса илес вӗҫнех ҫитрӗмӗр, икӗ-виҫӗ хут перкелешсе те илтӗмӗр, анчах, мурсем, темле асамҫӑсем пек вӗсем, шӑп читлӗх алӑкне шалтлаттарса хупас умӗн тарса ӗлкӗреҫҫӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хаҫат-журнал вуланӑ чухнехи рехетленӳ таҫта кайса ҫухалчӗ, каллех кулленхи ӗҫсем хӑйсен ҫыпҫӑнчӑкӗпе явакласа илчӗҫ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫапла ҫав, халлӗхе пире ку хурахсем чике тӑршшех лартаҫҫӗ, — килӗшрӗ Крапивин.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Влаҫа тытма пултараймасан, ӑна алла илме те кирлӗ пулман тесех ҫырнӑ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чиркӳ ҫыннисем республика правительствине хурахсене чарайманшӑн ятласа ҫыру янӑ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Патӑръел енче каллех ялхуҫалӑх юлташлӑхне, пӗр чиркӗве ҫаратнӑ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Милици отрячӗ пырсан, хурахӗсем, пӗрисем патӗнче чип-чипер ӗҫкӗ ӗҫсе савӑнаканскерсем, тӑваттӑшӗ те тарса хӑтӑлнӑ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анатри Тӗрер ялӗнче Гордеева гражданкӑна пире хӑйсем ҫинчен хыпарласа тӑнӑшӑн персе вӗлернӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫынни вара ҫаплах ашкӑнать.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюкова ҫӑварлӑхлаймарӑмӑр.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Иксӗмӗре, паллах, пуринчен хытӑрах лекӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Республикӑра право тӗлӗшпе лару-тӑру еплереххине сӳтсе яваҫҫӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Канашлӑва чӗнеҫҫӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Вӑл ҫапла-ҫке те, — хаш сывларӗ пай пуҫлӑхӗ, — анчах пире иксӗмӗре паян, кӑнтӑрла иртсе иккӗре, тата сулмаклӑн ыткӑнтарӗҫ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed