Corpus of the Chuvash language

New

Лавҫӑсем утсене эхэхейлетсе хӑвалани, йӗс шӑнкӑравсем пикенсех тинкӗлтетни, хуҫисен кӑмӑлне сиснӗ лашасем хастаррӑн тулхӑра-тулхӑра илни, вӗсен такан ҫапнӑ урисем ҫул хыттине тӑпӑртӑк-тӑпӑртӑк кӳплеттерни, ҫуна сулнӑка ҫапӑннӑ самантсенче хӗрарӑмсем сехӗрленсе кӑшкӑра-кӑшкӑра яни кӑна илтӗнсе тӑрать.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Акӑ пуҫланчӗ ӑмӑрту!

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫуна ҫине арӑмӗпе хӗр пултӑрне лартнӑскер, намӑс курас темерӗ, лашине пушӑпа пӗррех туртса илчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗлип хӑйне хыҫалтан ятарласа хӑваланине асӑрхарӗ пулас.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Урисем асӑрхаса ӗлкӗрмелле мар вӗлтлетсе пынипе, тупата, вӗсен шучӗ те ҫук пек туйӑнать.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ахаль те тӑрӑшса чупакан Тӑвӑл карт! туртрӗ те малалла ҫил пек ыткӑнчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унӑн халь хӑйӗн те ҫунат хушӑннӑ тейӗн, вӗҫес килет тӗнче ҫийӗн, хӑйӗн телейне кашни ҫынна кӑтартас килет.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр тесен, Санюк ӑна пурӗпӗр хирӗҫлес ҫукчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Атя, иртсе каяр ҫав каппайчӑкран, — сӗнчӗ Антун, савнӑ мӑшӑрӗ килӗшессе кӗтмесӗрех тилхепене хӗреслетсе, ӑйӑра купарчаран ҫатлаттарчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫынна вӑл ним вырӑнне хумасть, хӑйне ҫав тери мӑнаҫлӑ тыткалать, тӗнчене ӳпӗнесрен хӗрринчен тытса тӑрать тейӗн.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗлип Антунран пилӗк-ултӑ ҫул кӑна аслӑрах, ҫапах, пуян ывӑлӗ пулнӑран, хӑвӑрт вӑй илчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Умра ялти чи пуян ҫынсенчен пӗрин Апликан Хӗлипӗн лавӗ пыни курӑнчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Санюк ҫавракарах питлӗ, сарӑ ҫӳҫне пула темле ҫуттӑн курӑнакан упӑшки ҫине куҫ хӗррипе кӑ-ӑшт пӑхрӗ те, тӳсеймерӗ, пӗкӗ айӗнчи йӗс шӑнкӑравпа ӑмӑртмалла кулса ячӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах лавҫӑ ыратнине туймарӗ, савӑнӑҫлӑн кулса ячӗ те, кубанка ҫӗлӗкне хывса, питне кӑмӑллӑн шӑлкаларӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унӑн кайри ури айӗнчен сирпӗнсе тухнӑ юр муклашки Антуна питӗнчен самай вирлӗ пырса лекрӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешӗ ҫакна кӑна кӗтнӗ тейӗн, вырӑнтанах сиккипе яра пачӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— А ну, Тӑвӑл тусӑм, яра пар! — мӑшӑрӗпе юнашар ларса ӗлкӗрнӗ-ӗлкӗрмен ӑйӑра пушӑпа хӑмсарчӗ Антун.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм, хӑранҫи туса, кӑшкӑрса илме те ӗлкӗреймерӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Санюк калинккерен йӑпӑрт тухрӗ ҫеҫ, Антун ӑна тытрӗ те утӑ тултарнӑ ҫуна ҫине вӑшт кӑна йӑтса лартрӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл кӑмака карнисӗ ҫине чалӑштарса тӑратнӑ куҫкӗски умӗнче тӑрмашнӑ вӑхӑтра Антун картишне тухрӗ, Тӑвӑла васкамасӑр, киленсе кӳлчӗ, пӗкке тахҫан ҫак ӗмӗтпех Нурӑс пасарӗнчен туянса килнӗ хӗрлӗ те кӑвак пурҫӑн хӑюсемпе эрешлетрӗ, ункӑран йӗс шӑнкӑрав ҫакса ячӗ, унтан, хапха уҫса, ӑйӑра урама кӑларса тӑратрӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed