Corpus of the Chuvash language

New

Хӑй, авӑ, ял учителӗнчен райӗҫтӑвком председателӗн заместительне ҫити ӳсрӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Никифоровӑн вара каласа кӑтартмалли чылай нумайрах.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫемье ҫук-тӑк, паллах, пурнӑҫра улшӑнусем те питех ҫук,..

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн чӑваш ҫӗрӗ ҫинчех хӑварчӗҫ, ҫавӑнтанпа, чӑннипе хуҫалӑх ӗҫне ҫав тери юратать пулсан та, авӑ, тӑршшӗпех тӗрлӗ йӑх-яхпа кӗрешмешкӗн тивет-ха.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крапивинӑн мӗн хыпарӗ пултӑр: вунсаккӑрмӗш ҫулта парти ӑна, чӑвашсен, Атӑл тӑрӑхӗнчи ытти халӑхсен пурнӑҫне лайӑх пӗлетӗн тесе, Хӗвелтухӑҫ фронтӗнчи контрреволюципе тата саботажпа кӗрешекен чрезвычайлӑ комиссие, Лацис патне ӗҫлеме янӑччӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӗрӗсрех, ытларах Никифоров калаҫрӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Иккӗшӗ те ҫак ҫулсенче еплерех пурӑнни ҫинчен пӗрне-пӗри каласа кӑтартрӗҫ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫур уйӑх ӗнтӗ мана председатель заместительне суйлани…

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унӑн хӗрӳлӗхне хӑвӑрах пӗлетӗр, вӑт вара, хӳтӗлентӗм-хӳтӗлентӗм те, парӑнмах тиврӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах…

Мӗнле пултаруллӑ кадр пултӑр манран…

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах мӗн тӑвӑн, ӗлӗкхи тусӑм Кузюков ялан хӗтӗртсе пырать мана, санӑн пӗлӳ те, пуҫ та пур, ку ӗҫе те вӗренсе ҫитӗн, пирӗн вара пултаруллӑ кадрсем ҫав тери сахал тет.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, ҫын мар, хам та тӗлӗнетӗп.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эпӗ кунта лекнӗшӗн, — пӗр енче кӗнеке шкапӗ, ун ҫумӗнче речӗпех — хыҫлӑ пукан, варринче революцичченех тунӑ сӗтел ларакан, тепӗр стена ҫинче Ленинпа Сталин сӑнӗсем ҫакӑнса тӑракан пӳлӗме сулахай аллипе сӗлтсе ҫаврӑнчӗ Никифоров, — эсир, Филимон Петрович, хытӑ тӗлӗнетӗр пулӗ-ха.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑран сӑрса тухнӑ диван ҫине иккӗшӗ те юнашар вырнаҫса ларсан, калаҫу малалла тӑсӑлчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эпӗ кунта унччен те чылай ҫӳренӗ, анчах ялан таҫта васкатпӑр-ҫке…

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ку тӗлӗшпе эпӗ сиртен вунӑ хут та айӑплӑрах, Петр Никифорович, — терӗ Крапивин.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ялан таҫта ҫулҫӳревре е канашлураччӗ эсир.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах вӑйпитти ӑмӑрткайӑк йӑвара ларӗ-и — тӗл пулма ниепле те тӳр килмерӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Сирӗнпе курнӑҫас тесе те тӑрӑшса пӑхман мар Шупашкара Ҫутӗҫ комиссариатне ҫӳрекеленӗ чухне.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed