Corpus of the Chuvash language

New

Никама та ҫырмана тарма ан парӑр! — кӑшкӑрчӗ вӑл унта-кунта курӑнкалакан милиционерсене Сӑпание ҫӗр ҫине хуллен хунӑ май.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Вӗлле пӳртне хуптӗрлӗр!

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав самантрах тата Крапивин Сӑпани лӗнчӗрр кайнине сисрӗ, харӑсах вӗлле пӳртӗнчен темиҫе ҫын тухса ыткӑннине те курчӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крапивин хӑй те утарҫа асӑрхарӗ ӗнтӗ, аллинчи револьверне тӗллемесӗрех умлӑн-хыҫлӑн виҫҫӗ-тӑваттӑ кӗрслеттерчӗ, ӑна, ҫывӑхрахскере, лектерчӗ курӑнать, лешӗ ҫырмана, ҫатра хушшине, пуҫхӗрлӗ вӑркӑнса анчӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнтах икӗ револьвер харӑс пени вӑрмана кисрентерсе ячӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Хӗлимун!» — тесе ҫеҫ хӑрушшӑн кӑшкӑрса ячӗ те вӑл темле майпа, хӑвӑрттӑн сиксе, ун патне ҫитсе тӑчӗ, ыталаса илчӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫакӑ ҫеккунт хушшинчех пулса иртрӗ темелле, ҫавӑнпа Сӑпани нимӗн ӑсласа кӑларма ӗлкӗреймерӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани, сасӑ ҫывӑхнерех тӑраканскер, ҫаврӑнса пӑхрӗ те икӗ аллине те икӗ револьвер тытнӑ Сидор ҫенӗк айӗнчен ҫырма еннелле сирпӗнсе тухнине, стена ҫумӗнчи ҫынсене асӑрхаса, револьверӗсене вӗсем ҫине тӗлленине курчӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унччен те пулмарӗ, хыҫалта темскер чӑштӑр-чаштӑр турӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Ку ҫын, мӗн, шалтан персе тӑрасшӑн-ши?» — ӑнланмарӗ Крапивин унӑн хӑтланӑвне.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах никам та тухмарӗ, сӑлӑп кӑна ячӗҫ пулас.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑнах та, ҫенӗкре такам таплаттарни илтӗнчӗ, алӑк чӗриклетрӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крапивин, ун хыҫҫӑн Сӑпани те ҫенӗк патне чупса кайрӗҫ, шалтан ҫын тухасса кӗтрӗҫ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӳртре темскер кӗмсӗр-кемсӗр турӗ, ахӑртнех, утарҫӑ ырӑ мара сисрӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Полкан ҫавӑнтах уҫланкӑн тепӗр енне тапса сикрӗ, унтан, ытти енчен те сасӑсем илтрӗ курӑнать те, каҫса кайса вӗре-вӗре, уҫланкӑра каллӗ-маллӗ кускала пуҫларӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Икӗ йытӑ каллех, теме сиссе, харӑссӑн вӗрсе ячӗҫ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах кӗҫех утар тавра урӑхла шӑв-шав пуҫланса кайрӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавна пула шӑв-шав илтӗннӗ те ӗнтӗ пӳрт хыҫӗнче нӳрӗ ҫӗр ҫинче выртакан Крапивинпа Сӑпание.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каллех ӗҫрӗҫ-ҫирӗҫ, Куччанов тутар купӑсне ярса тытрӗ…

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӗҫер саншӑн тепрер, э!

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed