New
— Шанчӑклӑ ҫынсем вара текех ҫук.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
«Темле ҫав, кайран та пӗлтӗрхи пекех килсе тухӗ, — ҫавӑнтах хирӗҫле шухӑш тупӑнчӗ тата.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Кайран куҫ курӗ».
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тарҫӑ кирлӗ ӑна, — ҫиҫсе илчӗ шухӑш.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
«Тен, сурмалла та тӑван ял, тӑван чӑваш ҫӗршывӗ ҫине, тухса каймалла таҫта инҫене, калӑпӑр, Ҫӗпӗре, Кашкӑр Микули патне?
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кӑнтӑр енне каяс — унта та шӑл хӑйрасах сыхлаҫҫӗ ӗнтӗ ӑна.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Утар ялӗнче, килте, халӗ ӑна вӑрттӑн хуралта ҫӗрӗн-кунӗн куҫ хупмасӑр кӗтеҫҫӗ пулӗ-ха.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Йӗпреҫе кӗме хӑрушӑ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Анчах ӑҫта кайса кама систермелле?
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пурин патне тет-ха, пӗрне кӑна пӗлтересчӗ, лешӗ усал хыпара ыттисем патне ҫитертӗр пулатчӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Нумай вӗсем, нумай, вӑрӑ-хурахсемпе ҫыхӑнса, ҫӑмӑллӑн пуранма ӗмӗтленекенсем, пурин патне те ҫитеймӗн.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Халӗ, эппин, Калюковӑн хӑйӗн ытти ҫыннисене, Сидорпа Мӗтри пӗлсех кайманнисене, систерсе тухмалла.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫак шухӑш пӑртак лӑплантарчӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тен, вӑл ҫитӗ Канаша?
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тен, Сидор тарса ӗлкӗрчӗ?
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Каясса унтах каймалла та-ха, Мӗтрие хӑвӑртрах хӑрушлӑх ҫинчен пӗлтермелле…
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Чугун ҫул ҫине тухса, пуйӑспа Канаша, Волков Мӗтри патне каяс — разъездсенче е станцире тытма пултараҫҫӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫапла, ирӗкре-ха вӑл, ирӗкре, анчах ниҫта пырса тӗкӗнме хӑрушӑ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Халь ӗнтӗ вӑл хӑйне, ирӗкре пулин те, ейӳ вӑхӑтӗнче пӗчӗкҫӗ утрав ҫинче пӗччен тӑрса юлнӑ тискер кайӑк пек туйрӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Чӑнах, ӑҫта, хӑш еннелле каймалла халӗ Калюковӑн?