New
Чупнинченех паллӑ — Савраска! — палласа илчӗ хайхи хура лавҫӑ, Константин Федорович, — кӳтемерти тыр хуҫи.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Пӑхӑр-ха ӗнтӗ: Элкей Микулин пулмасан, камӑн пултӑр ҫав лаша?
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫырма леш енче тӑрантаспа икӗ ҫын каяҫҫӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Телейӗ пур-мӗн ку ҫыннӑн: Урхас Кушкӑ вӑрманӗн кӑнтӑр енне — шӑпах Ҫичпӳрт сӑртне илсе тухрӗ ҫак ыраш пуссине пӑрӑнса кӗнӗ ҫул.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Нумайранпа ҫын хыҫҫӑн йӗрлесе ҫӳреме вӗреннӗскер, ҫак ҫын йӑнӑшмасӑр тавҫӑрса илчӗ: «Лешсен йӗрӗ ку — кайса пӑхас».
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Урапи ҫине ларса лашине хӑвалама тытӑнайнӑччӗ, сасартӑк ҫак ҫын умне ыраш хӑмӑлӗпе кӗрсе кайнӑ тӑрантас йӗрри курӑнчӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Хурлӑх юпи!

Патша юпи!

Ҫавӑнпа ыраш пусси хушшинче этем кӳлепи мар, хура юпа тӑнӑ пекех туйӑнать.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Сӑхмапӗ унӑн — хура пусмаран тунӑскер: хура чунлӑ этеме хура тӗс килӗшет пулӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Аякран пӑхсан, пуртӑпа чутласа тунӑ кӳлепе майлах ку ҫын: хулпуҫҫийӗсем урлӑ кашта хунӑ тейӗн, ҫан-ҫурӑме — тӳп-тӳре шерте пек.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе чӗлӗмне паккать, ун хыҫҫӑн, ассӑн сывласа, «ӗх-хӗм-м» тесе илет; те ӳсӗрни пулать вара ҫав, те анаслани.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫак ҫын, хайхи, урапа хыҫне пычӗ те тунката пек ним сикмесӗр чылайччен пӗр вырӑнта тӑчӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Тутисем пӗрӗнчӗк (ҫӑварне уй улми хыпнӑ тейӗн), сухалӗ — хура качала сухалӗ пек, мӑйӑхӗсем урлӑ-пирлӗ сапаланчӑк (ҫавӑнпа пулӗ, чӗлӗмне хыпас умӗн сухал пӗрчисене ӗмкӗчӗпе ик еннелле уйӑрса сирчӗ).
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ик хура куҫӗсем тарӑн лакӑмсенче, ҫӑмламас куҫ харшийӗсем айӗнче хӗсӗнсе вырнаҫнӑ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Пӑхма ку ҫын — вӑрӑм пӳллӗ чӑваш, хытканскер.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Тюмеров арманӗнчен тыр авӑртса килекенскер пулсан, ун пекех чуптарма кирлӗ мар, урапа ҫине тӑрсах вӑрман еннелле пӑхни те сӑлтавсӑр.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ӑҫта васкаканскер?
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Мӗнле ҫын вара ку.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Стражниксем аслӑ ҫулпа малалла чуптарса кайнине курчӗ те тулхӑрса аллипе сулчӗ, унтан вара васкамасӑр чӗлӗм чӗртсе ячӗ.