Corpus of the Chuvash language

New

Лаши вара, шӑп Чӗнер уй хапхи патне ҫитичченех, ҫурри юртса, ҫурри лӗмсӗртетсе пычӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тоскинеев чылай сӳсленнӗ лашине юлашки хут тилхепипе ҫапса илчӗ те кӑшт тӗлӗрчӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр-пӗрне ырӑ сунса уйрӑлчӗҫ вара ҫулҫӳревҫӗсем: лашалли Чӗнер ялӗ еннелле чуптарчӗ, анса юлни — Кайри ҫырма хӗррипе анаталла утрӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫул тӑршшипе ун ҫинчен сӑмах пынӑ пулин те, пӗр шухӑшлӑ пулаймарӗҫ земство управин членӗпе ҫӑмарта хуҫи.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тоскинеев та ӑнланайман Федоров сӑмаххисене.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шӗнерпуҫӗнче киревсӗр сӑмахсем илтнӗ хыҫҫӑн вӑл ҫул тӑршшипех пӑшӑрханса килнӗ: «Мӗнпе кӳрентернӗ эп ҫав Федоров учителе, мӗншӗн вӑл мана ҫынсем умӗнче ҫав тери намӑслантарчӗ?» — хӑйӗнчен хӑй ыйтнӑ Эльгеев.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр-ик ҫул каярах ял витӗр лашине тӗрлеттерсе чуптарса кайма юратнӑ ҫӑмарта хуҫин чунӗ халь мӗскӗнленнӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ял витӗр каймарӗ: мӑкаҫей кӗлечӗ енчен шакӑрча сасси илтӗнчӗ, курӑнас мар ҫав Маркка мучие, терӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кайри ҫырма урлӑ каҫсассӑн, Эльгеев тӑрантас ҫинчен анса юлчӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Софья Ильинична та ӑна сӑмах тупса калаймарӗ, юлашки хут пӗр-пӗрин ҫине ӳкӗнсе пӑхса кӑна уйрӑлчӗҫ.

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫавӑнпа пулӗ, Александр Федорович ал пама хӑймарӗ, сӳннӗ пирусне алӑк патӗнче ларакан таз еннелле ывӑтрӗ те васкаса тухса кайрӗ.

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Политика ыйтӑвне ниме кирлӗ мар ялти «тет»-семпе хутшӑнтарни килӗшмест историке.

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Намӑс.

Ҫитменнине, кӗвӗҫекен арҫын пек, просвир пӗҫерекен тӑлӑх арӑма пуп ҫумне ҫыпӑҫтарса, Софья Ильинична умӗнче хӑйӗн ятне ӳкерчӗ.

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мӗншӗн-ха, чӑнах, ҫак пӗртен-пӗр интеллигенци ушкӑнне вӑл тулӑксӑр хускатрӗ?

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫав каҫ хыҫҫӑн Федоров хӑйне пушшех пӗчченҫи юлнӑн туйрӗ.

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чуна «ҫӑмӑллатрӑм» теес вырӑнне — «ҫӑмӑллатаймарӑм» терӗ.

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пулса иртни хыҫҫӑн ал пама тивӗҫлӗ мар пек туйса: «Dixi, sed animam non levavi», — латинла афоризма тӳнтерле каларӗ.

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Каҫарӑр, — тесе ҫех каларӗ.

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Александр Федорович, Софья Ильиничнӑпа куҫа-куҫӑн юлнӑскер, хӑйне айӑплӑн туйрӗ.

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed