New
Аван мар туйрӗ вӑл хӑйне хӑй: те вӑхӑт ҫукпа, те ашшӗ ҫине кӑшт кӳренни пулнӑ пирки, — халиччен ватӑ старик патне сайра хутра кӑна кӗркелесе тухнӑ ҫӑмарта хуҫи.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Епле-ха, чӑнах, вӑл ун ҫинчен мансах кайнӑ…
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Микулай Уҫӑпӑч халь тин ашшӗ ҫинчен аса илчӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Аҫу вилет… — урӑх нимӗн те калаймарӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫав самантрах Укҫине аппа ун патне васкаса тухса кайрӗ, вара — каялла чупса килчӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Сасартӑк кайри пӳртрен Марине кинемей макӑрса яни илтӗнчӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫапах та паян, сӗтел хушшинче ларнӑ чух, вӑл хӑй чирӗ ҫинчен нимӗн те каламарӗ — вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе кӑвапа тӗлӗнчен сылтӑм аллипе сӑтӑркаласа кӑна илчӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Укҫине аппа та, темле, начарланса пыра пуҫларӗ: час-часах вар ыратнипе аптракан пулчӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Пӳрт тулли хӑна-вӗрле пулаканчӗ вӑл куп ытти ҫулсенче, кӑҫал — кил-йышпа типӗтнӗ панулми кукли пӗҫерсе ҫинипех иртрӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Ҫисе куртӑмӑр ҫӑмартине те, услам ҫуне те тул кулачине те — телей мӗнне пӗлеймерӗмӗр, Укҫине, — вӗҫлерӗ сӑмахне раштав кунӗнче Эльгеев.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Сӳнет пурнӑҫ, сӳнет ӗмӗр — пӗр ҫын телейӗ вӑрӑма пымасть иккен.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫав тери йӑлтӑркка куҫсем те, шурӑха пуҫланӑ куҫ хупанкисем те ӗлӗкхи пек вӗлт-вӗлт выляйман.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Кӑтраланса тӑракан хура вӑрӑм ҫӳҫӗ кӑна хӑйӗн илемлӗхне ҫухатман.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Пӗр сӑмахпа каласан — халиччен яштак шӑмшаклӑ пулнӑ ҫӑмарта хуҫи хӗрӗх сакӑр ҫула ҫитсен типсе хӑрма пуҫларӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Аттисем те, утнӑ чух, ҫын уринчен хывса илсе тӑхӑннӑ пек лӑпӑш-лӑпӑш тӑваҫҫӗ, чалӑш пусаҫҫӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫинҫе аллисем, темшӗн, ӗлӗкхинчен вӑрӑмраххӑн курӑнаҫҫӗ, пӳрнисем — хӑрӑк туратсем пек шатӑртатса хуҫланакан пулнӑ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Халиччен карланкӑ мӑкӑлӗ питех палӑрманччӗ Эльгеевӑн, анчах тӗрме хыҫҫӑн ҫав мӑкӑль кӗпе ҫухи айне мар, — шӗвек сухал хыҫне те пытанайми пулнӑ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Халь, шӑп хӗрсе ӗҫлеме вӑйпиттиллӗ этем пулас вырӑнне, вӑл ир типсе хӑрнӑ йывӑҫ пекех шурса кайнӑ: куҫ хупанкисем ирӗксӗр кӑна хупӑнаҫҫӗ, шӑммисем — ӳт витӗр курӑнса тӑраҫҫӗ, питҫӑмартисем — путӑк.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ашшӗ пек ҫирӗп ҫын пулайман Микулай хуҫа.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Чахотка чирӗ ҫулран-ҫул вӑйран ӳкерсе пынӑ.