New
— Ятман, пӑхап та, эс урах ларатӑн.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хӑй сӗтел хушшинче калаҫса ларакан Ятмана ӗҫтерме туртӑнать.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Хӗрӗх тантӑш — хӗр тантӑш, утмӑл тантӑш ул тантӑш — пурте савӑнӑр.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Савӑнӑр, юлташсем! — тет чылаях ӳсӗрӗлме ӗлкӗрнӗ Кӑтра Михала.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Тавах, хӑна пулса кайӑр!
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Тавси, тӑвансем!
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ӗнтӗ урамра та юрӑ сасси илтӗнет, кӑна ытти бригадӑсенчен ӗҫкӗрен тавӑрӑнакансем юрлаҫҫӗ.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хӗрсем ҫав тери ҫинҫе саслӑ, арҫынсем хулӑн саспа ӑмӑртмалла «Тухать-и те тухмасть-и» юрра тӑсаҫҫӗ.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ташӑ хыҫҫӑн пӳртре ҫавра юрӑ пуҫланать.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Сыхлар тӑван ҫӗршыва, Тӗп тӑвӑпӑр Гитлера!
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Эп каятӑп, эс юлан, Эсӗ маншӑн ан кулян!
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Савни, эсӗ хатӗр пул Сусӑрлансан сиплеме.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Шӑнкӑрч, эсӗ хатӗр пул Ирхи юрӑ юрлама.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Уй хапхине ҫитсессӗн Ал тытса уйрӑлар-и?
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Савнӑ чунӑм, утар-и, Уй хапхине ҫитер-и?
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӗсем хӗрнӗҫемӗн хӗрсе пыраҫҫӗ, тата хытӑрах такмаклама тытӑнаҫҫӗ:
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Чунтан савнӑ сар ачана Эпӗ вӑрҫа ӑсатрӑм, Юрататӑп, кӗтеп терӗм, Ӑшӑ чунне йӑпатрӑм.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хӗрлӗ Ҫарта савни пуртан Манӑн чунӑм савӑнать.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Сар хӗвелӗ ӑшӑтать, Ҫутӑ тӗнче савӑнать.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хӗрсем ушкӑнпа, ҫине тӑрса, такмакласа ташлаҫҫӗ.