Corpus of the Chuvash language

New

Татах кӗтмен хӑна.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сасартӑк алӑкран шаккарӗҫ, Эльгеев кайса уҫрӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Родновпа Урбанов кадет туслӑ иккенне аса илсе (вӗсене вӑл Шӗнерпуҫӗнче тӗл пулнӑччӗ), Тихонов та Родновпа пӗр калӑприне тавҫӑрчӗ Михаил Николаевич.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Калаҫу политика еннелле куҫнине туйса, Эльгеев кӗтмен хӑнасенчен шиклене пуҫларӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эльгеев большевиксем майлӑ ҫапӑҫнине пӗлес пулсан, вӗсем, паллах, ун умӗнче хӑйсен шухӑшне уҫса паман пулӗччӗҫ.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Умра икӗ эсер ларнине кура вӑл хирӗҫме хӑрарӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Илтмен эп ун ҫинчен, — хӑйӗн шухӑшне уҫҫӑн калама хӑяймарӗ Эльгеев.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Палламастӑп.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Прохоров мана ҫавӑнпа тӗл пулма хушрӗ, — хытах хистеме тытӑнчӗ Тихонов Эльгеева.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑл Шупашкар ҫынни.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Осанов прапорщик мӗнле пек сирӗн шутпа?

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӑтартса парӑр пире шанчӑклӑ ҫынсене, ыттине эпир Округри ҫар комитечӗ урлӑ тӑвӑпӑр.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑш полксенче Совет влаҫне хирӗҫле офицерсем пуррине эсир пӗлетӗр!

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Пилӗк пин салтакран икҫӗр ҫын тупӑнмӗ-и Шупашкара яма?

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чӑваш салтакӗсем пире пӑхӑнмаҫҫӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Эп мӗнпе пулӑшӑп?

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑл пулӑшу кӗтет, Михаил Николаевич.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Прохоров, Шупашкарти эсерсене ертсе пыраканӗ, хӑй килӗшнӗччӗ съезда килме.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хусанти офицерсен пӗрлешес пулать, эпир съездра пӗр сасӑллӑ пулмалла.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Люмпен-салтак таврашӗсем пӗр татӑк ҫӑкӑршӑн та чунне сутма хатӗр!

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed