New
Халиччен пурнӑҫ йывӑрлӑхне хӑй тӳссе курманскер, Соня сасартӑк хӑраса ӳкрӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Пуринчен те ытла пӗччен тӑрса юлни пит пӑшӑрхантарчӗ ӑна.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Хваттере вут хутса ӑшӑтасси, пӗр кӗренке ҫӑкӑршӑн черетре тӑрасси е тата ҫырмаран шыв ӑсса килесси — ҫак нихҫан туман ӗҫсене тумалла пулчӗ Соньӑн.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Пӗр юлташ ҫеҫчӗ унӑн Хусанта — Поля Баландина, вӑл та пулин фронта тухса кайрӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Салтак шинелӗ тӑхӑннӑ студентсемпе пӗрле ларас килмерӗ ҫав унӑн профессорсен лекцийӗсенче.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вӗренме пӑрахрӗ Софья.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Хусанта Соньӑн пӗр ҫывӑх ҫын та пулман пирки карчӑка пытарма ют ҫынсене чӗнме тиврӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Победимский тухтӑр пырса ҫитнӗ ҫӗре Агафья Петровна вилсе кайрӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Кӗтмен тӑкаксем пулчӗҫ: ҫӑварни эрнинче унӑн ватӑ няни вырӑн ҫинчех тӑнне ҫухатрӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Пирвайхи уйӑхсенче Софья упӑшки парса хӑварнӑ укҫапа йӳнеҫтеркелесе пурӑнкаларӗ, анчах ҫурхи кунсем ҫывхарнӑ ҫӗре вӑл пӗр пус укҫасӑр юлчӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫырмаран шыв ӑсса килмелле, пасартан ҫӗрулми кайса илмелле, ҫӑкӑр черечӗ тӑмалла — ватӑ пулсан та, ҫав ӗҫсене йӑлт Агафья Петровна туса тӑнӑ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Хуралнӑ кӗпепе ҫӳретмен вӑл Соньӑна, якатман вырӑн ҫине вырттарман.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Мӗскӗн карчӑк хӗвелпе тан вӑранать, хӗвел анмасӑр выртмасть — яра кун килти ӗҫпе тӑрмашать.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Халиччен хӑйӗн ватӑ нянине — сывӑ-и вӑл е халсӑр — Соня асӑрхасах каймастчӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Тата инкек тени пӗччен те килмест-мӗн.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Халӗ Соньӑшӑн пурнӑҫ тӗллевӗ те, ҫемье ҫыхи те арканнӑ пек туйӑнать.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Анчах ир сӳнчӗ ҫав ҫутӑ сӑн.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Тӗттӗм тӳпере ирхи шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ вылянӑ пек туйӑнатчӗ ҫав пӗчӗк Петя сӑнӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Унӑн пӗртен-пӗр савӑнӑҫӗ — ывӑлӗччӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Йывӑр пулчӗ Соньӑн пурнӑҫӗ упӑшкипе ашшӗ ӑна алӑри ачапа пӑрахса хӑварнӑранпа.