Corpus of the Chuvash language

New

Каярахпа утар енчен нимӗнле сасӑ та илтӗнми пулчӗ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Эппин, мана шырама пӑрахрӗҫ-ха, — тавҫӑрса илчӗ Калюков, — Аван».

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗҫех ҫырман тепӗр ҫыранӗпе унталла темиҫе арҫын кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑр-мӑкӑр калаҫса иртрӗҫ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Темӗн чухлӗ вӑхӑт иртрӗ — калама хӗн: тӗттӗмре сехете пӑхса илме ҫук, шӑрпӑк ҫутаймӑн, — утар енчен умлӑн-хыҫлӑн виҫҫӗ пени илтӗнчӗ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ан тив, лӑпланса ҫитчӗр милиционерсем…

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах ку шухӑш ӑна хӑюллантармарӗ, вӑл, нӳрӗ хӑйӑрпа арлан тӑпри хутӑшӗ ҫинче выртма сивӗ пулин те, шӑтӑкран тухма васкамарӗ-ха.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Шырӑр, ухмахсем, текех шырӑр. Халӗ ӗнтӗ эсир мана ҫамкапа пырса ҫапӑнмасӑр та тупаймӑр», — шухӑшларӗ Калюков.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тавралӑх хӑвӑрт тӗттӗмленчӗ, ҫӳлелле пӑхсан, уйӑрса илме ҫук: те юман турачӗсем каркаланса тӑраҫҫӗ хӑвӑл хӗррипе, те ҫывӑхри йывӑҫ турачӗсем.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах, упранакана турӑ упрать тенине асра тытса, вӑл инҫе тарса каймарӗ, чӗрӗк сехетсем утсан, темле ҫырма хӗррине ҫитсе тухрӗ те, ҫилпе тӳннӗ улӑп юмана курсан, ун патне йӑпшӑнса пычӗ, кӑкӗ тӑпӑлса тухнӑ тӗлти самай пысӑк хӑвӑла кӗрсе выртрӗ, тымарсене чармаклантарса, ҫӳлтен курмалла мар хупланчӗ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа тытаймӑр мана».

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халӗ эсир манӑн тӗсе те курса юлаймӑр. Халӗ эсир ман хыҫран мар, эпӗ сирӗн хыҫран пыратӑп, яснӑ?

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Апла нумаййӑнах мар-ха эсир, лягавӑйсем! — тарӑхса та савӑнса шухӑшларӗ Калюков. — Ну, юр-рать!

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Урӑх ӑна хӑвалакан ҫын ҫук пулас.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюков тата тепӗртак кӗтсе ларчӗ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шел, юрамасть.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗри шӗшкӗ тӗмӗ ҫумӗпех иртрӗ, алла тӑсса ярсан, тупата, уринчен туртса антарма та пулатчӗ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Часах темиҫе милиционер вӑрманалла ҫывӑхранах чупса иртрӗҫ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюков хӑвӑртрах сылтӑмалла шуса кайрӗ те уҫланкӑ тулашне мар, шаларах пӑрӑнса кӗрсе, мунча умӗнчи шӗшкӗлӗхе пытанчӗ, револьверне хатӗр тытса, малалла мӗн пуласса кӗтрӗ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫу-ук, ку капкӑнран ҫырманалла ниме пӑхмасӑр пуҫхӗрлӗ чӑмнипех ҫӑлӑнаймӑн, темскер урӑххи шухӑшласа тупмалла…

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, утара йӗри-тавра хупӑрласа илнӗ-ха.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed