Corpus of the Chuvash language

New

Ҫак вӑхӑтра Магаевпа юнашар тепӗр партта хушшинче ларакан Милосердина Людмила (пӗрле вӗреннисем ӑна ҫепӗҫ кӑмӑлне те пӗтӗм кӳлепи-кӗлеткине витӗрех хӗмлентерсе ҫутатакан сӑн-питне кура Нарспи тетчӗҫ) сочиненин малтанлӑха ҫырма панӑ пӗр хут листинчен пӗчӗк татӑк чӑрр! ҫурса илчӗ те ун ҫине: «А Бодров юлташу ӑҫта?» тесе ҫырчӗ, вара хута Магаев парти ҫине хучӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

«Магаев килчӗ, Бодров та кӗҫех ҫитет пулӗ-ха», — хӑйне шалтан пӑртак лӑш парса, сапӑрланса илчӗ Татьяна Николаевна.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ларкаларӗ вӑл ҫапла, сывлавӗ тамалансан тин доска ҫинче ҫырнӑ сочинени темисене тимлеме пуҫларӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Тем тата каччӑ пӗрмай хырӑмне сӑтӑркалать.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Аллинче — авторучка.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, класс алӑкӗ кӑри-и-ик уҫӑлчӗ — класа хӑйӑклата-хӑйӑклата, алӑк янахӗнчен тӳнк! такӑнса, кӗре сӑн-питлӗ, йӗрлӗ-йӗрлӗ хура костюм, теветкел хӗрлӗ кӗпе тӑхӑннӑ яклашка йӗкӗт кӗрсе тӑчӗ, йӑскӑн хура куҫӗсемпе пурне те алчӑравлӑн хыпашласа ҫаврӑнчӗ, вара пӗр пушӑ партта хушшине пырса ларчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

— Тем чӗмери сиксе тухмарӗ пулӗ те?

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ура ҫине сиксе тӑчӗ те чӳрече патне пычӗ, тулса-пулса ҫитнӗ иҫӗм ҫырли пек куҫӗсемпе урамалла пӗр хускалми тимлерӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Бодров Аркадипе Магаев Альберт ҫитсе ӗлкӗреймерӗҫ вӗт! —

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

— Ах, ах, — ҫине-ҫинех ахлатса, ӑшне вӗҫтерсе, шалтан чӑрмаланчӗ ҫак класра вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ Татьяна Николаевна, ҫырӑ сӑн-питлӗ чух хӗрарӑм, сӑрӑ платье-костюм тӑхӑннӑскер.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Экзамен тытакансем, куҫӗсемпе доска ҫинче ҫырнине тимлесе, палӑртнӑ темӑсемпе пухнӑ пӗлӗвӗсене уҫӑмлатас тӗллевпе ӑс-тӑн чӗлкӗмӗсене пантлаттарса татӑлас пек карӑнтарса ларкаларӗҫ те, кашни хӑйне ҫывӑх тема суйласа илсе, «ҫанӑ тавӑрса», ӗҫе кӳлӗнчӗҫ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Эпӗ комисси членӗсем хушнипе сочинени темисене класс доски ҫине ҫыртӑм.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вуласа пӗтерсен, директор хута мана пачӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

3. Пирӗн пурнӑҫри позици (хальхи публицистика материалӗсем тӑрӑх).

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

2. М. А. Шолохов ҫырнӑ «Лӑпкӑ Дон» романри халӑх сӑнарӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

1. Эпӗ хам поэзие халӑха халалларӑм (Н.А. Некрасов произведенийӗсем тӑрӑх).

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

— Паянхи сочинени темисем ҫакӑн пек:

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

— Тимлӗ итлӗр, — куҫне хӑйне шӑтарасла пӑхса ларакансем ҫине сӑваплӑн ывӑтса илчӗ вӑл.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Тӑхӑр сехет ҫитесси пилӗк минут юлсан, класа, алӑка хатӑррӑн уҫса, аллинче кӑвак хут конверт тытса, яланхиллех яка тумланнӑ, чӑпар ҫӳҫлӗ шкул директорӗ кӗрсе тӑчӗ, пурне те сывлӑх сунчӗ, вара, конверта хачӑпа хӗрринчен касса, ӑшӗнчен форматлӑ шурӑ хут листи туртса кӑларчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Бодров Аркадипе Магаев Альбертсӑр пуҫне экзамен тытакансем пурте пухӑннӑ ӗнтӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed