Corpus of the Chuvash language

New

Икӗ талӑк ытларах сипленчӗ Аркадий пульницӑра.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫамрӑк паттӑра мухтаса, ырлав сӑмахӗсем янратса, чылайччен алӑ ҫупрӗҫ кӗпер ҫинче самаях йышлӑ пухӑннӑ ҫынсем.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Хыҫҫӑнах тухтӑрсем, чи малтан килсе ҫитнӗскерсем, ҫамрӑк паттӑра сивӗ ӳпкенех лармалла мар васкавлӑ пулӑшу пачӗҫ те машинипе пульницӑна ӑсатрӗҫ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Юлашки пиллӗкмӗш ҫынна (шел пулин те, ку сывӑ юлайман) шывран кӑларсан (ҫыннисем пурте строительсем пулнӑ иккен), самаях сив тытнӑ Аркадие хӑйне те пулӑшма тиврӗ: ку вӑхӑта килсе ҫитнӗ водолазсем ӑна ик енчен ытама илчӗҫ те, ише-ише, ҫырана туртса кӑларчӗҫ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Сывлӑш ҫавӑрса ярсан, ывӑннине ҫӗнсе, шыва юнпа пӗвете-пӗвете, Аркадий каллех хӑй парӑннӑ тӗллеве пурнӑҫлама васкарӗ…

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Анчах пур-ши тӗкӗнмен-салатман яшлӑх вӑйӗнчен илемлӗрех, вӑйлӑрах вӑй?

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Сулхӑн шывра чылай вӑхӑт пулнипе Аркадие сивӗ ҫатӑрах витӗрлерӗ, ҫавна пулах тӑваттӑмӗш ҫынна хӑпартнӑ хыҫҫӑн, лӑм пулса, каччӑ кӗҫ ҫеҫ тӑнне ҫухатмарӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Виҫҫӗмӗш ҫынна автобус алӑкӗнчен кӑларнӑ чух алӑкӑн аялти тӑпси тӗлӗнче унӑн сулахай урин пакӑлчакне темле шӗвӗр тимӗр япала тӑрӑнса кӗчӗ, вара суранран юн палкама пуҫларӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ленчех ывӑнчӗ пулин те, вӑл виҫҫӗмӗшне, тӑваттӑмӗшне, пиллӗкмӗшне (кусене ӗнтӗ малтанхисенчен те хӑвӑртрах) хӑпартрӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Хӑшне пӗсехерен ярса тытса, хӑшне кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса, юлашки вӑйне пухса, хистенсе, хӑрушлӑха пӑхмасӑр, хӑйӗн пурнӑҫне шеллемесӗр нихӑҫан та курман, нихӑҫан та илтмен, нихӑҫан та пӗлмен, шӑйӑрӑлса-аманса пӗтнӗ, пӗр пӗлми ҫынсене шывран сӗтӗрчӗ те сӗтӗрчӗ Аркадий.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Халӗ — ҫынсене инкекрен ҫӑлмалла!

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Кайран!

Тен, халӗ тӳпере космогонилле улшӑнусем пулса иртеҫҫӗ, тен, таҫта ҫӗр чӗтренет, тен, тахӑш патшалӑхӑн политика системи арканать — пурин ҫинчен те кайран.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Халӗ вара — ҫӑлмалла!

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вӑтам шкулта пухнӑ пӗлӗве тӗрӗслекен экзаменсем тытмалла, чуна ҫывӑх специальноҫа туптама аслӑ шкула вӗренме кӗмелле, ҫӗршыва хӗсметре сыхламалла, ҫемье ҫавӑрмалла — пурин те хӑйӗн вӑхӑчӗ, хӑйӗн сехечӗ, хӑйӗн саманчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Тишкерсе тӑмалла мар, туймалла мар, йывӑрлӑхсене сарӑпламалла мар, унталла-кунталла пӑрӑнмалла мар — ҫӑлмалла.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Аркадий халӗ, хӑйӗнче пур ҫывӑхри е катари пурнӑҫ тӗллевӗсене те, пур шухӑш-туйӑма та самант путарса, хӑй халлӗ, ним улшӑнмасӑр, ниме пӑхмасӑр ӗҫлекен автомат пек, хӑйне пӗртен-пӗр тӗллеве парӑнтарчӗ: ҫынсене ҫӑлмалла!

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Аркадий вара арҫынна куҫран пӑхмасӑрах: — Куна часрах — ҫырана! Ыттисене кӗт! — терӗ те каллех йӑмпӑлл! чӑмса ҫухалчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Хыҫҫӑнах шалкӑм ҫапнӑ, чӗлхерен юснӑ, шыв ҫӑтса кӳпӗннӗ хӗрарӑма хулпуҫҫийӗсенчен ярса тытрӗ, Аркадий пулӑшнипе, питне юн вӑйӑнтаричченех мекеҫленсе, ӑна пӗр сӑтӑрӑм кимӗ ҫине туртса хӑпартрӗ, майлаштарса вырттарчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ак вӑл ларкӑч ҫине ларчӗ те кӗсменсемпе авӑскалама пуҫларӗ, киме Аркадий патнех шутарса ҫитерчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed