Corpus of the Chuvash language

New

Ас тӑватӑп-ха, икӗ кун каялла эсир, икӗ большевик, шӑп ҫапла ҫапӑҫнӑ вӑхӑтра пырса тухрӑр та, ҫынсемпе хӑвӑр калаҫни мӗнле лайӑх пулчӗ!

Help to translate

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Большевиксем, комсомолецсем тетпӗр те, вӗсен ӑс парса пымалла мар-и ҫав ҫынсене?

Help to translate

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Анчах эпӗ айӑплӑ-и вара куншӑн?

Help to translate

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Вӑл та пулмасть мар, — килӗшрӗ Сахар.

Help to translate

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Тепӗр чухне юн юхтарса ҫапӑҫса каяҫҫӗ, — хушса хучӗ Степанов.

Help to translate

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ман лавккара та, лавкка умӗнче те чӑвашсемпе тутарсем ялан пӗр-пӗринпе тӗл пулаҫҫӗ, ҫавна май тутарсем чӑвашла, чӑвашсем тутарла калаҫма вӗренеҫҫӗ, пӗр-пӗринпе туслашаҫҫӗ.

Help to translate

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сӑмахран, акӑ хам материалпа Палас урлӑ каҫма хуртаратӑп.

Help to translate

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Туслаштарма, мирлештерме тӑрӑшнӑ, чӑнах та.

Help to translate

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑҫан та пулин, мӗн те пулин тепӗр майлӑ тунӑ-и эпӗ чӑвашсемпе тутарсене вӑрҫтарса-хирӗҫтерсе ярас тесе?

Help to translate

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мӗнле — тепӗр майлӑ?

Help to translate

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӗҫне вара пачах тепӗр майлӑ тӑватӑр, — Сахар ҫине кӑн! тинкерсе пӑхса, сӑмахсене пусарса каларӗ Казаков.

Help to translate

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку аван тейӗпӗр.

Help to translate

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Акӑ, Захар Петрович, эсир сӑмахпа ҫапла калатӑр.

Help to translate

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Куна эсир тӗрӗсех каларӑр, анчах ӑнланни-пӗлнинчен ытла ӗҫне тӑвасси-ҫке-ха…

Help to translate

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Вӑл ҫапла-ха, Захар Петрович.

Help to translate

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кам пӗлмест пуль ӗнтӗ, ӗлӗк, патша чухне, тӗрлӗ халӑхсене пӗр-пӗринпе хирӗҫтерме, пӗр-пӗринчен уйӑрса яма тӑрӑшатчӗҫ пулсан, халӗ пурнӑҫ йӑлтах урӑхланчӗ.

Help to translate

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Партипе правительство мӗн хушни-йышӑннине пӗлмесӗр пурӑнма юрамасть.

Help to translate

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ парти членӗ мар та, пурпӗрех хамӑр пурӑнакан самана ҫынни.

Help to translate

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эсӗ ӑна та вуланӑ-и?

Help to translate

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку ыйтӑва партин вуннӑмӗш съездӗнче те пӑхса тухрӗҫ-ха, ятарласа решени те йышӑнчӗҫ.

Help to translate

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed